Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтӑва (тĕпĕ: ыйту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ыйтӑва РФ Федераци Канашӗ тӗплӗн тишкерет.

Куҫарса пулӑш

2023 ҫулта ҫуртсене тӗпрен юсама палӑртнӑ плана нумай хваттерлӗ тепӗр 12 ҫурта кӗртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/29/2023 ... plana-numa

РФ Федераци Канашӗн комитечӗн анлӑ ларӑвӗнче Чӑваш Республикинче 1774 лифта юсаса ҫӗнетес ыйтӑва пӑхса тухнӑ, ҫав ӗҫсене 2025 ҫул тӗлне тӗпрен туса пӗтерме плана кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

2023 ҫулта ҫуртсене тӗпрен юсама палӑртнӑ плана нумай хваттерлӗ тепӗр 12 ҫурта кӗртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/29/2023 ... plana-numa

Ҫавӑнпа та ҫак ыйтӑва ҫитес тапхӑртах татса памаллах.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Вӗчӗрхенмесен пур ыйтӑва та хӑвӑра майлӑ хӑвӑрт татса паратӑр.

Если вы не будете нервничать, то сможете довольно быстро решить все вопросы в свою пользу.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, сирӗн тахҫанхи ыйтӑва татса пама май килӗ.

Возможно, вам удастся решить давнюю семейную проблему.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вилнӗ фронтовиксен ачисемпе ҫыхӑннӑ кирек епле ыйтӑва та чылай ҫул каялла пысӑк тимлӗх уйӑрман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Иртнӗ тапхӑрта чӑнах та ку ыйтӑва татса панӑ, ҫӗнӗ кӑмака лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Ҫулсене уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе мӗнпур ыйтӑва та татса пама май килмест.

Куҫарса пулӑш

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Тӗрлӗ ыйтӑва татса панӑ чухне ӑнланманлӑхсем сиксе тухсан тӳлевсӗрех юридици пулӑшӑвӗ парассине те йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/per-yijtu-ta-timl ... yulme.html

Вӑл ку ыйтӑва пӑхса тухма шантарнӑ.

Он пообещал рассмотреть данный вопрос.

Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнче ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ тӑвасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35191.html

— Ку ыйтӑва та вӑл хӑйне евӗр, хӑй тӗллӗн, хӑюллӑн, санпа та, манпа та тава кӗрсе кайма пултарассинчен хӑрамасӑр татса пани паха.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ыран ирхине Сидоркин патне кӗрем те, акӑ, ыйтӑва ҫапла лартам.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кӑтарт пӗрре ху чӑннипех хуҫа пулнине, ыйтӑва хӑв тӗллӗн те татса пама пултарнине.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вара, тен… шӑв-шавсӑрах татса пӑрахӑпӑр ку ыйтӑва

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсем, пӗр трубкӑна хунӑ-хуманах теприне илсе, е кӗскен те татӑклӑн хуравлаҫҫӗ, е сӑмаха тимӗр ҫивитти ҫине ҫумӑр тӑкӑннӑ пек сапа пуҫлаҫҫӗ; пӗрисене ӳкӗтлеҫҫӗ, теприсемпе ятлаҫсах каяҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсен сассине илтнӗ-илтменех йӑлтӑр ҫуталаҫҫӗ, — кампа мӗнле пуплесси ыйтӑва еплерех татса панинчен, ӗҫ тухнипе тухманнинчен килет.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кун пек ыйтӑва та чи кирлӗ ыйту вырӑнне хума, ҫапла ӑслӑн та тӗплӗн татса пама вӑхӑт ҫитрӗ пулас ҫав.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ара, пӗр ыйтӑва татса памаллаччӗ-ҫке пирӗн, пӗр ыйтӑва!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Уйрӑмах ку ыйтӑва строительство сферинче тишкерсен аван тенӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Канашлӑва пухӑннисем предприятисемпе организацисенче сӑрӑ схемӑсемпе ӗҫлекенсем пирки те ыйтӑва хускатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

«Стройтех» тулли мар обществӑра ӗҫлекенсене пурне те вӑхӑтра шалу укҫипе туллин тивӗҫтерес ыйтӑва татса пама витӗм кӳме чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех