Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ытарлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ытарлӑ (тĕпĕ: ытарлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗмӗлсем ачаш ҫемӗпе янӑрани, вӗт шӑрҫа ҫинче ҫутӑ хӗлхемлӗн ялкӑшни халӑхӑн ҫав чаплӑ капӑрӗсене ытарлӑ курӑмлӑх кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ытарлӑ каласан, манӑн чӑтӑмлӑхпа тӳсӗмлӗхе малтанах ҫутҫанталӑк тӗрӗслесе пӑхма шут тытрӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Апла пулин те хӑйсен малтанхи тӗп шухӑшне, ытарлӑ илемлӗхне вӗсем паян кунччен те ҫухатман.

Тем не менее они до настоящего времени не утратили своей сути и художественной прелести.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Тен, кӑшт та пулин унчченхи пекех, ҫав шанчӑка ытарлӑ упраса, нихҫан та кун пек нушасӑр, тӗрексӗр пурӑнас килмен (килет!) тесе ҫирӗплетсе (тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп, вӑт мӗнле тыткӑнла калаттарать вӑл тӑван чӗлхе!) каламашкӑн пирӗн чун-чӗресене, канӑҫсӑр хавалсене вӗсем тикӗс ӗҫлеттерччӗр…

Куҫарса пулӑш

«Ҫак вӑхӑтсенчи пек радиона та ытлашши тӑнласах итлемен пулӗ…» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/22

Славик лӗпӗше алла тытрӗ, унӑн ытарлӑ тӗррине ӑнланма хӑтланчӗ, вӑрӑм хура сухалне тӗртсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ытарлӑ чӗлхепе — Эзоп чӗлхи тенипе те пулин усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Писатель пурнӑҫа суйса капӑрлатмасӑр, тулаш тата шалти хирӗҫӳлӗхсене пытармасӑр ҫырса кӑтартнине, вӗсен тӗп персонажӗсем чылай чухне, В. Нишер сӑмахӗсемпе каласан, «ҫунатсӑр» геройсем пулнине кура, Мартыновӑн ҫырнӑ калавӗ-повеҫӗ, ун чухнехи пӑнтӑх самана калӑпӗсене вырнаҫаймасӑр, вулакан патне йывӑрпа ҫитсе пынӑ: писатель пурнӑҫа, ытарлӑ пулин те, анчах тӗрӗс кӑтартни нумайӑшне килӗшмен.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

«Ула лаша ҫул тытать, Хушка лаша ҫул пӑрать; Хура утсем юртӑллӑ, Пирен юрӑ ытарлӑ».

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах та этем, ытарлӑ каласан, ҫӑкӑрпа ҫеҫ тутӑ пулмасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫакӑн тата суд хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче, хамӑн ывӑлӑм Христос ытарлӑ каланӑ пек, «пукрасем» (усаллисем) пӗтӗҫ, «тулӑх тырӑ тӗшшисем» (тӗрӗс пурӑнса ырӑ тунӑ, тӑвакансем), мана ӑша, чуна хывса, ман пурнӑҫпа пурӑнакансем ҫеҫ юлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чи малтанах вӑл, аттисене хывса, лачкам йӗпеннӗ урисене (ҫавна пула тепӗр чух радикулит хутлатса лартни те пулкалать), ура сыррисене типӗтсе илме шутларӗ (ҫиелти ҫи-пуҫне те хывнӑ пулӗччӗ те, анчах, ытарлӑ каласан, упа ямарӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Питӗ ытарлӑ каланӑ — ҫак темӑн тӗшшине аван уҫса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Тулӑх ӗҫкӗ-ҫикӗ, ҫамрӑк чуна-юна хускатан ташӑ-юрӑ, чӗрене тивен ҫепӗҫ сасӑ, ытарлӑ кулӑ каллех хӑйӗн ӗҫне турӗҫ — каччӑ ирччен те ҫак астармӑш пӳртрен тухаймарӗ…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ирхи тӗлӗк ялан ытарлӑ пӗлтерӗшлӗ пулаканччӗ, мӗне пӗлтерчӗ-ши вара ку тӗлӗк? — тесе, ҫур сехет шухӑшласа выртрӑм ҫав…

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑт шӑпах ҫапла вылярӗ манпа ҫак чее те ӑслӑ, ытарлӑ калаҫакан хӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Пӑрланса ларатӑн вӗт, вара ыталаса ӑшӑтакан та пулмӗ, — ытарлӑ кулса каларӗ Рита.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Хунякам, ытарлӑ, калаҫса ан чӑрман.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каччӑсем чӗмсӗрленсе хӑлхисене чӑнк! тӑратсан: — Сисрӗр-и? — терӗ ытарлӑ сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫунатлисем, — темскер ытарлӑ каларӗ Палюк мучи.

Куҫарса пулӑш

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Лаҫҫине уҫнӑ-уҫманах Кушил ытарлӑ сӑмахсемпе калаҫма, кулкалама та култарма тытӑнать.

Работая, Кошель вволю потешит крестьян веселыми рассказами, шутками-прибаутками.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех