Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратаканскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эпӗ сана Российӑна илсе каятӑп, эсӗ унта манӑн именине Рим хули пек илемлетсе пӗтерӗн, ун хыҫҫӑн эпӗ сана патша ҫарне тытса ярӑп, унта эсӗ генерал пулӑн», — тетчӗ вӑл, ӗҫме юратаканскер, кӑштах ӳсӗрӗлсенех.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Юпахӗ юртма юратаканскер пулчӗ, тилхепене тытса пыма ҫеҫ пултар — виҫӗ ҫухрӑма туххӑмра илсе ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лӑпкӑ каҫсенче шухӑшласа ларма юратаканскер, Петӗр, пӗччен юлсан, тавраналла пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кайран хамах пуҫтарӑп, — тет Ҫимун, тӑварланӑ кӑрӑҫа шутсӑр юратаканскер.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗҫе юратаканскер, хуҫасемшӗн тӑрӑшма ӳркенмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ним те мар, — хуравланӑ лешӗ, шӳтлеме юратаканскер.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫу кунӗсенче Татьяна, ачаран учитель профессине юратаканскер, Шупашкар хулинчи И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне физикӑпа математика факультетне аслӑ шкула вӗренме кӗмелли экзаменсем тытма кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Раман, тӳрӗ калама юратаканскер, тарӑхмасӑр-тумасӑр лаплаттарса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакӑн ҫинчен Ваҫилене пӗррехинче пӗр класра вӗренекен Захар, Нюҫҫана вӑрттӑн юратаканскер, йӗрес пек каласа панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче, фермӑра хуйхӑрнипе начарланса, сӑнсӑрланса кайнӑ салтак арӑмне курсан Егор Силыч, хӑй те тахҫанах тӑлӑха юлнӑскер, ҫак хӗрарӑма вӑрттӑн юратаканскер, чӑтаймарӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунсӑр пуҫне тата Симонюк хӑйне хӑй питӗ мӑнна хума юратаканскер пулнӑ та пенсие тухакан леш «хальхисем» ҫине кӳренсе пурӑннӑ, вӗсем хӑйсем айван, ухмах пулнипе ӑна, Симонюка, текех активлӑ, команднӑй ӗҫре тытмалла мар тесе йышӑннипе йӑнӑш тунӑ тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ытарми хитрескер, кӑштах юратаканскер.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Каскалама, кирпӗч хума-купалама юратаканскер, пӗтӗм чун хавалӗпе тӑрӑшса, киленсе ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Лешӗ, пӗчӗк хуранӑн пӑтти тутлӑ теме юратаканскер, хунямӑш сӑмахне тӳссе ҫитереймен.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Эпир, Палтайсем, нихҫан та тӑрпалтай пулман», — теме юратаканскер.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Вӑл, шӳтлеме юратаканскер, халӗ те хӗрсене кулкаласа кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Сӑмахлама юратаканскер вӑл.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗр хӗрлӗ киккириклӗ чӑпар автан кӑна, ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те хӑйне мӑн кӑмӑллӑ тытма юратаканскер, Ванюк ҫывӑракан чӳрече ҫумӗнчи карта ҫине вӗҫсе улӑхрӗ те пӗтӗм вӑйӗпе ку-ку-ре-ку-ук! тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ытти чухне шӳтлекелеме юратаканскер, хӗрӗпе те калаҫмарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Чи малтан пухусенче сехечӗ-сехечӗпе нимӗн чӗнмесӗр шухӑшласа ларнӑ илемлӗ сӑн-питлӗ, ырӑ чунлӑ Доруца, малашнехине ӗмӗтленме юратаканскер, халӗ ҫакӑн пек йӗрке тӑвасшӑн питех те тӑрӑшрӗ:

Красивый, мечтательный и добрый по натуре, Доруца, который целыми часами кряду мог бывало сидеть с отсутствующим, задумчивым взглядом, теперь стал самым ярым сторонником этой установки:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех