Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтатпӑр (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир, Алексей Бардинпа Светлана Самарина, — тенӗ унта, — сиртен хамӑр мӑшӑрланнине паллӑ тума ыйтатпӑр

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Эпир вӗсене ырӑ кӑмӑлпа общественность ячӗпе юсанма ыйтатпӑр, хушатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Республикӑри хисеплӗ ҫынсем, обходчиксене пулӑшма ыйтатпӑр.

Уважаемые жители республики, просим оказать содействие обходчикам.

Обходчике кӗтсе илӗр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3641600

Чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпир эс ӑҫтан килни, мӗншӗн ҫын чӳречинчен пӑхса ҫӳрени ҫинчен ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сиртен, паллах, каҫару ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Санран пархатар ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эпир унтан ял халӑхӗ умӗнче тухса калама, ӳкӗнме, йӑнӑша ӑнланса илтӗм, тӳрленме хатӗр тесе сӑмах пама ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Профилактикӑлла ӗҫсем туса ирттерме оперативлӑ ӗҫченсен хушма вӑйӗсене ярса пама ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Гражданин, тухма ыйтатпӑр, апат пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пулӑшу ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кирлӗ пулсан акӑ пурнӑҫ йывӑҫҫинчен ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Мӗнле-ха пурнӑҫсем?» — тесе ыйтатпӑр Пӗр-пӗринчен курмассерен куллен.

Куҫарса пулӑш

Тӗлкӗшет сӳнми кӑваррӑн // Иван Чермаков. https://sutasul.ru/articles/literatura/2 ... -n-3451364

- Йышӑнакан мерӑсене ӑнланса пӑхма ыйтатпӑр.

- Прошу с пониманием отнестись к нашим принимаемым мерам.

Пушкӑрт трассисенче - массӑллӑ тӗрӗслевсем // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... em-3416369

— Атя-ха, эпир те ҫавӑн пекех хваттер ыйтатпӑр

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Мӗн тума ҫӗрле сапурсем урлӑ сикме хӑтланса ҫӳретӗн? — тесе ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Сирӗн таврара ҫавнашкал ҫынсем пур пулсан редакцие ҫырса е шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чунтан тӑвакан ӗҫ сӑваплӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %bb%d3%91/

Эпир Тимӑран ыйтатпӑр, может, вӑл сан пиччӳ пулма килӗшет.

Мы спросим у Тимы, может, он согласится быть и твоим старшим братом.

Юрӑ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/584

Петр Васильевич Шупашкартан таврӑнтӑр кӑна — колхозра механизаторсен митингне е демонстраци ирттеретпӗр, Арлашкина тӗп инженертан кӑларма ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Итле-ха, Валя, — кӑшт тунсӑхларах та хӗрӳллӗн каларӗ вӑл, — атя эпир ӑна юлма ыйтатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех