Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Самарие ҫитсессӗн, Ииуй унта Ахав кил-йышӗнчен чӗрӗ тӑрса юлнисене пӗтӗмпех вӗлернӗ, ҫапла вара, Ҫӳлхуҫа Илия урлӑ каланӑ пек, Ахав килне тӗп тумаллипех тӗп тунӑ.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ииуй Изреельте Ахав килӗ-йышӗнчен чӗрӗ юлнисене тата унӑн мӗнпур чаплӑ ҫыннине, унӑн ҫывӑх ҫыннисене, унӑн священникӗсене пӗтӗмпех вӗлерсе тухнӑ, Ахав ҫыннисенчен ӗнтӗ пӗри те сыхланса юлман.
4 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑрҫа кайнисене мӗн чухлӗ пай лекет, лавсемпе юлнисене те ҫавӑн чухлех памалла: пурне те пӗр пек пайласа памалла, тенӗ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль ывӑлӗсем Вениамина, хӑйсен тӑванне, хӗрхеннӗ: Израилӗн пӗр йӑхӗ касӑлса ӳкрӗ-ҫке, тенӗ; 7. эпир, хамӑр хӗрсене вӗсене качча памӑпӑр тесе, Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа турӑмӑр, халь ӗнтӗ чӗрӗ юлнисене ӑҫтан арӑм илсе памалла? тенӗ.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кунта юлнисене сирӗн умӑртан Ҫӳлхуҫа Туррӑр Хӑй хӑваласа ярӗ, [мӗн вӗлеричченех хӳтерӗ; вӗсене, вӗсенӗн патшисене тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерсе тӑкмашкӑн вӗсем ҫине тискер кайӑксем ярӗ], Ҫӳлхуҫа Туррӑр хӑвӑра каланӑ пек, эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илччӗр тесе, вӗсене сирӗн умӑрта пӗтерсе тӑкӗ.
Нав 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иисуса: «Пилӗк патша тупӑнчӗ, вӗсем Макед ҫывӑхӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗнче пытанса лараҫҫӗ» тесе пӗлтерсессӗн, 18. Иисус каланӑ: ҫӗр хӑвӑлӗн анине пысӑк чулсемпе хупласа хурӑр, хураллама ҫынсем тӑратӑр; 19. хӑвӑр [кунта] чарӑнса ан тӑрӑр, тӑшманӑрсене хӑвалӑр, ҫарӗнчен тӑрса юлнисене пӗтерсе тӑкӑр, вӗсене хӑйсен хулисене тарса ӳкме ан парӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр вӗсене сирӗн аллӑра панӑ, тенӗ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Израиль ҫыннисем хӑйсене хирте, пушхирте хӑваланӑ Гай халӑхне аркатса тӑксассӑн, лешӗсем пӗр ҫын юлмиччен хӗҫ ҫивӗчӗш айне пулса пӗтсессӗн, Гай хулине таврӑннӑ та унта юлнисене пӗтӗмпех хӗҫпе пӗтерсе тухнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус акӑ мӗн сӑлтавпа ӳт каснӑ [Израиль ывӑлӗсене — ҫул ҫинче ҫуралнисене, Египетран тухнисем хушшинче ӳт кастармасӑр юлнисене — Иисус пурне те ӳт касса тухнӑ]: Египетран тухнӑ пӗтӗм ар халӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ пур арҫын та Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте вилсе пӗтнӗ; 5. ҫула тухнӑ халӑх пурте ӳт кастарнӑскерсем пулнӑ, Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте ҫуралнисене вара ӳт касман пулнӑ, 6. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх [икӗ] ҫул хушши пушхирте ҫӳренӗ [ҫавӑнпа нумайӑшне ӳт касман пулнӑ], ҫапла вӗсем Египетран тухсассӑн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм халӑх вилсе пӗтиччен пушхирте ҫӳренӗ; ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен пулнӑ, ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫак ҫӗре — Хӑй вӗсен ашшӗсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кураймӗҫ тесе тупа тунӑ, 7. вӗсем вырӑнне ҫав ҫӗре вӗсенӗн ывӑлӗсене курмалла тунӑ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. [Ога курсассӑн та] вӑл хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Турӑ ҫакна кӑтартнӑ чухне чӗрӗ юлнисене хуйхӑ, [хуйхӑ] ҫитӗ!
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Юлашки 5 ҫулта республикӑра ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене 1,5 хут сахалрах тупса палӑртнӑ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Регионта тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене ҫемьесене вырнаҫтарас, социаллӑ тӑлӑхлӑха профилактикӑлас, ача ҫуратмашкӑн хавхалантарас, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас, йышлӑ ҫемьесене хӳтӗлес, шкул умӗнхи тата пӗлӳ учрежденийӗсенчи вӗренӗве ҫӗнӗлле йӗркелес, ачасен сывлӑхне сыхлас енӗпе комплекслӑ мерӑсем йышӑннӑ, вӗсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№