Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтмалла (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нумайччен шавланӑ, княҫсемпе кӑшт тӳпелешсе илнӗ хыҫҫӑн унта халӑх ҫапла йышӑнчӗ: кипкере выртакан пӗчӗк ханпа тата унӑн куштан амӑшӗпе Хусанта йӗрке туса пулмасть, вӗсене Мускав аллине пама Сӗве хулине ӑсатмалла, вырӑс патшинчен Хусан престолӗ валли урӑх хан ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливанӑн ирӗксӗрех каҫару ыйтмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вара кашни пуснех каялла йӑлӑнса ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Ӗҫ срокне пырса тивекен лару-тӑрура ҫирӗп ыйтмалла.

Необходимо проявить жесткость во всем, что касается сроков выполнения работ.

46-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пурте пӗр пулса патшаран ирӗк грамоти ыйтмалла.

Всем надо быть вместе и просить у начальников царскую грамоту о свободе.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Санран ыйтмалла пулнӑ иккен, ав мӗн ҫитмен тата…

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыран аннерен ҫурла ыйтмалла пулать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗри министерствӑран ыйтмалла, эпир хамӑр тӗллӗн ирӗк пама пултараймастпӑр, тейӗ, тепри туллӑн кӑлтӑкӗсене шырама тытӑнӗ — вутпуҫҫи ерет, сивӗрех ҫул ытла кая юлса пулать тата тем те пӗр.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кама ыйтмалла?

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пирӗн шухӑш ҫакӑн пек: Хусанӑн Крымпа та, Мускавпа та ҫапӑҫса пурӑнма юрамасть, анчах хана тем тесен те Мускавран ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тахҫан йӑнӑш тунӑ тӑк халӗ уншӑн ӳкӗнмелле, каҫару ыйтмалла.

Тот, кто в прошлом совершил трагическую ошибку – должен сейчас раскаяться в содеянном и попросить прощения.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ ҫемьерен мар, туссенчен пулӑшу ыйтмалла.

За поддержкой сейчас лучше обращаться к семье, а не к друзьям.

6-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, сирӗн тахҫан кӳрентернӗ ҫынран каҫару ыйтмалла?

Возможно, вам стоит попросить прощения у тех, кого вы могли однажды обидеть.

50-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Уҫҫине унран кӗрсе ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Алманчӑ ӑна ҫав йӗксӗк ҫынсем патӗнче хӑварас ҫук-ха, вӑл паллӑ, анчах уншӑн Криуша каймалла-ҫке-ха, хаким патне ҫитсе унтан иҫниксем ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗнле ыйтмалла тата манӑн?

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тӗрӗс, хам пулсан та пӑшал ыйтмалла!

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Манӑн мар, унӑн ыйтмалла!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуянсенчен илмесен, камран ыйтмалла укҫа?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Те савӑнмалла тӗл пенипе, те каҫару ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех