Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑлса (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Юрӗ! — шутларӗ вӑл ирхи сывлӑм шывӗ пек пӑчӑртанакан куҫҫульне шӑлса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫак вӑхӑтра Гаврил Романович килсе ҫитрӗ, ҫамка ҫине тапса тухнӑ тарне кӗсьерен кӑларнӑ шурӑ татӑкпа шӑлса илчӗ те: — Тока кам сӳнтерчӗ?! — тесе ыйтрӗ сассине хӑпартса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шӑлса ывӑт шӑпӑрпа — Ан пул ӑпӑр-тапӑрпа.

Куҫарса пулӑш

Мерттелле // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 54–55 с.

Ҫавӑнпа усӑ курса, Лишайкин пуҫсӑрланса кайрӗ, лесничие пуҫран шӑлса, поселок ҫывӑхӗнчи лайӑх вӑрман лаптӑкӗсене касса ҫаратма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ватӑлатӑп пулмалла, — шакла пуҫне шӑлса илчӗ Безбородов.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗветӗр тӗтӗмпе хӗрелнӗ куҫне шӑлса типӗтрӗ те малалла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мана ҫапах та пӗр япала канӑҫ памасть, — хӑрӑмлӑ питне шӑлса илчӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хӑшкӑлса ҫитрӗм йӑлтах, — тарлӑ ҫамкине алсипе шӑлса илчӗ бригадир, — вӗтӗ вӑрман, кубатура тухмасть, юрать хӑвӑр вӗрентнӗ пек пӗр майлӑ тӳнтерсе пыратпӑр та, Ҫинахвана трелевка тума ҫӑмӑл.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Шел, шел Фрола, — сарлака ҫамкине шӑлса илчӗ Иван Яковлевич, — сахал мар контрӑна тустарнӑччӗ пӗрле.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗ сылтӑм куҫне хупласа лартнӑ пылчӑка пӳрнипе шӑлса пӑрахрӗ, сухалне тасатса якаткаларӗ, вара, йынӑшса илсе, тин сӑмах хушрӗ:

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах ӗнтӗ вӗсене тахҫанах пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен шӑлса ывӑтнӑ, сӑнӗсем кӑна хаярланса, чееленсе кӗленче айӗнче пӑнтӑхаҫҫӗ ак.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тепӗр темиҫе йывӑҫ тӳнтерсен, хайхи Ҫтаппан тарлӑ ҫамкине шӑлса илчӗ те акӑ мӗн каларӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗррехинче Раман вӑл тунката ҫинче куҫне шӑлса ларнине асӑрхарӗ, вара патне пырсах ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман тарланӑ ҫамкине фуфайка ҫаннипе шӑлса илчӗ, ассӑн сывласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрмана ҫитсен, Раман ҫӗлӗкне хывса тарланӑ ҫамкине шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кил хуҫин икӗ ал лаппи пысӑкӑш тӗкӗре, тирпейлӗн кӑмака аякне шӑлса хунӑскере, килте тӗртнӗ алшӑллипе хупланӑ — Тур ан хуштӑр!

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арӑм пичӗ ҫинчи куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӗпеннӗ куҫӗсене шӑлса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Майор урамрах сыпкӑм хыҫҫӑн сыпкӑм лӑнкӑртаттарма пуҫларӗ, чыхӑнса кайрӗ, куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ, ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Урасем хытта перӗнчӗҫ: шӑтӑка юр тултарса шӑлса лартнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех