Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлтӑр (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аксанов шухӑшех килӗшет мана: колхозӗ юлтӑр, унта ҫынсем арендӑпа ӗҫлеччӗр, хӗрсем ялтан хулана тухса тарасран тӗрлӗрен мастерской пултӑр, темле завод филиалне уҫасшӑн-ха вӑл тата.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Никам та курман, варттӑнлӑхра кӑна юлтӑр, калама кирлӗ мар», — шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Яла тӗлӗнтерекен хирӗҫӗвӗн шӑрши-марши те ан юлтӑр.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Апла вӑл пирӗн патрах юлтӑр, — терӗ пуп майри.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пирӗн тӗп вӑй кунтах, Килтешрех юлтӑр, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑвашсем ҫапла, ҫӳҫ пӗр тикӗс юлтӑр, ҫӳҫ илемӗ пултӑр тесе пуҫ ҫине чӳлмек хурса ҫӳҫ касаҫҫӗ, куна вӗсем чылай ҫул каялла вырӑссенчен вӗреннӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурин асӗнче те юлтӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тусан ҫеҫ мӑкӑрланса юлтӑр

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлтӑр килне амӑшпе, Пурӑнтӑр ун хӳттипе…»

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Май пулмасан, ӗмӗр тӑршшӗне юлтӑр.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Виҫӗ уйӑхран мӗн пахи-ырри юлтӑр унтан, ҫӗрӗк лӑймакаран?

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пӗччен пурнӑҫ хыҫа юлтӑр, терӗм эп хама.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Сима, ҫӑмӑлттай тесе шутлама та пултаратӑр-ха эсир мана, анчах пурпӗр каламах сире кӗҫӗр: пӗрре кӑшт курнипех асра питӗ тарӑн вырнаҫса-кӗрсе юлтӑр эсир ҫавӑн чух…

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ашшӗ-амӑшӗ халь те ӗнтӗ Митюка, салтака кайиччен ҫӳресе юлтӑр тесе, купса ачи пекех капӑр тумлантарчӗҫ, тутлине илсе ҫиме укҫине те шеллемерӗҫ, анчах ҫитӗнсе ҫунатланнӑ йӑвари кайӑк ҫав-ҫавах, хӑйне ҫуратнӑ кайӑксем тӑрантарасса кӗтсе, ҫӑварне карса ҫеҫ ларать.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Пӑлхавҫӑсен чунӗ те залра ан юлтӑр!

Чтоб и духу бунтовщиков не осталось в зале!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Сӗт мӗншӗн чакартӑр, мӗншӗн кая юлтӑр, ӗнӳсем ҫулла та качака чухлӗ ҫеҫ сӗт параҫҫӗ!» тесе вӑрҫассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

Унччен эсӗ ху пӗлнӗ юрӑсен ячӗсене хут ҫине ҫырса хур, пӗри те манӑҫа ан юлтӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Ҫурчӗ, ан тив, пӗттӗр, тӗсӗ те, шӑрши те ан юлтӑр унран!

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Шлепкӗре пусарах лартӑр, вӗҫсе ан юлтӑр

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Лисук таврӑнсан, Ҫӗнтерӳ кунӗ валли сӑра тунӑ чух ҫунтарма юлтӑр, — тесе, Аркадий карта ҫине хывса ҫакнӑ фуфайкине илсе хул пуҫҫи ҫине уртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех