Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытлашшине (тĕпĕ: ытлашши) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртсе лар, атя, Мария Тимофеевна, эпир мӗнле сывланине кур, ҫитменнишӗн ан ятла, ытлашшине калаҫатӑп пулсан, каҫар.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Перекетлӗ пурӑнма вӗренчӗ ял халӑхӗ — паянхишӗн ҫеҫ мар, ытларах ыранхишӗн шухӑшлать, кашни ҫӑкӑр тӗпренчӗкне, кашни чӗптӗм услам ҫуне шутлать, ытлашшине пуҫтарса фронта ӑсатма уйӑрса хурать.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вара Анук аллинчи укҫана илсе, ытлашшине каялла тавӑрса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ваҫилеҫӗм, тархаслатӑп сана, ытлашшине ан ҫыр», — пырса тӑрӑнчӗҫ унӑн куҫӗсем упӑшки ачаш саламсем хыҫҫӑн палӑртса хуни ҫине.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кунсӑр пуҫне ытлашшине сутать.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Тем ытлашшине каласа ярасран тенӗ пек Денис ҫӑварне аллипе хупларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Капла пирӗн пысӑк мар ушкӑнсем Кӗтнепе Хырла хушшинчи кашни ялах ҫитӗҫ: мӗн кирлине ҫитерӗҫ, ытлашшине пӗтерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара вӑл, тем ытлашшине каланӑн, йӗри-тавралла пӑхса илчӗ те шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ытлашшине хапсӑнмарӑм-ши?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытлашшине сутатӑп вара, кӑларса тӑкаймӑн ӗнтӗ ырса пухнӑ ырлӑха.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӑйсенчен ытлашшине вӗсем ытти ҫынсене пайласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫитменнине ҫитерӗр, ытлашшине каҫарӑр!

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫитменнине ҫитер, аслӑ князь, ытлашшине каҫар…

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кулак мар пулин те, ытлашшине кивҫенле, ҫӗнӗ тырӑччен, пама пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ытлашшине каялла памашкӑн ман халӗ укҫа ҫук-ҫке, хӗреснай ывӑлӑм…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа ытлашшине вӑл е сутса янӑ, е тупмалла мар ҫӗре кайса пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр-пӗр хресчен хуҫалӑхӗнче ҫемьене тӑрантармалӑх выльӑх-чӗрлӗх усрамалӑх тата акмалӑх тырӑ ҫителӗклӗ ҫеҫ мар, тепӗр ҫавӑн чухлӗ нумайрах-тӑк, ытлашшине чухӑн ҫемьене памалла.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Темӗн чухлӗ хута кӗрсен те, Ваҫҫа пуҫне ҫавӑраймарӑмӑр: «ытлашшине» туртса илтересшӗн хӗрӗнет.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрарӑма пӗччен пӑрахса хӑварма аванах маррине ӑнланмасть мар Валери Соловин, анчах хӑй кунта ытлашшине те сисет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кунта ытлашшине пӗр сӑмах та тупаймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех