Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑнса (тĕпĕ: ывӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхине вилес пек ывӑнса таврӑнатӑп та, салтӑнса выртса, куҫа хупатӑп.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каҫалапа пурте ывӑнса ҫитрӗҫ, калаҫма та вӑй ҫитмерӗ.

К концу дня все устали и уже даже не разговаривали.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Виҫҫӗсенче кӗҫӗннисем сасартӑк ывӑнса ҫитнине туйма пуҫларӗҫ те киле каяс тесе нӑйкама пикенчӗҫ.

А часа в три младшие вдруг почувствовали усталость и стали проситься домой.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Вӑл кӳмене ҫул юппи таран тӗксе ҫитерчӗ те ывӑнса ҫитрӗ.

Она докатила коляску до перекрестка и выдохлась.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

Хӑш-пӗр чухне Радик, питӗ ывӑнса ҫитнипе, йӗрсе те пӑхнӑ, анчах ӑна ҫӑлӑнӑҫ пулман…

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ҫӳресен-ҫӳресен ывӑнса ҫитетӗп те каллех аслӑк ҫине хӑпарса выртатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Анчах ҫак вӑхӑтра, Аньӑна шелленӗ пекех, ун хурлӑхне сиссе илнӗ пекех, симфонири кӗвӗсем ҫине ӑшӑ лирика сӑрхӑнчӗ, ҫав ӑшӑ лирика ҫутҫанталӑк ҫине кӑшт ҫеҫ ывӑнса ҫитнӗ куҫпа (пурпӗрех ҫирӗп кӑмӑлпа!) пӑхнинчен тухрӗ пулин те, Аньӑна лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Шырлана ӳкнӗ ӗне пӗр вырӑнта тӑп выртмарӗ, тапаҫлана-тапаҫлана анаталла куҫса пычӗ, ывӑнса ҫитсен тин, «пурпӗрех пӗтрӗм» тенӗ пек, туртӑшми-хускалми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Изамбаев, мухмӑр пуснипе ывӑнса ҫитнӗскер, ҫил юхӑмӗ вӑйланса килнӗ самантсенче сулӑна-сулӑна каять.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӗте-кӗте ывӑнса та ҫитрӗм.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсен пайне ҫӗнетрӗм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/c/1857965207/448

Ҫуран пыракансем вара йӑлтах ывӑнса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Партизансем кунӗпе выртса ывӑнса ҫитрӗҫ, пӗр-пӗринпе шӑппӑн та пулин калаҫма пикенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫамрӑк пулнӑ, вӑй пулнӑ, каҫхине ывӑнса килсен те ҫывӑриччен шӳтлеттӗмӗр, юрласа та илеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/

Пӳртре тата килхушшинче пӗр ӑстрӑм ӗрлешсе-ҫуйхашса, айӑн-ҫийӗн тустарса елпӗннӗ, ывӑнса пиҫсе ҫитнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн ҫулхи ачасенчен пӗри, Маня ятли, вӗттӗн-вӗттӗн хашкаса, тин ҫеҫ хуранта пиҫнӗ вӗтӗ паранкӑ пек «ҫинҫе те кӗске пӑс кантрисем вӗлтӗр-вӗлтӗр явкаласа», кӑмӑлӗпе шалтан шарт хуҫӑлчӗ:

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ывӑнса йӑшсан, тарпа лачкам шӳнӗ колхозниксем ларса сывлӑш ҫавӑрса канса илеҫҫӗ, пӗр-пӗрне хыпар-хӑнарпа сӑйлаҫҫӗ, тӗрткелесе, шӑрпӑк тӑрӑнтаркаласа, шуҫтаркаласа шӳтлеҫҫӗ, лахӑлтатаҫҫӗ, лӑхлатаҫҫӗ, йӗхӗлтетеҫҫӗ, ӗҫӗ пирки те сӑмах ҫӑмхалакалаҫҫӗ, вӗсемпе, сӑмахсемпе, «лапталла вылякалаҫҫӗ», вара каллех ҫанна тавӑрса ӗҫе ярӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫапла вӑл ҫатӑртатакан выҫӑпа касӑлса, эрех сӗрӗмӗпе минресе, ывӑнса пиҫсех ҫитнӗскер питсӗр-куҫсӑр вӑрманпа пӗр сехет аптравлӑн ламсӑртатрӗ, иккӗ, виҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тупӑп-ха сансӑрах кама та пулин!» — «ҫийӗнчи кӗпине чарр! чарр! ҫурчӗ» вӑл ӑшра, вара сулахаялла пӑрӑнчӗ те, татах тем хивреленсе, чӗлхинчен туратлӑ, хисепсӗр сӑмахсем вӗҫерте-вӗҫерте, вӑрман хӑрӑмнелле ывӑнса йывӑрланнӑ, кӑмӑлсӑр, хӑпартнӑ урисемпе лӑнкӑ-ланкӑ, лӑнкӑ-ланкӑ, кӑнт-кант пускаласа лакӑштатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйӗн пӑшалне купа ҫинелле ывӑтнӑ хыҫҫӑн ҫак лутрарах пӳллӗ салтак йывӑррӑн сывласа илчӗ те, службӑн хӑрушӑ кунӗсемпе каҫӗсене пула сасартӑк ывӑнса ҫитнӗ пек, пӗр вырӑнта тарӑн шухӑша кайса хытса тӑчӗ.

Швырнув свое ружье па груду оружия, солдатик тяжело вздохнул и, глубоко задумавшись, так и застыл на месте, точно его внезапно одолела усталость от всех этих страшных дней и ночей службы.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫавӑн пек нумай вӑхӑт ахӑлтатса кулнипе ывӑнса ҫитсен, доктор хӑйӗн тарланӑ ӗнсине тутӑрпа шӑлчӗ.

Устав от такого продолжительного хохота, доктор отер платком свой вспотевший затылок.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кунӗпе арӑмӗшӗн пӑшӑрханса пӗтнӗ, ывӑнса ҫитнӗ ҫын пӗр стакан эрехе ҫараллах ӗҫрӗ те, костюмне, ҫӑм аттине хывмасӑр диван ҫине ӳкрӗ, ирччен пӗр хускалмасӑр, куҫне хупмасӑр выртрӗ…

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех