Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пире, иксӗмӗре, кирлӗ ҫеҫ пултӑр — пурне те пӗр ҫын юлми ҫыран хӗррине сирпӗтетпӗр; йӳнӗ вӗсем, кирек ӑҫта та темӗн чул вӗсем: йытӑ кутне тапсан та вӗсене тивет.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах Беби ҫак тӗлӗнмелле аван япаласем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, вӑл малтанхи евӗрлех манӑн хыҫран пӗр утӑм юлми утса пычӗ.Но Бэби не обращал внимания на все эти чудесные вещи; ровным шагом он шёл за мной.
Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Слон ман хыҫранах, йытӑ пек, пӗр утӑм юлми утса пычӗ.
Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
… Бандита тытнӑ хыҫҫӑн, эпӗ Максимецпа комсомолец-активистсем хыҫҫӑн пӗр утӑм юлми ҫӳреттӗм.…После того как Максимец поймал бандита, я ходил по пятам за ним и за комсомольцами-активистами.
5. Хӗрӳллӗ кунсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Хӑй илтменни ҫинчен тарӑхса каласа пама тытӑнсан, эпӗ ӑна ҫав тери шеллетӗп, хам та куҫҫулӗ кӑларсах йӗретӗп, ун хыҫҫӑн утӑм юлми ҫӳретӗп.
1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ тӑват уран тӑтӑм, унӑн сӑн-питне уҫӑмлӑн курса, пуҫа утиялпа хупларӑм, ӑна пур енчен те хам ая ҫавӑрса чикрӗм, пӗр шӑтӑк юлми хупласан, выртрӑм та, ырӑ ӑшша туйса, тутлӑ ӗмӗтсемпе асаилӳсем ӑшне путрӑм.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ним юлми ҫисе ярать!
9 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Чӗрере питӗ йывӑрччӗ, ҫав тери йывӑр, анчах савӑнмалли минутсем те пурччӗ-ха; мана хамӑн талантшӑн упраса усратчӗҫ, тата эпӗ искусствӑна ҫав тери, ним юлми парӑнаттӑм та, таврара мӗн пулса иртнине те манса каяттӑм; мана — уншӑн халь хама та кулӑшла та, намӑс та — кунти театра питӗ лайӑх туни кӑмӑла кайса лӑплантаратчӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Ӗнтӗ фермӑра пӗр ҫивитти юлми ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, пульӑсем стенасем витӗр ала витӗр вӗҫнӗ пек вӗҫеҫҫӗ, сасартӑк манпа Куприянов патне Жорж-матрос шӑвӑнса пычӗ те калать:
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Пӗр пӗрчӗ юлми!
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Ҫил-тӑвӑл чарӑннӑ хыҫҫӑн, яланхи пекех, строительсем пурте, пӗр ҫын юлми, ҫулсене, ӗҫленӗ вырӑнсене, ҫуртсене, складсене, механизмсене тасатма тухрӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗт вӑл сире нимӗн юлми таткаласа пӑрахма пултарать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вильпа Орв хӑйсен «ҫара ҫерҫийӗ» ним юлми ванса пӗтичченех вылянӑ.Виль и Орв играли с «летучей мышью», пока от нее почти ничего не осталось.
1. Вӗҫме пултаракан тетте // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Пӗтӗмпех, пӗр пӗрчӗ юлми таврӑнӗ, куншӑн эпӗ хам пуҫа пама та пултаратӑп.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Караванта ӳчӗ ҫинче пӗр чӗрӗ вырӑн юлми суранланнӑ ҫынсем пур.В караване есть несчастные, у которых все тело — одна кровавая рана.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ачаш та ҫемҫе какай шӑмми, ҫивӗч шӑл тӗлне лексен кӑмӑрчак пек, тӗпренчӗк юлми ванать.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пырӑттӑм ун хыҫҫӑн пӗр утӑм юлми…
Киле! // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Акӑ ҫӗнӗ тӗрке витӗр хӗм пӗрчисемпе кӗл ҫеҫ сӑрхӑнса туртӑнаҫҫӗ, нихҫан та вӑл тӗрке ҫулӑмпа хыпӑнса чӗрӗлсе каяс ҫук пек туйӑнать; акӑ темле ӳркевлӗн пӗр ҫӗрте, тепӗр ҫӗрте, виҫҫӗмӗш тӗлте ҫулӑм явӑнса тухрӗ, унтан сасартӑк ҫав ҫулӑм улӑма пӗтӗмпех хыпса илчӗ те, вара улӑм, таҫтан вут-кӑварӑн сиксе тухнӑ хӑрушӑ вӑйне парӑнса, таткалана та пуҫларӗ, хӑйне ҫисе яракан ҫулӑм ӑшӗнче ним юлми ҫухалчӗ.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Пӗр ҫын юлми вӗлерсе тухнӑ: ҫын купинчен хӑрӑлтатни те, йынӑшни те илтӗнмест.
VII. Хӗрхенмелле мар! // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫурт таврашӗ илме ӗлкӗрнисем выльӑх-чӗрлӗхне ҫитернӗ, тасатнӑ, килкартисене йӗркене кӗртнӗ; илме ӗлкӗрейменнисем, утӑм юлми тенӗ пек, председатель хыҫҫӑн ҫӳренӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.