Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ывӑл сăмах пирĕн базăра пур.
ывӑл (тĕпĕ: ывӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑр вӑхӑтра сана ман пиччесем пулӑшрӗҫ, нухай княҫӗсем пулӑшрӗҫ, паян, ывӑл ҫуралнӑ кун ячӗпе ирттерекен йышӑнура, Крым ҫыннисем хаклӑрах.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююмбике ашшӗн, ватӑ Юсуфӑн, хӑйӗн кӑна сакӑр ывӑл.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ывӑл вилнӗ тесе ун пек хаклӑ ҫынна ҫухатмастех Сарри мӑрса, Нухрат патне килмесен те Тукай патне кӗрсе тухатех.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ сана ывӑл те.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ывӑл парни, — шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

- Ывӑл мобилизаци йӗркине лексен, алла повестка илсен хӑшӗсем пек хӑраса ӳкмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Пилӗк ывӑл вара - чӑн-чӑн тупра…

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Пӗр ывӑл лайӑх, иккӗ тата лайӑхрах, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Пилӗк ывӑл - пилӗк телей.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Вӗсем мӑшӑрӗпе, Александрпа, пилӗк ывӑл ҫитӗнтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аннен телейӗ - ачасенче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11757-an ... achasenche

Ун ачи — пӗртен-пӗр ывӑл, Унӑн ячӗ — Тутирек.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.

Пӗр ирхине, кӑвак шуҫӑм тап-таса ҫуталса хӑпарнӑ чух, ешӗл улӑх ҫутӑ кӗмӗл сывлӑмпа йӑлтӑртатса тӑнӑ вӑхӑтра, Алимпин ывӑл ача ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Вӑт сире, мучи-кинемей, тепӗр ывӑл илсе килтӗм, пӗр кун калаҫрӑмӑр-ҫке-ха… — терӗ председатель, вӗсен килне кӗрсенех.

— Вот вам, дед с бабкой, я еще одного сына привел, как и договаривались ранее… — сказал председатель, входя в их дом.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пӗрре, эпӗ астӑвасса, аттепе анне вӗсем патне туя та кайса килчӗҫ: ун чух Чӑмаппи тус ывӑл авлантарнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Аслаҫу, асламу тата хамӑрӑн эсӗ ҫураличчен вилнӗ ачасем Хветле, Чӗкеҫ, Варвари, ывӑл ача Ҫӳппи килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫынсен арӑмӗсем ывӑл ҫуратаҫҫӗ, эсӗ, шуйттан мӗлки, ҫаплах хӗр ҫурататӑн.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав старик ҫичӗ хӗр амӑшне кӑмӑллӑн каларӗ тет: «Аслӑ хӗрачуна тимӗр кӑвак лаша ҫине лартса асамат кӗперӗ айӗнчен кӑлар, вара хӗрӳ ывӑл пулса тӑрать», — терӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳлӗхҫӗ, ҫичӗ хӗртен пӗрне те пулин ывӑл туса парччӗ мана тенӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ывӑл пулман тенӗшӗнех инкек пулмӗ те-ха, — терӗ те анне хуллен, пир тӑрӑхне сӳтсе питлесе, касма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ывӑл пулнӑ пулсан, хӑйне те, пире те ырӑччӗ, — терӗ анне хурлӑхлӑн.

Куҫарса пулӑш

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех