Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытти сăмах пирĕн базăра пур.
ытти (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑн пекех Александрӑн амӑшӗ Татьяна Александровна, мӑшӑрӗ Ксения Александровна ытти пур ӗҫре те пулӑшса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк предприниматель пуҫарулӑх кӑтартать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11998-camr-k ... h-k-tartat

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ О.Николаев та кун пирки Патшалӑх Канашне ҫулсерен яракан Ҫырура палӑртнӑччӗ, ку приоритетлӑ ҫул-йӗр пулса тӑнине ытти чухне те ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ // Оксана Козина. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d3%97%d2%a ... %80%d3%97/

Ҫавӑн пекех Кейп-Код Воннегутӑн ытти хайлавӗсенче те тӑтӑшах тӗл пулать.

Также Кейп-Код регулярно появляется и в других произведениях Воннегута.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Ҫурутравран кӑнтӑралла Нантакет-Саунд тинӗс пырӗ вырнаҫнӑ, вӑл ҫурутрава Мартас-Винъярд, Нантакет тата ытти вӗтӗрех утравсенчен уйӑрса тӑрать.

К югу от полуострова расположен пролив Нантакет-Саунд, который отделяет его от островов Мартас-Винъярд, Нантакет и других, более мелких.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Фалмаус хулинче паллӑ Вудс Хоул Океанографи институчӗ тата ытти темиҫе тӗпчев организацийӗ вырнаҫнӑ.

В городе Фалмаус находится известный Океанографический институт Вудс Хоул и несколько других исследовательских организаций.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Ирӗксӗрех анма, пӳртри ытти вырӑнсене пӑлхатма тивет, анчах…

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Тепӗр пахалӑх — республика ытти регионсенчен чӗртавар тӑратма май паракан логистика енчен лайӑх вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай компанийӗ Пушкӑрт хулинче шӑмӑ тирпейлекен завод туса лартать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... at-3769749

Ильмир Борисович ачасене пушар машини шалтан мӗнле курӑннине, шыв тулакан бак ӑҫтине, пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе усӑ курнине, пушар сӳнтернӗ чухне кирлӗ ытти хатӗрсемпе мӗнле усӑ курнине кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ача сачӗн воспитанникӗсем пушар чаҫӗнче хӑнара пулнӑ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ln-3771403

2021 ҫултан пуҫласа Мускавпа Чулхула облаҫӗсем, Перьмпа Ставрополь крайӗсем, Удмурт Республикипе тата ытти чылай регион вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн ҫӗнӗ формипе ӗҫлесе кайнӑ та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пулассине ырласа йышӑннӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d0%bfe%d ... bd%d0%bda/

Канашлура масар территорийӗсене хӑтлӑх кӗртес, «Пуҫару бюджечӗ» программӑпа тума йышӑннӑ ӗҫсене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлас тата ытти ыйтусене тишкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/

Унпа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хуласене, промышленность районӗсене, тинӗс-ҫар базисене тата ытти объекта тӑшман бомбардировщикӗсенчен хӳтӗлес тӗллевпе усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Ӑна «Потребительсен кооперацийӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» тата ытти паллӑсемпе, Раҫҫей Центрсоюзӑн, Чӑвашпотребсоюзӑн, райпон Хисеп грамотисемпе, дипломӗсемпе темиҫе хутчен те чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Ҫaвнашкал ферма туса курнӑ тӑкака саплаштарма федераципе республика бюджетӗнчен 40% субсиди уйӑрнине, ытти хуҫaлӑxра та фермӑceм тӑвас текенсене пулӑшассине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ферма - ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗceм // Юрий МИХАЙЛОВ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/25/n-f ... -n-virncem

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Вӗренекенсем пӗрне те сиктермеҫҫӗ, кашни мероприятиех хутшӑнса пӗлӗвне, пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ, тавракурӑмне аталантараҫҫӗ, ӑмӑртаҫҫӗ тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Спортра вӑйлӑраххи ҫӗнтерет // Е. ЕЛЕГОНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/sp ... hhi-nteret

«Ял клубне юсанӑ хыҫҫӑн хаваслӑ самантра уҫнӑ кун ал ӗҫӗсен куравне йӗркелерӗмӗр. Унта кам мӗн тума пултарать, ҫав япаласене илсе пынӑ. Эпӗ те хамӑн тӗрӗсене унта илсе кайнӑччӗ. Ял халӑхӗ ман ӗҫсемпе ҫавӑнта паллашрӗ. Республикӑри конкурса хутшӑнма мана клуб заведующийӗ Мая Иванова, манӑн тӗрӗсене курнӑскер, сӗнчӗ. Хутшӑннӑшӑн кӑмӑллӑ эпӗ. Маншӑн ытти ӑстасен ӗҫӗсемпе паллашни паха пулчӗ. Эп ӑсталанӑ ӗҫсене пысӑк хак пани те савӑнтарчӗ, ҫӗнӗ япаласем тӗрлеме хавхалантарчӗ», - пӗлтерчӗ хӑй ҫинчен Альбина Вячеславовна.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv

Ку предприяти Чӑваш Енре тата Раҫҫейри ытти регионсенче пурӑнакансемшӗн экологи енчен таса пахча-ҫимӗҫ тата сӗт туса илессипе палӑрать.

Куҫарса пулӑш

Хуракасси шкулӗнче хӑнара // О. САРБАЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/hu ... nche-hnara

Хӑш чухне врачпа пӗрле чирлисем патне килӗсене тухса каятпӑр, ФАПсенче диспансеризаци ирттеретпӗр, прививка, флюорографи тӑватпӑр тата ытти те, — каласа парать Екатерина хӑйӗн ӗҫ кунӗ ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Ытти профессисене эпӗ пӑхман та.

Куҫарса пулӑш

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Ҫак сферӑра ӗҫлеме ытти ҫынсене пулӑшас шутпа килни тата пысӑк кӑмӑл пурри ҫеҫ пултарать.

Куҫарса пулӑш

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех