Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлма (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сударыня, пушӑ халапа ӗненекен ухмаха юлма пултарать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахалин тӑрса юлма пултаратӑн!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чӑвашла калаҫакансем чакса кайсан та, пирӗн пуян чӗлхе таса халлӗнех упранса юлма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Елчӗк ачине Володьӑна манран юлма юраманнине систертӗм, Таньӑна касса патне кайса тӑма хушрӑм: пирӗн лару-тӑру начар сценарипе аталанма пуҫласан Таньӑн кассирпа пӗрле каллех милицие телефонпа шӑнкӑравлама май пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Та-а-ак, кая юлма юраманнине пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

… Улюк ҫӗнӗ пӳрт лартма, юхӑнма пуҫланӑ тӗрлӗ хуралтӑна юсама, ашшӗ-амӑшӗ ыйтнӑран, ҫулталӑклӑха ялта юлма килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Унсӑрӑн ӗҫлекенсемсӗр тӑрса юлма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Асту, Хапташка, сан пекки хӑй ӗҫрен сирпӗннине сисмесӗр те юлма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Ман пата кун каҫиччен теҫеткешер ҫын кӗрсе тухать, пурне те астуса юлма пуҫ библиотека мар.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Хайхи Пахом институтран Диплом хутне илсе тухсан, Юлма шутларӗ хулана, Пӗр вокзалти ресторана.

Куҫарса пулӑш

Ялта кӗтетчӗҫ агроном // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 19 с.

Апла пулин те, ҫурҫӗр енчи хӑшпӗр айлӑмсенче ӗлӗкхи, ҫын алли тӗкӗнмен вӑрмансем упранса юлма пултарнӑ, ЮНЕСКО вӗсене Пӗтӗм тӗнче эткерлӗхӗ йышне кӗртнӗ.

Однако, на севере в долинах сохранилось некоторое количество девственных лесов, которые признаны Всемирным наследием ЮНЕСКО.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Хӑвӑрт калаҫаканскерӗнне, унӑнне хӑш-пӗр сӑмахне ӑнланса юлма та хӗн.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара вӑрттӑн илӗртсе юлма йӑлӑннине курмӑш турӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Асра юлма кирлех.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кирек мӗнле пулсан та, операци тунин ним палли те ҫук пулсан та, пульницӑрах юлма ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл ку тарана ҫитиччен мӗнле упранса юлма пултарнӑ-ши.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнти ҫапӑҫура вӑл йывӑр аманнӑ, анчах та сывалса тухсан службӑрах юлма килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав орденне тивӗҫнӗ // Сергей БАРИНОВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/3544- ... enne-tiv-n

Пӑрлӑх ҫинче юлма хӑрушӑ.

Оставаться на леднике было опасно.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Паян, чӑваш чӗнменнипе, пирӗн чӑн истори аяла юлма пуҫларӗ, тутар суеҫтерни ҫӳле хӑпрасах пырать…

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш ҫывӑрнӑ чух тутар пӗрре те ҫывӑрмасть...» // Микулай Павловский. https://ok.ru/nikolay.pavlovskyyurgisenk ... 6538682458

Ҫывхарса килекен инкекрен ниепле те пӑрӑнса юлма май килменнине туйса тӑни ман чуна каллех пӑрлантара-пӑрлантара илет.

И снова меня оледенило предчувствие непоправимой беды.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех