Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыталашса (тĕпĕ: ыталаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каплах кам чӑрсӑрланнине ӑнкараймасӑр, самай хӗрсе ҫитнӗскерсем, унччен чи ҫывӑх тӑвансем пек ыталашса ларнӑскерсем, кӗрлесе ҫуннӑ ҫӗре шыв сапма пӑхаҫҫӗ: шыва пула паклатать те бензин тата ҫӗнӗ хӑватпа ҫунатланма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чӳрече умӗнче ыталашса пыракан ҫамрӑксен чунӗнчи туйӑмсем, пуҫӗнчи шухӑшсем вара пӗртте такӑр куҫмаҫҫӗ: «Халь капла та, ыран — епле?»

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вара вӗсем, ыталашса, пӗр вӑхӑт хушши чӗнмесӗр ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ирпе ирех ашшӗ ывӑлӗсемпе ыталашса уйрӑлчӗ, куҫҫульне кӑтартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл урапа ҫинчен сиксе анчӗ те ял хапхине хӑйне ӑсатма тухнӑ кашни ҫынпа ыталашса, кашни ачана йӑта-йӑта чуптуса уйрӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

— Колоннӑпа, савнипе тӗл пулнӑн, ыталашса ан тӑрӑр, — йӗкӗлтешсе асӑрхаттарчӗ сварщик.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӗсем ыталашса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмсем ыталашса пӗр ҫаврӑм йӗрсе илчӗҫ те кӑмака умӗнче ӗҫлеме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хальхинче, ӗмӗрлӗхе уйрӑлнине сиснӗ пек, хытӑ ыталашса, урӑх пӗр сӑмах та чӗнмесӗр уйрӑлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ыталашса илтӗмӗр, ларса чӗлӗм туртрӑмӑр — сӑмах та тупӑнмасть калаҫма: эп те, вӑл та пӗлнӗ япаласем ҫинчен ҫеҫ калаҫса ларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Ренатӑпа Пурхиле кӑнтӑр ҫутинче те ыталашса ҫӳреҫҫӗ — вӗсене пӗр-пӗринчен тракторпа туртса та уйӑраймӑн», — тени майӗпен Сулагаев хӑлхине те кӗрет.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кунта ҫил-тӑман урам варринчинчен темиҫе хут вӑйлӑрах: сивӗ ҫил кастарать те кастарать — ыталашса тӑрсан та ӑшӑнма ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл хулпуҫҫирен кӗтмен ҫӗртен уртӑннӑ хӗрарӑм йывӑрӑшне тӳсеймерӗ те, иккӗшӗ вӗсем юр ҫине ыталашса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пылчӑкне-мӗнне пӑхмасӑр арҫынсем ҫиччӗн-саккӑрӑн, хӳме пек, ыталашса урам тӑрӑх тайкалана-тайкалана юрӑ акӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Прием пусми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унсӑрӑн ав кӑнтӑр кунӗнчех Симаковӑпа ыталашса ҫӳрет…»

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗр-пӗрне чылайранпа курман тӑвансем ыталашса, пӗр-пӗрне чуптуса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Е ҫемҫе тӳшек ҫинче ҫав бикенчипе ыталашса выртрӑн-и? —

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑкшамартан хӑйне кӗтсе илме тухнӑ княҫсемпе мӑрсасем, ҫӗрпӳсемпе улансем патне ҫитсен хан утне чарчӗ, ут ҫинчен анмасӑр кӗтсе илекенсене те утсем ҫинчен анма хушмасӑр пуринпе те ыталашса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Семен Иванович Микулинский сӑх сӑхса илсе тата ытти воеводӑсемпе ыталашса йӗнерленӗ ҫӳрен утне утланчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ыталашса илчӗҫ те пуҫӗсене пӗр-пӗрин хул пуҫҫийӗ ҫине хурса сассӑр макӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех