Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Салпаад хӗрӗсем Махла, Фирца, Хогла, Милка тата Ноа хӑйсен ашшӗ тӑванӗсен ывӑлӗсене качча тухнӑ; 12. вӗсем Иосиф ывӑлӗ Манассия ӑрӑвӗн ывӑлӗсене качча тухнӑ, вара вӗсен еткер ҫӗрӗ ашшӗ йӑхӗнчех юлнӑ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Салпаад хӗрӗсем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушать: вӗсем хӑйсен куҫне кам килӗшет, ҫавна качча тухма пултараҫҫӗ, анчах вӗсем ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвӗнчи арӑмсем пулмалла, 7. Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗ пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн ашшӗ йӑхӗн ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла; 8. Израиль йӑхӗн еткер ҫӗрне илнӗ кирек мӗнле хӗр те ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвне качча тухтӑр, вара Израилӗн кашни ывӑлӗ ашшӗ ҫӗрне еткерлӗхе илӗ; 9. еткер ҫӗр пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен кашни йӑхӗ хӑйӗн еткер ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иосиф йӑхӗнчен тухнӑ Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗ — Галаад, ҫав Галаад ӑрӑвӗн килӗ-йышӗн пуҫлӑхӗсем пынӑ та Моисей умӗнче, [Елеазар священник умӗнче] тата аслӑ улпутсем — Израиль ывӑлӗсенӗн тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем — умӗнче 2. ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана шӑпа тӑрӑх Израиль ывӑлӗсене еткер ҫӗр валеҫсе пама хушнӑ, Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана Салпаад тӑванӑмӑр ҫӗрне унӑн хӗрӗсене пама хушнӑ; 3. вӗсем Израиль ывӑлӗсен тепӗр йӑхне качча тухас пулсассӑн, вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен ҫӗрӗнчен тепӗр йӑха, вӗсем [качча] кайнӑ йӑха, куҫать, вара пире шӑпа тӑрӑх панӑ еткерлӗх ҫӗр шутӗнчен тухса ӳкет; 4. Израиль халӑхӗн юбилей ҫитсессӗн те, вӗсен ҫӗрӗ хӑйсем [качча] кайнӑ йӑх ҫӗрӗ ҫумне хушӑнать, ҫапла вара вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен еткерлӗх ҫӗрӗ шутӗнчен тухса ӳкет, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫак ҫынсен ячӗсем акӑ: Иуда йӑхӗнчен Халев, Иефонния ывӑлӗ; 20. Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен Самуил, Аммиуд ывӑлӗ; 21. Вениамин йӑхӗнчен Елидад, Кислон ывӑлӗ; 22. Дан ывӑлӗсен йӑхӗнчен Буккий пуҫлӑх, Иоглий ывӑлӗ; 23. Иосиф ывӑлӗсенчен, Манассия ывӑлӗсен йӑхӗнчен Ханниил пуҫлӑх, Ефод ывӑлӗ; 24. Ефрем ывӑлӗсен йӑхӗнчен Кемуил пуҫлӑх, Шифтан ывӑлӗ; 25. Завулон ывӑлӗсен йӑхӗнчен Елицафан пуҫлӑх, Фарнак ывӑлӗ; 26. Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗнчен Фалтиил пуҫлӑх, Аззан ывӑлӗ; 27. Асир ывӑлӗсен йӑхӗнчен Ахиуд пуҫлӑх, Шеломий ывӑлӗ; 28. Неффалим ывӑлӗсен йӑхӗнчен Педаил пуҫлӑх, Аммиуд ывӑлӗ, тенӗ.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 17. сире ҫак ҫынсем ҫӗр уйӑрса парӗҫ: Елеазар священник тата Нав ывӑлӗ Иисус; 18. ҫӗр уйӑрмашкӑн тата кашни йӑхран пӗрер пуҫлӑх суйласа илӗр.
Йыш 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Манассия ывӑлӗ Иаир та унти ҫынсем пурӑнакан хуласемпе ялсене турта-турта илнӗ, вӗсене Иаир ҫӗрӗсем тесе ят панӑ.41. И Иаир, сын Манассии, пошел и взял селения их, и назвал их: селения Иаировы.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсене ҫӗр парать, мӗншӗн эсир вӗсене ҫак ҫӗртен сивӗтесшӗн, унта кайма чӑрмантарасшӑн? 8. сирӗн аҫӑрсем, эпӗ вӗсене Кадес-Варни хулинчен ҫӗр пӑхма ярсассӑн, ҫапла хӑтланнӑччӗ: 9. Есхол айлӑмӗ патне ҫитсессӗн, вӗсем унта ҫӗр курнӑччӗ, анчах Израиль ывӑлӗсем хӑйсене Ҫӳлхуҫа паракан ҫӗре ан кайччӑр тесе, вӗсене ҫав ҫӗртен сивӗтнӗччӗ; 10. ҫав кун Ҫӳлхуҫа ҫилли тӑвӑлса ҫитрӗ, Вӑл вара тупа туса каларӗ: 11. Египетран тухнӑ ҫак ҫынсем, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, [ырӑпа усал мӗнне пӗлекенскерсем,] Эпӗ Авраама, Исаака тата Иакова пама пулнӑ ҫӗре кураймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлемерӗҫ, 12. унта Халев — Иефонния кенезей ывӑлӗ — тата Нав ывӑлӗ Иисус анчах кӗрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ҫӳлхуҫана итлесе-пӑхӑнса тӑчӗҫ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Иисуса, Нав ывӑлне, суйласа ил, ҫав ҫынра Турӑ Сывлӑшӗ пур, аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хур, 19. унтан ӑна, Елеазар священник умне, пӗтӗм халӑх умне тӑратса, вӗсен куҫӗ умӗнче ӑс пар, 20. Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ ӑна итлетӗр тесе, ӑна хӑвӑн мухтавна пар; 21. вара вӑл мӗн тумаллине Елеазар священникран ыйтса тӑрӗ, Ҫӳлхуҫа мӗн хушнине унран урим урлӑ пӗлӗ; вара вӑл тата унпа пӗрле пӗтӗм Израиль ывӑлӗ, пӗтӗм халӑх Елеазар каланӑ пек ҫӳрӗ, вӑл каланӑ пек кайӗ, вӑл каланӑ пек килӗ, тенӗ.
Йыш 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
63. Моисейпе Елеазар священник Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, шутласа тухнӑ Израиль ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ; 64. вӗсен шутӗнче Моисейпе Аарон священник Синай пушхирӗнче шута илсе тухнӑ Израиль ывӑлӗсенчен пӗр ҫын та пулман, 65. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа: «вӗсем пушхирте вилсе юлӗҫ» тенӗ, ҫавӑнпа унччен шута илнӗ ҫынсенчен Иефонния ывӑлӗ Халев тата Нав ывӑлӗ Иисус ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Иордан хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Моисейпе Елеазар священник халӑха ҫапла тесе каланӑ: 4. Ҫӳлхуҫа Моисейпе Израиль ывӑлӗсене ҫапла хушать: Египет ҫӗрӗнчен тухнӑ Израиль ывӑлӗсене, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тухӑр: 5. Рувим, Израилӗн малтанхи ывӑлӗ.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Мадиан хӗрӗпе пӗрле вӗлернӗ Израиль ывӑлне Зимри тесе чӗннӗ; вӑл Салу ывӑлӗ, Симеон ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ, пулнӑ; 15. вӗлернӗ мадиансен хӗрне вара Хазва тесе чӗннӗ; вӑл Оммоф пуҫлӑхӗн, Мадиан йӑхӗнчен тухнӑ Цурӑн, хӗрӗ пулнӑ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 11. Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Маншӑн ҫирӗп тӑрса, Манӑн хаяр ҫиллӗме вӗсенчен сирсе ячӗ, ҫавӑнпа Эпӗ, кӗвӗҫрӗм пулин те, Израиль ывӑлӗсене тӗппипе пӗтермерӗм; 12. ҫавӑнпа пӗлтер: акӑ Эпӗ ӑна Хамӑн канӑҫлӑх халалне паратӑп, 13. вӑл хӑйӗн Турришӗн ҫирӗп тӑчӗ тата Израиль ывӑлӗсене хӳтӗлесе хӑварчӗ, ҫавӑншӑн ӑна, унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священниксем пулма халаллатӑп, тенӗ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, ҫакна курсассӑн, халӑх хушшинчен тухнӑ та аллине сӑнӑ тытнӑ, 8. унтан Израиль ывӑлӗ хыҫҫӑн ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрсе иккӗшне те — Израиль ывӑлне те, хӗрарӑмне те — чиксе пӑрахнӑ, хӗрарӑмне ӑшӗнчен чикнӗ; вара Израиль халӑхӗ пӗтме чарӑннӑ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Валаам хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валаам, Веор ывӑлӗ, калаҫать, пулассине куракан ар калаҫать, 16. Турӑ сӑмахне илтекен калаҫать, вӑл Ҫӳлти Турӑ хушнипе калаҫать, вӑл Пурне те Пултаракан кӑтартнине курать, ӳкет те вӑл, анчах унӑн куҫӗ уҫӑ.
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валаам, Веор ывӑлӗ, калаҫать, пулассине куракан ар калаҫать, 4. Турӑ сӑмахне илтекен калаҫать, вӑл Пурне те Пултаракан кӑтартнине курать; ӳкет те вӑл, анчах унӑн куҫӗ уҫӑ: 5. эй Иаков, санӑн чатӑрусем мӗнле илемлӗ, эй Израиль, санӑн килӳ-ҫурту мӗнле чаплӑ!
Йыш 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Суймашкӑн Турӑ этем мар, улшӑнмашкӑн этем ывӑлӗ те мар.19. Бог не человек, чтоб Ему лгать, и не сын человеческий, чтоб Ему изменяться.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Валаам хӑйӗн сӑмахне ытарлӑн каланӑ: Валак, тӑр та итле, Сепфор ывӑлӗ, тӑнла мана.18. Он произнес притчу свою и сказал: встань, Валак, и послушай, внимай мне, сын Сепфоров.
Йыш 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем Валаам патне ҫитнӗ те ӑна каланӑ: Валак, Сепфор ывӑлӗ, акӑ мӗн калама хушрӗ: ман патӑма килсемехчӗ; 17. эпӗ сана пысӑк чыспа кӗтсе илӗп, эсӗ мана мӗн каланине [саншӑн] пӗтӗмпех тӑвӑп; килсемччӗ, ылхансамччӗ ҫак халӑха, терӗ, тенӗ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Валаам Турра каланӑ: ман патӑма [вӗсене] Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — ҫапла [калама] янӑ: 11. акӑ Египетран халӑх тухса килчӗ, пӗтӗм ҫӗре хупласа илчӗ, [халӗ манпа кӳршӗллӗ пурӑнать]; кунта килсе ҫавна ылхансам; тен, ун чухне эпӗ унпа ҫапӑҫма, ӑна [ҫак ҫӗр ҫинчен] хӑваласа яма вӑй ҫитерӗп тесе каласа янӑ, тенӗ.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӑл Евфрат шывӗ хӗрринчи Пефор текен вырӑна, хӑй халӑхӗн ывӑлӗсен ҫӗрӗнче пурӑнакан Валаам патне, Веор ывӑлӗ патне, элчӗсем янӑ, ӑна чӗнме тата ҫапла калама хушнӑ: акӑ Египетран халӑх тухса килчӗ, пӗтӗм ҫӗре хупласа илчӗ, халӗ вӑл манпа кӳршӗллӗ пурӑнать; 6. кунта килсе ҫак халӑха ылхансам, мӗншӗн тесессӗн вӑл манран вӑйлӑрах: тен, ун чухне эпӗ ӑна пӗтерме, кунтан хӑваласа яма вӑй ҫитерӗп; эсӗ пилленӗ ҫын пиллӗхлӗ пулать, эсӗ ылханнӑ ҫынна ылхан ҫитет — эпӗ ҫакна пӗлетӗп.
Йыш 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.