Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлас (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кайран, хӑвӑра кирлӗ станцӑналла ҫитсе пынӑ чух, эсир анса юлас умӗн, калӑп эпӗ хамӑн сӑмахӑма.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Таҫта аялта капрон хӑю евӗр авкаланса выртакан юханшыва сикес — шӑмӑ-шакӑ та тӑрса юлас ҫук; сикес мар — тапӑртатса-ӗрӗхтерсе килекен эсреметле хӑрушӑ чӗрчун чӑх чӗппине муталанӑ пекех муталаса тӑкма пултарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӑрахутран юлас килмест манӑн…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ку ҫырусене Шура манса хӑварнӑ пуль, тетӗп, ахаль вӗсем кунта юлас ҫук…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ку хӑюллӑ утӑма тума Алена Геннадьевнӑна ывӑлӗ хавхалантарнӑ иккен, вара хӑй те унран юлас темен.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

— Пирӗн те ҫывӑрса юлас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗшӗ ҫеҫ юлас самант ҫывхарнипе вӗсем пӗр-пӗрне ҫеҫ курчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыттисенчен юлас мар тесе, тара ӳкиччен чупма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Степа, ман патӑмра ӗҫлеме юлас шухӑш ҫук-и санӑн?

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аттепе пӗрле эпӗ те ларса кайрӑм, мӗншӗн тесен май пулнӑ чухне эпӗ аттерен юлас мар тесе тӑрӑшаттӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ыттисенчен юлас темен.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Манпа пӗрлешме кӑмӑлна килтерсен, яланлӑхах ялта юлас шухӑшӑм пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Атӑла лайӑхрах курса юлас, унӑн вӑй-хӑватне ӑша хывас тесе ҫывӑхра ӳсекен яштака шурӑ хурӑн ҫумне таянчӗ, вырӑса та чӑваша, ҫармӑса та тутара малалла тӗрлӗ хулари вырӑссене ҫывӑх юхан шыва, тавралӑха сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Хӑвӑрӑн бюджета тӗрӗс пайлама вӗренмелле, пули-пулми тӑкакламалла мар, унсӑрӑн нимсӗр юлас хӑрушлӑх пур.

Нужно научиться грамотно распределять свой бюджет, и не тратиться везде, где придётся, иначе велик риск остаться на мели.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр ҫумӗнчи «Кӗмӗл волонтерсем» те ҫамрӑксенчен юлас темерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Ольга Алексеевна ӑна вӗри шывпа сапнӑ пекех туса хучӗ: «Эп ҫакӑнта пурӑннӑ вӑхӑтра ку йӗкӗт кунта яланах килет. Сирӗн ҫакна ас туса юлас пулать», терӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав ситуацисене, ҫав мелсене темле усӑ илесшӗн пулни мар, хӑвна валли тем туянса юлас кӑмӑл мар, пурнӑҫ хӑй, класс кӗрешӗвӗн логики ҫуратнӑ, ҫавна ӑнланма пултаратӑн-и эсӗ?!

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Пирӗн ӗне пекки таврара тупаймӑн. Пӑрушӗ те унран юлас ҫук», — терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юлас марччӗ…

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӑнах, кӑҫал тымарҫимӗҫсем, ҫӗрулми пирки шӑхӑрса юлас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех