Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтнӑччӗ (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анне, — ҫурнӑ вутта кухньӑна йӑтса кӗрсе пӑрахсан, шӑппӑн ыйтнӑччӗ Ваҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Эпир икӗ ҫул каялла «Сувар» хаҫат урлӑ Хусан тата Тутарстан митрополитӗнчен Кирилран Пӑва районӗнчи Элшелӗнчи Турӑ Амӑшӗн Пукравӗн чиркӗвӗнче ӗҫлеме пачӑшкӑ ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пачӑшкӑллӑ пултӑмӑр // Лидия ВАСИЯРОВА. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... a-pultamar

«Ылтӑн тесен, ылтӑн та пулать-и?» — тесе ыйтнӑччӗ пӗррехинче пӗчӗк Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паҫӑр эсӗ пулӑшакан пама ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эп Саратов майри патӗнче пурӑннӑ чухне пӗрре пынӑччӗ те Тамара ман пата, таврӑнма пит йӑлӑнса ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Унта асӑнмасӑр юлнӑ вӗрентекенсем пирки пӗлтерме ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Никама та манӑҫа хӑварар мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%bd%d0%b ... %b0%d1%80/

Ӑна вӑрттӑн кӑна шалти саспа ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл Антонпа тата Михха мучипе пӗрле кӗл тунӑ чухне ҫӗртен хӑй тӗллӗнех хӑвӑрт ӳсекен курӑк пама ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Институтра вӗреннӗ вӑхӑтра унран укҫа кивҫен ыйтнӑччӗ, вӑл памарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Сан суранусемшӗн, таса кӑмӑлушӑн мӗнле тав тӑвас сана, Тимофей? — ыйтнӑччӗ пӗррехинче патька-патша.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ мана хамӑн хӗрпе паллаштарма ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Кафедрӑри пирвайхи тӗлпулура хамӑн вӗрентекенсем ҫапла ыйтнӑччӗ: «Студентсене мӗнле предметпа вӗрентме пултаратӑн?»

Куҫарса пулӑш

Энциклопеди - «Раҫҫей журналистикин ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫинче // Надежда ОСИПОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Пазухин унран кӑштах укҫа та ыйтнӑччӗ пулас, мӗншӗн тесен пире калама ҫук япӑх ҫитеретчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Аня, вӗренсе тухсан ӑҫта каятӑн? — ыйтнӑччӗ Люся.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Лешӗ, Мавра патне Ваҫлирен маларах ҫитсе, тутӑр парнелесех Кӗтерука чӗнсе кӑларма ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗлтӗр Алттыш ҫӗрпӳпе ыйтнӑччӗ унран, ҫухалман, ӑҫта хунӑ, ҫавӑнтах выртать терӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан вӑл хӑйӗн айванлӑхне пула пӗр старикӗнчен: «Ма ҫӳретӗр эсир кунта, тутар ялне? Мӗн амакӗ кирлӗ сире пурсӑра та?» — тесе ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Миҫемӗш ҫулхи вӑл?» — тесе ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

Эпӗ унтан тимӗр ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Зачетра санран шӑпах кун ҫинчен ыйтнӑччӗ профессор.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех