Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑрҫа сăмах пирĕн базăра пур.
шӑрҫа (тĕпĕ: шӑрҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫӗ ҫамрӑк ҫыннӑнни пек вутла ҫунса тӑмасть пулсан, шӑлӗ шур шӑрҫа пек шап-шурӑ та пӗр тикӗс пулмасан ҫитмӗл-сакӑр вуннӑран иртнӗ старик темелле ҫав.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ячӗ те ҫав: «Зоотехник шӑрҫа шутарать».

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Алимпи питҫӑмартийӗсем тӑрӑх ҫут шӑрҫа пек шултра куҫҫульсем юхса анчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Курӑк, чечексем ҫинче ҫумӑр тумламӗсем ҫутӑ шӑрҫа пек курӑнаҫҫӗ, хӗртсе пӑхакан хӗвел ҫинче йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Шӑтӑклӑ шӑрҫа ҫӗрте выртмасть, тенӗ ваттисем.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑмӑлӗ лайӑх чух сас паллисене шӑрҫа пек тирсе пырать.

А под настроение он и вовсе нанизывает буковки словно бусы.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫакӑ касӑн хӗрӗсем ялан шӑлан чечек пек, ялан мӑкӑнь ҫеҫки пек, шӑкӑр ларнӑ чӗкеҫ пек, тирсе ҫакнӑ шӑрҫа пек, кача пӳрне ҫӗрри пек, йӗп куҫӗнчи пурҫӑн пек.

И он смело встретил девушку задорной частушкой: С этой улицы девчата Краше белой розочки, Губки алые, как мак, А скачут — будто козочки. Их глаза — что бусинки, Нанизаны на ниточку, Кожа гладкая — что шелк, Скользит в ушке иголочки.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ачасем илемлӗ япаласем тӑваҫҫӗ, ҫав процесра тӗрлӗ тӗсе, шӑрҫа виҫисене лайӑх пӗрлештерме вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2022 ... et-3026877

Паянхи кун самаях паллӑ хобби вӗтӗ шӑрҫа пуҫтарни шутланать.

Куҫарса пулӑш

Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2022 ... et-3026877

Унӑн куҫ лупашкине тулнӑ куҫҫулӗ сӑмса урлӑ каҫса, вырӑн хӗрринчен усӑнса тӑракан ҫивӗт туни тӑрӑх шӑрҫа пек шӑпӑртатса анса урайне тумлать…

Девушка лежала, откинув голову немного набок, глаза ее были устремлены прямо на него, из глаз по щекам еще стекали слезы, падали на плечо.

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шыракаласан, хӑйне кура, ӑна валли те мӑшӑр тупӑнӗ, шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть теҫҫӗ.

Поискать — так и по ней найдется пара, дырявая бусинка и та на полу не валяется.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑрҫа пек яп-яка, ҫап-ҫутӑ.

Вся она была гладкая, как бусинка.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ирех тӑрать, тумланать, Нарспи ӗҫе тытӑнать: Е пурҫӑн ҫип илет те Юрла-юрла тӗрӗ тӑвать; Е ҫӗлеме ларать те, Ҫӗвви шӑрҫа пек пулать — Сӳс хӳреллӗ хурҫӑ йытӑ Пӗр кӗрет те пӗр тухать; Е пир тӗртме ларать те Вылянтарать ӑсине; Е хултӑрчӑ тытать те Ҫипне тиет ҫӗррине; Е сак ҫинчи кушакӗ Питне ҫӑва пуҫласан, Апат хатӗр хӑнашӑн Алли-ури ҫӑмӑлран…

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Икӗ куҫӗ хуп-хура, Икӗ хура шӑрҫа пек.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Чуна лӑплантарма пӗлеймӗн, Ӑсна шӑрҫа пек йӗркелеймӗн, Илтсен ҫак ирсӗр сӑмаха.

Куҫарса пулӑш

XXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хан керменӗнчи чаплӑ япаласене — Итали архитекторӗ Алевиз-Фрязин-Новый тунӑ портала, хитре чул ҫине касса тунӑ чечек, шӑрҫа ҫыххи, юман ҫулҫипе йӗкелӗн ӳкерчӗкӗсене, арабла ҫырнӑ эрешлӗ хапхана, шӑнкӑрав сассипе чӑнкӑртатса уҫӑлакан йывӑр алӑка, сад пахчисемпе фонтансене, галерейӑсемпе чул мавзолейсене вӑл пин хут та пырса пӑхрӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑрҫа евӗр яка почеркра хӗр алли сисӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Мӑйӑр кӑна мар унта, шӑрҫа та пур.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр пӗчӗк шӑрҫа пек чӑмӑрне эп пенала чикрӗм.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун пек лайӑх хитре хӗре Мӗнле каччӑ юратмӗ? — сасартӑк, вӑрман витӗр тухнӑ чух, Нарспин икӗ хура шӑрҫа пек куҫӗ умма курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех