Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӗкӗр сăмах пирĕн базăра пур.
шӗкӗр (тĕпĕ: шӗкӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӗкӗр Турра, ниҫта та нимӗн те сирпӗнмен.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Турра шӗкӗр, ҫамрӑк упӑшкапа арӑмӗ халӗ те пӗр-пӗринпе хирӗҫсе курман-ха, ку таранчченех шӑкӑл-шакӑл пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Людмила Дороненко, каярахпа тӑван Ленинград хулине таврӑннӑ, ҫапах та хӑйӗн шӑпи-юратӑвне пула каллех Атӑл ҫинчи шӗкӗр Шупашкара килнӗскер, вӑтам шкула кӗмӗл медальпе вӗренсе пӗтерни паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

— Турра шӗкӗр, апла пулсан, — терӗ вӑл савӑнса, унтан врачсене тав туса, алӑк еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Турра шӗкӗр!

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара, ханӑн шӗкӗр хулине илнӗ хыҫҫӑн, пирӗн турхансемпе мӑрсасем килӗсене таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часах вырӑссемпе чӑвашсем ханӑн шӗкӗр хулине хупӑрласа илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хан вӑл мана та усал нумай кӳнӗ, пӗрле пулса ӑна хирӗҫ тухар, шӗкӗр хулине туртса илер, — тенӗ Мускав патши, вара чӑвашсене пулӑшма ҫар пухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тантӑшсемпе Чӗкеҫ хӗр Улах ларать пит шӗкӗр.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пурнатпӑр халӗ — Пӳлӗх турра шӗкӗр — Чуна савӑнтарма пӗве ҫитет хӗр».

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ку хӗр ҫинчен тӗпӗ-йӗрпе калам: Сирӗн кӑмӑла кайнӑ хӗр, Пӳлӗх-турра халь шӗкӗр, — Хир варринчи чечек пек, Ҫыр хӗрринчи ҫырла пек.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Турра шӗкӗр, Игнат Васильевич килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Турра шӗкӗр, упӑшка тивмест, кушака ачашланӑ пекех ачашлать.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Шӗкӗр турра, апла.

Слава богу, если так.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Анчах, Турра шӗкӗр, Улькка аппана кирлӗ ҫынсем те тупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Пӗррехинче эпӗ чӑвашсен шӗкӗр хулин тӗп урамӗсемпе (кунта кӑнтӑрла хунар ҫутипе шырасан та тӑван чӗлхепе ҫырнӑ реклама кураймӑн), ытти пассажирсемпе тачӑланса, троллейбуспа ҫиҫтерсе пыраттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫиҫми ҫил кӗрхи чалланнӑ вӑрмана урма-сурма туланӑ пек ҫӗмӗрӗлет, ӗрлешет ҫынсен самаях йышлӑ ушкӑнӗ шӗкӗр хулари пӗр тӑватӑ хутлӑ капмар ҫуртра вырнаҫнӑ офисӑн кӗмсӗркке алӑкӗ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вӗсем парнешӗн кӑна ҫул тытман иккен вырӑссен шӗкӗр хулине, шухӑшра, ӗмӗтре урӑххи пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хамӑр шӗкӗр хулашӑн!

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл пирӗн вӑхӑтлӑх шӗкӗр хула пулать.

Куҫарса пулӑш

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех