Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шырамалла (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗпчемелле, шырамалла.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ялсене пурӑнма юлма кӑмӑл пуррисем валли округра ӗҫ вырӑнӗ тупма май паракан ҫӑлкуҫсем шырамалла.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Урӑххине шырамалла.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Ҫав меслетсемпе ӑслайсене революци кӗнекисенче, Маркспа Энгельс, Ленин вӗрентнинче шырамалла, революцилле рабочисен партинчен вӗренсе пымалла.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Паллах, илемлӗ литературӑ произведенийӗнче кӑтартса панӑ саманан хӑйне евӗрлӗхне, унӑн сӑн-сӑпатне (вӑл ятарласа ҫырнӑ историлле повеҫ е роман мар пулсан) чи малтан ятсемпе датӑсенче мар, произведенире ӳкерсе панӑ ҫынсен сӑнарӗсенче — вӗсен тавра курӑмӗн, кӑмӑл туртӑмӗн, шухӑш-ӗмӗчӗн, йӑли-сӑлайӗн хӑйне евӗрлӗхӗпе саманана кӗвӗллӗ типлӑхӗнче — шырамалла.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тукай ӑна хирӗҫлесшӗнччӗ, чӗлхе вӗҫпе «Малтан ханлӑхне туса хумалла, вара тин ханне шырамалла» текен сӑмахсем те килнӗччӗ, Мамич-Бердее тавлашса ҫӗнтерес ҫук тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗрӗссипе, унта пурте кӗреҫҫӗ пулӗ-ха, ҫул ял витӗрех тухать, тӗкӗрҫӗн хӑйсем турханпа тӑнӑ киле кӗме ҫеҫ сӑлтав шырамалла.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унашкал хирӗҫсе инкек шырамалла мар хамӑра валли.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ман шутпа, урӑхла май шырамалла.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унашкаллисем сахаллӑн, эппин, ҫитӗнтермелле, шырамалла.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Тен, кӑштах ҫеҫ те мар, пӗтӗмпех — хамра шырамалла?

да даже полностью надобно искать в себе самом.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шырамалла часрах!

Надо ее скорее искать!

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑмахне калас мар, калас мар тесе тӑнӑ ҫӗртенех Ухтиван хӑй те сиссе юлмарӗ — печӗ ячӗ ҫапла: — Амма шырамалла сан мана? — терӗ.

Ухтиван сдерживал себя изо всех сил, чтобы не произнести горьких слов, готовых сорваться с языка, и все-таки не утерпел: — А зачем тебе меня искать?

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ ӗнтӗ ӗнине шырамалла.

Надо корову теперь искать.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Эс мана пӗчӗк ачана вӗрентнӗ пек вӗрентсе ан лар.— Кашни ҫын хӑй пултарнӑ ӗҫе тумалла, ҫӑмӑл ӗҫ шырамалла мар.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хамӑр ялтан илсе пулмасть пулӗ ӗнтӗ, ют ялах кайса шырамалла пулӗ, — чӗлӗмне табак тултарчӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь пирӗн ҫӑмӑл ӗҫ шырамалла мар, кашниех хӑй ҫине чи йывӑр ӗҫ илмелле»…

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тукай чи хӗрринчи киле кӗрсе Юнус ҫурчӗ ӑҫтарах иккенне ыйтса пӗлчӗ (хӗр ача каланӑ тӑрӑх, Нухрата ниҫта та мар, унта шырамалла иккен).

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Е ӗҫе юратма тивӗ, е урӑххине шырамалла.

Придется или полюбить ее, или найти дело по душе.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӗччен Хӗрсен савни шырамалла.

Одиноким Девам стоит озаботиться поиском второй половинки.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех