Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыттисенчен (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятламасӑн пӗр кӑлтӑк пур ҫав, ӑна ҫынсем тахҫанах асӑрханӑ: чӗлхе-ҫӑвартан пит паттӑр пулнӑран вӑл хӑйне ыттисенчен маларах хурать, тантӑшӗсене ҫеҫ мар, кӑшт ватӑраххисене те вӗрентме юратать.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай утать-утать те ыттисенчен чипертерех туйӑнакан ҫулҫа алла илсе ҫавӑркаласа пӑхать е, такама пама хатӗрленнӗ пек, ӑна кӗсйине чикет; тата пӑртак кайсан ӑна паҫӑрхинчен те илӗртӳллӗрех ҫулҫӑ курӑнса каять, вӑл чӑтаймасӑр ӑна та илсе чикет.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Фронтра пулнӑ лекӗрсем хӑйсене ыттисенчен танлӑрах тытаҫҫӗ, малти рете вырнаҫса ларма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сана Миша юратнӑ, ыттисенчен ытларах килӗштернӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫылӑхне турӑ кӑтартрӗ пулӗ, — тӗлӗнчӗҫ ыттисенчен ытларах пӗлекеннисем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Мӗн-ши? — ыттисенчен малтан ыйтрӗ Петровский пуп.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кам пӗлет? — ыйтрӗ пуп ыттисенчен.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫытӑр пичче, ыттисенчен маларах вулама-ҫырма вӗреннӗскер, ачисене те Шӗнерпуҫ шкулӗнче вӗрентнӗ пысӑк ӗҫ пуласса туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак сасӑ ушкӑнри хӗрсенчен пӗриншӗн тӗл пулма йыхӑракан паллӑ ахӑр, мӗншӗн тесен вӑл ыттисенчен уйрӑлчӗ, темиҫе хутчен ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, васкамасӑр утса йывӑҫ ушкӑнӗ патнелле ҫывхарать, Стар вара шӑпах вӗсен хыҫӗнче тӑрать.

Девушка, для которой это было сигналом, условным криком свидания, выделилась из толпы и, оглянувшись несколько раз, медленными шагами подошла к группе деревьев, сзади которых стоял Стар.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Тӗлӗкре эпӗ ыттисенчен нимӗнпе те япӑх мар курӑнайӑттӑм: йӑрӑс пӳллӗ, хаваслӑ, чипер пулма пултарӑттӑм тӗлӗкре…

Во сне я могла быть ничем не хуже других: стройная, веселая, красивая я должна была быть во сне.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чистай муниципаллӑ районӗн тата хулин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Владимировна Добронравова та пынӑ чӑвашсене культура уйӑхлӑхӗ вӗҫленнипе саламлама: «Районта сакӑр наципе культура центрӗ, ыттисенчен чӑвашсем хастарлӑхӗпе, ыркӑмӑллӑхӗпе палӑрса тӑраҫҫӗ. Ансамбльсен сцена культури, юрлас ӑсталӑхӗ пысӑк – темиҫе сасӑпа юрлаҫҫӗ», — тесе ырларӗ.

Куҫарса пулӑш

Юррисем илемлӗ, чӗлхисем ҫепӗҫ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... hisem-cepc

Сыхланулӑха пула вӑл Гервака ыттисенчен уйӑрнӑ пӳлӗмре — Тренган пӳлӗмӗнче — кӗтме пуҫларӗ; хӑна пӳлӗмӗн чӳречисене уҫса хунӑран вӗсене илтесрен хӑрать.

Из предосторожности она стала ждать Гервак в комнате, уединенной от остальных, раньше бывшей комнатой Тренгана: так как окна гостиной были открыты, она боялась, что их могут подслушать.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӗсем сире курнине калаҫҫӗ, эсир ҫав сукмакпах иртнӗ имӗш; ҫапла вара, эсир асӑрханӑ тӑк — ҫавӑ, ыттисенчен ҫӳллӗреххи, хура ҫӳҫли, кӑвак кӗпелли, шӑнах Тилли.

Они говорят, что видели вас, когда вы проходили той же тропой; так вот, если вы заметили, — та, которая повыше других, черная, в голубом платье, — это она и была, Тилли.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Чӑн та, унтан-кунтан чышӑнасран, ҫын тӗртнинчен сыхлакан, хама ыттисенчен икӗ е виҫӗ пуҫ ҫӳлерех тӑратма май паракан ҫак вырӑншӑн унӑн хуҫине тӳлеме тиврӗ; хайхискер тав тӑву авӑкӗнче мана каланӑ тӑрӑх — вӑл ӑна иртенпех вӗҫертмест-мӗн; мӗнех — хӑйне евӗрлӗ пайта ҫӑл куҫӗ вун пиллӗкри шӗвӗрккене ылтӑн укҫаллӑ турӗ.

За это место, позволяющее избегать досадного перемещения, охраняющее от толчков и делающее человека выше толпы на две или на три головы, я заплатил его владельцу, который сообщил мне в порыве благодарности, что он занимает его с утра, — импровизированный промысел, наградивший пятнадцатилетнего сорванца золотой монетой.

ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗлетӗп: ҫак кун — ишевӗн юлашки кунӗ, ҫавӑнпах вӑл ыттисенчен ытларах тӑсӑлать, ҫул вӗҫӗнче яланах ҫапла.

Я знал, что этот день — последний день плавания, и потому тянулся он дольше других дней, как всегда бывает в конце пути.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Тӑваттӑмӗшӗ, вӗсенчен ҫамрӑкрахскер тата ыттисенчен вичкӗнрехскер, тӑтӑшах хӑйӗнне хӑй картла вылять, ыттисене сахал укҫапа та пулин вӑййа хутшӑнма астарать, чӑн та, усӑсӑр.

Пятый, моложе их и более живой, чем остальные, часто играл в карты сам с собой, тщетно соблазняя других принять неразорительное участие.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ыттисенчен вара катлет тунӑ имӗш.

Из остальных делал котлеты.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Кермен — ахаль хӳшӗ, анчах ыттисенчен икӗ хут пысӑкрах тата тасарах.

оказавшийся простой хижиной, но вдвое больше других и несколько чище.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫакӑн сӑлтавне тӑваттӑмӗш караван ыттисенчен вӑйсӑртараххипе ӑнлантарчӗ.

Переводу был дан тот предлог, что четвертый караван численно слабее других.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Стэнли нумай-нумай ҫынпа курнӑҫса калаҫнӑ, апла пулин те — таҫтан килсе ҫитнӗ ҫак этем сӑн-пичӗ ӑна ыттисенчен урӑхлараххӑн туйӑнать.

Стэнли встречал много людей, тем не менее лицо пришельца показалось ему далеко не заурядным.

II. Стэнлипе Гент // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех