Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑлӗ (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Николай Никандрович воинсен ҫемйисенчен пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ, хӑйӗн ывӑлӗ те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнни ҫинчен пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Салтак ҫемйисене — Ҫӗнӗ ҫул парни // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%81%d0%b ... %bd%d0%b8/

Кӗтерук кин ывӑлӗ патне хулана кайрӗ те, чӑх-чӗппе пӑхма мана хушса хӑварчӗ, ача евӗрех савӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вара хутпа кӑранташ илчӗ те ывӑлӗ патне ҫыру ҫырма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах, шалти пӳртри кӑмака ҫинче хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗ, этем пулса ҫитейменскер, ҫӑматӑ ӑшӗнче выртнине астусан, чӗлӗмӗ ҫинчен манма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эс пӗлетӗн-им вӑл ҫынна, атте? — икӗ ывӑлӗ те тӗксӗм ҫутӑра ашшӗ ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Николай Дегтярев капитан темерӗн-и?! — ывӑлӗ каланине ӗненмерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чим-ха, пичче, астумастӑн-им пӗр капитан хӑйне пӗкӗлмесем тенине? — лӑпкӑн ыйтрӗ Ҫимунӑн кӗҫӗн ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пӗкӗлме темен эс, атте, Тӑмпай тенӗ, — тӳрлетрӗ кӗҫӗн ывӑлӗ, Якку сержант.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Чӑвашсене-и? — шухӑша кайрӗ аслӑ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимунпа икӗ ывӑлӗ, Хумкка мучипе Откан аппа ял вӗҫӗнчи пӑрахӑҫнӑ ҫурта часах чун кӗртрӗҫ: кӑмакара вут-ҫулӑм сиксе ташларӗ, хуранта лӑкӑртатса чей вӗрерӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑлне чупса пырса ыталасси килнӗччӗ ашшӗн, анчах ҫар йӗркине пӑсма юраманнине лайӑх пӗлет Ҫимун, ывӑлӗ те вӑхӑт ҫитмесӗр ашшӗ патне ыткӑнас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Питӗ килӗшӳллӗ, вырнаҫуллӑ сӑмахсем тупса, чӗрене витмелле калаҫрӗ Ҫимун ывӑлӗ, Краснов лейтенант.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн аслӑ ывӑлӗ Виталий мар-ши ку?

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫара кайичченхи сӑнӗ ӗнтӗ — ҫамрӑк-ха унта кил хуҫисен ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Йӑлтах каласа парӑп, анне, — терӗ ывӑлӗ, ашшӗне сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ ларткалама пулӑшса.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Амӑшӗ халиччен илтмен сӑмаха тӳрех ӑнланаймарӗ пулас, ашшӗпе ывӑлӗ калаҫнине хӑлхине чиксен ҫеҫ тавҫӑрса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ арҫын, ашшӗпе ывӑлӗ, ҫенӗк алӑкӗ умӗнче пӗр-пӗрне савӑнӑҫлӑн ыталаса илчӗҫ те ҫаплипех пӳрте кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Усрав ывӑлӗ Педор вӑрҫа кайнӑранпа киле кинӗпе иккӗш ҫеҫ юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ывӑлӗ ҫине пӑхса тӑранаймарӗ Манюк.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кала, кала, Ваҫук, — ывӑлӗ ҫинчен куҫне илеймест Якку.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех