Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташӗ (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен ҫӗнӗ юлташӗ ӑҫтан таврӑннине пӗлсен тата вӑл мӗн тери ырханнине курсан тӗкӗрҫӗсем тыткӑнран тин ҫеҫ хӑтӑлнӑ йӗкӗте чунтан хӗрхенсе пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлташӗ, мӗн ыйтса тӑратӑн тенӗ пек, аллине ҫеҫ сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫумӑр хыҫҫӑн мӗн тусан мӑкӑрлантӑр? — кӑмӑлсӑррӑн тавӑрать ӑна юлташӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Урачко казакӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тен, кайман та, тен, ялта пытанса пурӑнать-ха, — терӗ ун юлташӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ тытӑнсанах ун контрактник-пӗлӗшӗ, тӗрӗсрех - салари юлташӗ, тактикӑра кирлӗ пӗр хатӗре тупса пама ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Вӑл юлташӗ патне кӗрсе пӑхрӗ, тепри патне — нихӑшӗ те ҫук, хӗрсем пурте вӑрман касма кайнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Улька — Агнисӑн чи ҫывӑх юлташӗ, вӗсем шкулта пӗр партта хушшинче ларнӑ.

Ольга — самая близкая подруга Агниссии, они сидели в школе за одной партой.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Унӑн кӗҫӗн юлташӗ Андрей Кузьмин ҫӑмӑл виҫеллӗ атлетсен хушшинче пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Ҫапла каласа панӑ хыҫҫӑн, Ваҫук юлташӗ Кампура ачашласа илчӗ те тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Ун хыҫҫӑн Ваҫук юлташӗ те персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Пӗррехинче Ваҫук патне унӑн юлташӗ уроксем хатӗрлеме пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Юлташӗ картуза ҫӳлти амбар умне улӑхса хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Чылай вӑхӑт иртсен, Ваҫукӑн пӗр-пӗр юлташӗ Кампура витерен кӑларса ярать.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Аппана юлташӗ хӑйсем патне ларма чӗнсе кайнӑ, хӑна килнӗ тесе каланӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аттепе анне ирхине пасара кайнӑччӗ, пичче — пулӑ тытма, аппа — юлташӗ патне тӗрӗ ӳкерме.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Нумай вӑхӑт иртрӗ-и, сахал-и, аппапа юлташӗ Энӗш леш енче чупса пынине курах кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир халех килетпӗр, сан пата чупса килекен йытта хӑваласа яма ҫеҫ каятпӑр, — терӗ аппа юлташӗ, куҫне кӑшт хӗскелесе илчӗ те йӑл кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӗрре эпӗ аппапа юлташӗ аялти урамалла аннине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Юлашки икӗ сӑмахне вӗсем мӗншӗн пусӑмласа каланине ӑнланать Микулай: Укка чипер хӗрарӑм, анчах вӑл урӑх ҫын мӑшарӗ, хисеплӗ ҫын юлташӗ, ҫавӑнпа ӑна ан хапсӑн эсӗ тесшӗн вӗсем.

Мигулай понимает намек: Укка — славная женщина, но она жена другого, уважаемого человека, так что ты, мол, не замахивайся на нее…

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑмпа ун чӗмсӗр юлташӗ, Ухтиван тусӗсем, ҫенӗкрен пӳртелле пӑхса тӑратчӗҫ.

Безмолвный мужчина и молодая женщина стояли в сенях

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех