Шырав
Шырав ĕçĕ:
Софья Ивановна хӑйӗн тӑван аппӑшӗн ывӑлӗпе хӗрне, аппӑшне, Любовь Сергеевнӑна тата эпӗ Дмитрипе килӗштернӗшӗн мана та шӑпах ҫавӑн пек хастарлӑ юратупа юратать, ҫак юрату унӑн куҫӗсенче те, сӑмахӗсенче те, хусканӑвӗсенче те палӑрать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лайӑх ҫинӗ-и эсир, лайӑх ҫывӑрнӑ-и, савӑнӑҫлӑ-и сире, сывлӑхлӑ-и эсир — вӗсемшӗн пурпӗрех, сире ҫак ырлӑхсене пама пултараҫҫӗ пулсан та, вӗсем нимӗн те тумаҫҫӗ; анчах пуля вӗҫсе иртес ҫӗре тӑма, вута-шыва сикме, юратупа типсе хӑрма — ҫаксене тума вӗсем яланах хатӗр, май кӑна килсе тухтӑр.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Илемлӗ юратупа юратакансем хӑйне юратни-юратманни пирки питӗ сахал пӑшӑрханаҫҫӗ, хӑйне юратни-юратманни илеме тата туйӑм ырлӑхне пачах улӑштараймасть, тесе шутлаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер сирӗн чӗрӗрте юратупа хӗрхенӳ хӗлӗхӗсем лӑнчӑланман пулсан, хӗр-тарҫӑсен пӳлӗмӗнче вӗсене сӗртӗнмелли сасӑсем тупӑнаҫҫӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ниме хапсӑнман таса юратупа тата хӑй ҫинчен манса ыттисемшӗн тӑрӑшнипе иртсе кайнӑ.Вся жизнь ее была чистая, бескорыстная любовь и самоотвержение.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кулянса ларакан кукамай ҫине пӑхсан, вӑл хӑй хуйхине юриех ӳстерсе кӑтартать текен шухӑш никам пуҫне те пырса кӗрес ҫук, унӑн хуйхи ҫав тери пысӑк тата ҫын чунне пырса тивет; анчах темшӗн-ҫке эпӗ Наталья Савишнӑна ытларах кӑмӑллатӑп тата ҫак уҫӑ кӑмӑллӑ Натальйӑсӑр пуҫне аннене чунтан-вартан тата таса юратупа урӑх никам та юратманнине халичченех ҫирӗп ӗненсе тӑратӑп.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чӗререн парӑнса тӑрассин кивӗ туйӑмне халиччен пӗлмен вӑрттӑнлӑх пек туйӑнакан ҫӗнӗ юратупа улӑштарасси маншӑн ытла та ыррӑн туйӑнчӗ.
XXIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна хам туякан юратупа тата хисеплӳпе сӑнласа панӑ пулсан, нивушлӗ Соня ман пирки ырӑ шутлама пӑрахатчӗ?
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакнашкал юратупа маттур пулас кӑмӑла ырламалла мар!
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗлтунӑ хыҫҫӑн пӗчӗкҫӗ утиялпа пӗркенсе выртатӑн; чуна канлӗ, ҫутӑ тата савӑнӑҫлӑ; ӗмӗтленӳллӗ пӗр шухӑш тепринпе ылмашӑнать, — мӗнле шухӑшсем-ши вӗсем? вӗсене пӗлме ҫук, анчах таса юратупа телейлӗ пуласлӑха шаннипе тулса тӑраҫҫӗ вӗсем.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун пек ан та кала, кӑвакарчӑнӑм, чунӑмҫӑм! — кӑшкӑрса яратӑп эпӗ, унӑн чӗркуҫҫийӗнчен чуптуса, ҫав вӑхӑтра куҫӑмран куҫҫуль ҫумӑр пек тӑкӑнать, юратупа пысӑк савӑнӑҫ куҫҫулӗ вӑл.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Епле чип-чипер ҫын халӗ юратупа асапланма пултартӑр?Да и какой нормальный человек стал бы теперь, при таких обстоятельствах, думать о любви!
12 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Юратупа туслӑх — вӗҫӗмсӗр ыталанни, чуптуни тата ачаш сӑмахсем калани мар.Любовь и дружба — это не бессчетные объятия, поцелуи и нежные слова.
25 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
«Ҫакӑн пек архитектор ҫинчен эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр-ши: калӑпӑр, хӑй ҫӗнӗ ҫурт тума тытӑннӑ чух вӑл мӗне кирлӗ ҫурт иккенне пӗлмест — тӗрӗслӗх, юратупа чӑнлӑх туррине хисеплесе лартнӑ чиркӳ-и, лайӑх пурӑнма май паракан ахаль ҫурт-и, хитре, анчах усӑсӑр, иртсе ҫӳрекенсем пӑхса киленме ҫеҫ кирлӗ чаплӑ хапха-и, укҫана шутлӑн тӑкаклама пӗлмен ҫулҫӳревҫӗсене ҫаратмалли гостиница-и, ҫимелли япаласем пӗҫермелли кухня-и, сайра тӗл пулакан япаласене упраса усрамалли музеум-и, е, юлашкинчен, пурнӑҫра халь тин никама та кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра пухса хумалли сарай тӑвать-и вӑл?
13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Джим, хуллен ҫеҫ сулкаланса, юрлать те юрлать; пуянсенчен хур, мӑшкӑл тӳсекен ахаль ҫынсене никам сӳнтерейми юратупа юратни ҫинчен, негрсен савӑнӑҫсӑр пурнӑҫӗ ҫинчен, вӗсене кашни самантрах хӑрушӑ вилӗм, Линч сучӗ текен вилӗм кӗтни ҫинчен юрлать.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫук, мӑшкӑллаттармӗ вӑл чӗр пуҫӑнах, кунашкал мӑшкӑла тӳсес пур — ҫакнашкал хӗрӳ юратупа юратас та ҫук вӑл Виталие, ҫулӑм хыптарас-кӗллентерес те ҫук чӑрсӑр чӗрине.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӑйӗн виҫине пырса ҫитнӗ туйӑм ҫирӗп мар, хитре ӳкерчӗке вӗҫӗмсӗр инҫет мӗн тери кирлӗ — вӑл юратупа туслӑха та ҫавӑн пекех кирлӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Начарланнӑ пичӗ-куҫӗ хӑйӗн лӑпкӑ мар юратупа йӑлтӑртатать.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Музыкӑпа мире савса, Юратупа чапа манса, Каллех, кӗҫех сире эп курӑп Хавас Салгир ҫыранӗсем!
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Болгар халӑхӗ вырӑс халӑхне авалтанпах, йӑхран йӑха пыракан юратупа юратса пурӑнни вырӑс салтакӗсене партизансен хушшинче часах паллӑ вырӑна кӑларса тӑратнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.