Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. ҫакна Израиль ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсенчен е Израиль ҫыннисем хушшинче пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсенчен кам та кам хӑйӗн ачине Молоха парать, ҫавна тытса вӗлерччӗр: ҫак ҫӗрти ҫынсем ӑна чулпа персе вӗлерччӗр; 3. Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне ҫавӑрӑп, Манӑн сӑваплӑ вырӑнӑма ирсӗрлентермешкӗн, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хисепрен кӑлармашкӑн хӑйӗн ачине Молоха панӑшӑн ӑна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 4. ҫав ҫын хӑйӗн ачине Молоха панине курса, ҫак ҫӗрти халӑх ӑна куҫ хывмасассӑн, ӑна вӗлермесессӗн, 5. Эпӗ Хамӑн сӑнӑма ҫав ҫын енне, унӑн йӑхӗ енне ҫавӑрӑп, ӑна хӑй халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп, Молох хыҫҫӑн асса ҫӳреме ун хыҫҫӑн кайнисене те пурне те пӗтерӗп.
Лев 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Израиль ывӑлӗсенчен е ютран килсе сирӗн хушшӑрта пурӑнакансенчен кам та пулсан сунарта ҫӳренӗ чухне ҫиме юракан тискер кайӑк е вӗҫен кайӑк тытсассӑн, вӑл унӑн юнӗ юхса пӗтичченех кӗтсе тӑмалла, юнне тӑпрапа витмелле.
Лев 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Аарон пайӗпе унӑн ывӑлӗсен пайӗ — ҫакӑ, вӗсем священник ӗҫне туса тӑма Ҫӳлхуҫа умне тӑнӑ кунран пуҫласа Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнесенчен вӗсене тивӗҫлӗ пайӗ — ҫакӑ, 36. ҫакна вӗсене ҫу сӗрсе суйланӑ кунран пуҫласа Израиль ывӑлӗсенчен парса тӑма Ҫӳлхуҫа хушнӑ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 29. Израиль ывӑлӗсене кала: кам Ҫӳлхуҫа умне канӑҫлӑх парни илсе пырать, ҫавӑн канӑҫлӑх парнийӗн пайне Ҫӳлхуҫана кӳрес пулать; 30. унӑн Ҫӳлхуҫана хӑйӗн аллипе парне кӳмелле: ӑмӑрӗпе ҫӑвне [тата пӗверӗ ҫинчи ҫу ҫурхахне] памалла, ӑмӑрне Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе памалла; 31. ҫӑвне священник парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса ярӗ, ӑмӑрӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тивӗҫлӗ; 32. хӑвӑрӑн канӑҫлӑх парнийӗн сылтӑм хулне, ҫӗклентерсе кӳнӗ парнене, священника парӑр: 33. канӑҫлӑх парнийӗн юнӗпе ҫӑвне Аарон ывӑлӗсенчен хӑшӗ кӳрет, сылтӑм хулӗ ҫавӑн пайӗ пулать; 34. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Израиль ывӑлӗсенӗн канӑҫлӑх парнинчен силлентерсе кӳнӗ ӑмӑрне тата ҫӗклентерсе кӳнӗ хулне илетӗп те вӗсене Аарон священникпа унӑн ывӑлӗсене Израиль ывӑлӗсенчен ӗмӗрлӗхе пай туса паратӑп, тенӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 20. Аарона ҫу сӗрсе суйланӑ кун Ааронпа унӑн ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана кӳмелли парне акӑ ҫакӑ: яланхи парне валли пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне кӳмелле, ҫуррине — ирхине, ҫуррине каҫхине кӳмелле; 21. ӑна ҫатма ҫинче йывӑҫ ҫӑвӗпе хатӗрлес пулать; ӑна йывӑҫ ҫӑвӗ витерсе, тырӑ-пулӑ парнине татӑкӑн-татӑкӑн хуҫнӑ пек, татӑкӑн илсе пыр; унӑн ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулӗ; 22. Аарон вырӑнне унӑн ывӑлӗсенчен ҫу сӗрсе суйланӑ священник та ҫапла тутӑр: ку — Ҫӳлхуҫа ӗмӗрлӗхе панӑ йӗрке.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Аароншӑн тунӑ сӑваплӑ тумтир ун хыҫҫӑн кайран унӑн ывӑлӗсене тивӗҫӗ; вӗсене ҫав тумтире тӑхӑнтартса, ҫу сӗрсе, священник тивлетне парӗҫ; 30. Аарон ывӑлӗсенчен пӗри, унӑн вырӑнне пулас [аслӑ] священник — сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тумашкӑн пуху чатӑрне кӗрес ҫын — ҫав тумтире ҫичӗ кун хушши тӑхӑнса ҫӳремелле.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Аароншӑн кӳмелли така ӑмрине ил те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳр — ҫакӑ санӑн паю пулӗ; 27. Ааронпа унӑн ывӑлӗсемшӗн памалли такан силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе панӑ хулне тасалӑх тивлечӗ кӳр — 28. ҫакӑ Израиль ывӑлӗсен Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ӗмӗрех парса тӑмалли пайӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫӗклентерсе кӳрекен парне; ҫӗклентерсе панине Израиль ывӑлӗсенчен [Израиль ывӑлӗсем] канӑҫлӑх парни кӳнӗ чухне илмелле, ку — вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Анчах халӑх хӑйне хавшатнӑҫемӗн тата йышлӑланса пынӑ, тата ытларах ӗрчесе кайнӑ, [Египет ҫыннисем] ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсенчен шиклене пуҫланӑ.
Тух 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл хӑйӗн чатӑрне карса лартнӑ хире Еммор ывӑлӗсенчен — Сихем ашшӗн ывӑлӗсенчен — ҫӗр кесита# парса сутӑн илнӗ.19. И купил часть поля, на котором раскинул шатер свой, у сынов Еммора, отца Сихемова, за сто монет.
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӑна Исаакпа Измаил, хӑйӗн ывӑлӗсем, Махпела текен сӑрт хӑвӑлне, Ефронӑн — хет ҫыннин, Цохар ывӑлӗн — Мамре тӗлӗнчи хирне, пытарнӑ, 10. ҫав ҫӗре [тата сӑрт хӑвӑлне] Авраам Хет ывӑлӗсенчен сутӑн илнӗ пулнӑ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав хирпе ҫав сӑрт хӑвӑлӗ, ҫын пытармашкӑн Хет ывӑлӗсенчен Авраам аллине куҫса, ҫапла унӑн харпӑрлӑхӗ пулса тӑнӑ.
Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.