Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

этеме (тĕпĕ: этем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑнлан эсӗ, ку вӑл сӑваплӑ парне — этеме юратма пӗлни, хамӑн мӗн пуррине пӗр хӑвармасӑр ӑна халаллани.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Нумайччен лармарӗҫ вӗсем, ҫак вӑйсӑр этеме мӗнле ҫӗнтермеллине шутласа тупрӗҫ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫыран хӗрринче кӑпӑк юхтарса чӗтресе тӑракан тур лашасем те этеме ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ҫавӑнтах этеме ҫаврӑнма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

— Мӗскере манса каясшӑн эсӗ? — ыйтрӗ тата Пӗчӗк принц, вӑл ӗнтӗ халь чунӗнче ҫав тери шеллерӗ ҫак этеме.

— О чем забыть? — спросил Маленький принц; ему стало жаль пьяницу.

XII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тӗнче ҫине ҫитӗннисен куҫӗпе пӑхакан ҫак ҫын хӑй пекех тавҫӑруллӑ этеме тӗл пулнишӗн ҫав тери кӑмӑллӑ юлчӗ.

И взрослые были очень довольны, что познакомились с таким здравомыслящим человеком.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Анчах ҫулла тайга витӗр ҫӳреме этеме пит йывӑр.

Но трудно человеку летом пробираться по тайге.

Тайгара // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унта этеме те, пӑлансене те канлӗх паман вӑрӑмтуна таврашӗ те ҫук.

Там нет комаров, которые не дают покоя ни человеку, ни оленю.

Ненецсем епле пурӑнаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пенӗ сасса илтсе темиҫе салтак чупса ҫитрӗ, анчах шур ӳтлӗ этеме курсан, пӑрахса кайрӗҫ.

На выстрел подскочило несколько солдат, но, увидев белого, они отошли.

Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шӑрӑх ҫӗрте пурӑнакан этеме пур енчен те инкексем кӗтсе тӑраҫҫӗ.

Человека в жарких странах всюду окружают опасности.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тропикри ҫӗршыв этеме тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ пама пултарать.

Тропическая природа может дать разнообразную пищу человеку.

Тропик тӑрӑхӗнче мӗнле халӑхсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем мӗн ӗҫлеҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шывӑн вӑй-хӑвачӗ этеме пӑхӑнса тӑрать, ӑна усӑ парать.

Сила воды подчиняется человеку и служит ему.

Этем юханшывсемпе епле усӑ курать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Этеме пур япаласене те пӗр харӑсах ӑнланса илме пӳрмен.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл летчик пулать, вӑл вӗҫет, Виктор вара хӑйне ӗнсинчен ярса тытиччен, лайӑх кӑна силличчен, этеме ҫӳреме пӳрнӗ пек ҫӳрекен тӑвиччен ҫӗр ҫийӗн упаленет!

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн ҫав этеме тӗл пулас килмест.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эх, этеме мӗншӗн икҫӗр ҫул, виҫҫӗр ҫул пурӑнмалла туман-ши?

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Парти, — тенӗ ҫӗнӗ Программӑра, — литературӑна, искусствӑна, культурӑна аталантарма, кашни ҫынна харпӑр хӑй пултарулӑхне кӑтартмашкӑн пур условисем те туса пама, мӗн пур ӗҫ ҫыннисене эстетикӑ енӗпе воспитани пама, халӑхӑн илемлӗх туйӑмӗпе пысӑк культурӑ хӑнӑхӑвӗсене йӗркелесе пыма яланах тӑрӑшӗ. Илемлӗх ӗҫлеве татах та ытларах хавхалантарӗ, пурнӑҫа хитрелетӗ, этеме ырӑ туйӑмсем парӗ».

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Халӗ вӑл этеме курайманлӑхӑн ирсӗр лачакине анса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Шутласа кӑларма пулать-и, калӑпӑр, ӳсентӑран этеме мӗн тери усӑ кӳнине?

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Дачӑна сутас шухӑша пӑрахӑҫламан пулсан та, ку этеме памастчех ӑна Аннушкин, пӳрт ҫӳллӗш укҫа сӗнсен те сутмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех