Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑпа сăмах пирĕн базăра пур.
шӑпа (тĕпĕ: шӑпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, лайӑх пӗлӗш е тантӑш шӑпах шӑпа ҫырни пулса тӑрӗ те.

Возможно, хорошо знакомый сосед или одноклассник и есть тот самый суженый.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Айккинелле лайӑхрах пӑхӑр, мӗншӗн тесен ӑнсӑртран шӑпа ҫырнине тӗл пулма пултаратӑр.

Следует больше смотреть по сторонам, ведь не исключена случайная, но судьбоносная встреча.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл, вупкӑн, халӗ шӑпах сирӗн ҫӗнӗ мунчара ҫынсен пуҫӗ ҫине инкек-синкек те хура шӑпа кӳрсе, йӑвантарса, вӗсен пурнӑҫне татса, чунӗсене тамӑкалла ӑсатса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пуҫӗнче Полинаран: «Вӑрттӑнлӑх мар пулсан, хӑш института кӗме заявлени парасшӑн?» — тесе ыйтас шухӑш та мӗлтлетсе илчӗ, анчах ку ыйту савнине килӗшесси пирки иккӗленсе, шухӑша ӑша ҫӑтрӗ те, хӑйсене ӗмӗрлӗхех «пӗр ҫыхха ҫыхӑнма» шӑпа пӳрессе шанӑҫлӑн савакан куҫпа сывпуллашса, ӗҫре пирченнӗ, хытӑрканӑ аллине сӑпайлӑн тӑсрӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл та, ытти учительсем те хӑйсен хавхаллӑ сӑмахӗсенче пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тин ҫеҫ тухакан, хӑйсем вӗрентсе ӳстернӗ ҫамрӑксене сывлӑх та сӑваплӑ шӑпа, палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫлама чӑтӑмлӑх та тӑрӑшулӑх сунчӗҫ, пурнӑҫ вӑл вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗрешӳ пулнине те, телее ӑспа та ӗҫпе ҫеҫ туптама май пурри ҫинчен те аса илтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, ача чун-чӗрине сасартӑках таҫтан ҫӳлтен, чӑн тӳперенех, пӗчӗк телей ҫӑлтӑрӗ — шӑпа ҫӑлтӑрӗ — йӑррр! йӑрлатса анса ӳкрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ах, Турра ҫиллентермелле йӗпленкелетчӗ-ҫке ҫак чӗкеҫ чӗлхиллӗ ки-иин», «ҫав мунчашӑнах Турри ӑна хӳтӗлемесӗр хӑварчӗ пулӗ ҫа-ав», «антихристсене майлӑ ытла та хастарланса шӑлнине пулах ҫаврӑнса тухмарӗ-ши ҫак шӑпа?» та текелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ах, мӗншӗн ҫапла ҫаврӑнса тухрӗ-ши пирӗн шӑпа?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Шӑпа Литвари Каунас хулине те, Кенигсберга та илсе ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Вӑл вӑрҫӑ хирӗнчен те тухайман, ӑна мӑшӑрланса ача-пӑча ӳстерме те шӑпа пӳрмен.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Шӑпа сире тахҫанах ӗмӗтленнине пурнӑҫлама май парӗ.

Судьба даёт отличный шанс исполнить то, о чём так давно мечтали.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шӑпа сирӗн опыта, профессири пӗлӗве тӗрӗслӗ.

Судьба то и дело будет проверять вас на опытность и знания в своём профессиональном деле.

3-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шӑпа хӑех сана, чаплӑ малашлӑхна курса, «Лавр» ят панӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗншӗн-ха шӑпа ӑна ҫав териех кӳрентерчӗ?

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ман шӑпа! — савӑнчӗ Ҫтаппан та.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан хӑва хуллинчен сакӑр шӑпа касрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара хӑш ялӑн ӑҫта ҫулмаллине шӑпа ярса уйӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫарансене шӑпа ярса, ял-ял умне уйӑрса илеҫҫӗ, кашни ҫаранах тӗплӗн пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ, хӑш ҫаранӗ ҫинче утӑ мӗнле ӳснине тиркештерсе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мана хам шӑпа пирки шутлама ирӗк пар.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уншӑн халь пур пӗрех: вилсен — вилет, вилмесен — шӑпа ҫапла.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех