Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылханлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ылханлӑ (тĕпĕ: ылханлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш классенче вӗренекенсем расписани тӑрӑх уроксем ирттерме палӑртнӑ сехетсенче ӗҫе тухма килӗшменни, шкул директорӗ — Фабиан господин хӑй вӗсем патне кӑвак питлӗ ылханлӑ журналне ҫӗклесе кайни тата Стурза надзиратель коридор тӑрӑх читлӗхри тискер кайӑк пек чупкаласа ҫӳрени ҫинчен хыпар-хӑнар ҫиҫӗм пек хӑвӑртлӑхпа мастерскойсене сарӑлчӗ.

Весть о том, что ученики третьего-четвертого класса отказались выйти на работу в часы, предназначенные для учебы, что сам господин Фабиан — директор школы — отправился туда со своим проклятым синим журналом и что надзиратель Стурза мечется по коридору, как зверь в клетке, с быстротой молнии разнеслась по мастерским.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫынни тахҫанах тӑпра пулнӑ, ун витер ҫуркуннесерен темиҫе хут курӑк шӑтса тухнӑ ӗнтӗ, ҫапах мул тени ҫакӑнта та хӑйӗн хура ирӗкӗ ҫинчен, этеме ҫынлӑхран кӑларакан ылханлӑ хӑвачӗ ҫинчен юман хӗреспе юнаса аса илтерет…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫук, ырлӑха мар, хурлӑха пулчӗ ку ылханлӑ сад».

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вадим та тем сисрӗ пулас, вӑл хӑйне тӳрре кӑларас тесе, «ылханлӑ бронь» ҫинчен, «директорпа военком патне ҫырнӑ усӑсӑр заявленисем» ҫинчен мӑкӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӑҫта эсӗ, ылханлӑ вӑрҫӑ?

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Фронтра пирӗн аттесемпе пиччесем, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр, ылханлӑ фашистсемпе ҫапӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

«Турӑ ҫырлахтӑр, ку ылханлӑ каҫа мӗнле тӳссе ирттерес?» — шӑлӗсене шакӑртаттара пуҫларӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӑт ылханлӑ сӑрнайсем!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫунса кайса кӗл пултӑр вӑл ылханлӑ кил!

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫӗнчи пӗртен-пӗр шухӑш Кӗтерука ку ылханлӑ кил-ҫуртран хӑвӑртрах тухса ӳкме хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хан панӑ ҫав ылханлӑ ята вӑл йышӑнмасть имӗш.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑлӑма та, мӑнукӑма та памастӑп сана, наместник, пӗрех хут хама тытса хуп, хам юлатӑп ҫак ылханлӑ хулана тесе кӑшкӑрмаллаччӗ-и?

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр ӗмӗр шырарӑм сана ҫав ылханлӑ Хусанта.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шуйттан калаҫать санӑн чӗлхӳпе, ылханлӑ этем!

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ылханлӑ чунсем.

Проклятые души!

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ылханлӑ вырӑнта-мӗн вӗсен, килӗ.

Наверно, на проклятом месте построил Утлас свой дом.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗрӗс, тыткӑна лекнисене ку ылханлӑ шӑтӑк халиччен пӗрне те аллинчен вӗҫертмен.

Ну ладно, никому из попавших в эту проклятую яму не удалось спастись.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ылханлӑ, вилӗмлӗ сехет Ҫак вӑхӑтра персе те ҫитрӗ, Ыр кунсене ӗмӗрлӗхе Хура пӗркенчӗкпе вӑл витрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Ылханлӑ ҫын!

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Йӗри-тавра яту сан кайнӑ Ылханлӑ, йывӑр сӑмахпа.

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех