Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шыраса (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ ҫӗр шыраса ҫакӑ икӗ ҫырма пуҫне килтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Чӑн та, — ярса илет ку шухӑша Антон. — эпӗ вӗсене Шупашкарта шыраса тупӑп та ҫак сиплӗ шыва ӗҫтерӗп.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав чӗлӗмпе черкке вырӑнне мӗн шыраса тупмалла-ши тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Мӗн пулса иртнине эсӗ ӑна шыраса тупатӑнах вӗт! — хавхалантарма тӑрӑшать Антона Нинук.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавна шыраса тупасшӑн эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӗрпе каччӑ, йывӑҫ айӗнчен йӑраланса тухнӑскерсем, хӳтлӗх шыраса пӗр хурӑн айне чупса кайса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вара эпир тӑвансемпе интернет урлӑ шыраса Николай Сергеевич Федотов вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӑш тӗлте ҫапӑҫнине, паттӑрлӑх кӑтартса мӗнле орден-медале тивӗҫнине тупса палӑртрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Мухтав орденне тивӗҫнӗ // Сергей БАРИНОВ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/3544- ... enne-tiv-n

Шывпа апат шыраса вӗсен пит инҫете чупса ҫӳреме тивет.

В поисках воды и пищи им приходится пробегать большие расстояния.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫакӑнта асӑннӑ тимӗр руди кӑларакан вырӑнсене карта ҫинче шыраса тупӑр.

Найдите на карте указанные здесь места добычи железной руды.

Ҫӗр айӗнчен кӑларакан усӑллӑ япаласемпе промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Мӗн те пулин тытса ҫимелли шыраса ҫӳлте ӑмӑрт-кайӑк ярӑнса сӳрет.

Над степью парит, высматривая добычу, степной орел.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Карта ҫинче Атӑл, Дон, Днепр, Хӗвеланӑҫ Двина шывӗсене шыраса тупӑр.

Найдите на карте реки: Волгу, Дон, Днепр.

Хутӑш вӑрмансен зонинчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫӗр айӗнче ҫак усӑллӑ япаласем ӑҫта тупӑннине ССР Союзӗн картти ҫинче шыраса тупӑр: Кузнецк бассейнӗнчи ҫӗркӑмрӑкӗ ӑҫтине (Новосибирскран кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче), нефть ӑҫтине (Печора шывӗн юппи таврашӗнче тата Урал тӑвӗсен хӗвеланӑҫ енчи тайлӑкӗнче), ылттӑн (Лена шывӗ ҫинче тата унӑн Алдан ятлӑ юппи ҫинче).

Найдите на карте СССР, где залегают следующие полезные ископаемые: каменный уголь Кузнецкого бассейна (на юго-восток от Новосибирска), нефть (на притоке реки Печоры и на западном склоне Уральских гор), золото (на реке Лене и на ее притоке Алдане).

Тайган ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япалисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хӗҫпӑшалсӑр-мӗнсӗр тенӗ пекех вӗсем мамӑк ҫӑмлӑ тискер кайӑк шыраса, пӑланӗсемпе вырӑнтан-вырӑна тайга тӑрӑх куҫса ҫӳренӗ.

Плохо вооруженные, кочевали они с оленями, бродили в поисках пушного зверя по тайге.

Тайгара пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Европӑри тайгара хӑш тӗлте карелсем, финсем тата комисем пурӑннине шыраса тупӑр тата Азири тайгара хӑш тӗлте якутсем, эвенксем пурӑннине, тайгара хӑш вырӑнсенче вырӑссем пурӑннине тупӑр.

в каких местах европейской тайги живут карелы и коми, в каких местах азиатской тайги живут якуты и эвенки, в каких местах тайги живут русские.

Тайгара пурӑнакан халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пурте тенӗ пекех вӗсем, хӑйсем валли тата пӑланӗсем валли апат-ҫимӗҫ шыраса, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳреҫҫӗ.

Почти все они живут не в городах и селениях, а перекочевывают с места на место в постоянных поисках пищи для себя и для своих оленей.

Тундрӑри халӑх // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

ССР Союзӗн физикӑлла картти ҫинче Печора, Обь, Енисей тата Лена шывӗсен вӑррисене шыраса тупӑр.

Найдите на физической карте СССР устья следующих рек: Печоры, Оби, Енисея и Лены.

Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

СССР картти ҫинче Новая Земля утравӗсене шыраса тупӑр.

Найдите на карте СССР острова Новая Земля.

Новая Земля ҫинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Апла пулсассӑн ҫав ирхине, эпир пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ кун, эсӗ ҫак таврашра пӗр-пӗччен, ҫынсем тӗпленсе пурӑнакан вырӑнтан пин-пин ҫухрӑм аякра, тем шыраса ҫӳрени пӗртте ӑнсӑртран пулман — сана хӑв анса ларнӑ вырӑнти ҫӗр лаптӑкӗ хӑй патне магнит пек туртса йыхӑрнӑ.

— Значит, неделю назад, в то утро, когда мы познакомились, ты не случайно бродил тут совсем один, за тысячу миль от человеческого жилья? Ты возвращался к тому месту, где тогда упал?

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кунашкал сӗнӳ усӑсӑррине пӗлсе эпӗ алӑ ҫеҫ султӑм: вӗҫӗ-хӗррисӗр пушхирте ӑнсӑрт-кӗмсӗрте шанса пусӑ шыраса ҫӳресси!

Я устало развел руками: что толку наугад искать колодцы в бескрайней пустыне?

XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Мӗн шыраса ҫӳретӗн?

— Что ты здесь ищешь?

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех