Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шырама (тĕпĕ: шыра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халсӑррӑн сывлакаласа тӑчӗ, вара пӑртак аяларах кайса ҫыранӑн йӑшман-путман тӗлне шырама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тепӗр кунне Полинӑна шырама ялти пур вӑйпитти арҫынпа хӗрарӑм, ҫамрӑксем хыпӑнса, пӑлханса тухрӗҫ — усси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сиснех пулӗ ӗнтӗ амӑшӗн чунӗ хӗрӗпе тем усалли сиксе тухма пултарасса: вӑл, ӑшран татӑла-татӑла, йӑпӑр-япӑр ҫӗрӗк-ҫарӑк тумланчӗ те хӗрне шырама тухса чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ревлен Петрович арӑмне курсан, Лида ҫухалса кайрӗ, сумкинче мӗн шырама пуҫланине ниепле те асне илеймесӗр вӗсенчен хӑвӑрттӑн пӑрӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кунта ӗнтӗ айӑплисене аякра шырама кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ҫурхи сывлӑшпа киленме, хӗрлӗ лӗпӗш шырама, — хӗр пекех йӑл кулса илчӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Унти хатӗр-хӗтӗрсем нейтрино шырама, климат улшӑнӑвӗсене асӑрхаса тӑма, тинӗсӗн физикине, химине тата биологине тӗпчеме, ҫавӑн пекех ытти тӗллевсене пурнӑҫлама пултарӗҫ.

Оборудование сможет искать нейтрино, отслеживать изменения климата, исследовать физику, химию и биологию моря, а также решать другие задачи.

Вӑтаҫӗр тинӗсӗн тӗпӗнче тӗпчев лабораторийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34343.html

Партнер вара урӑххине шырама пуҫлӗ.

Ваш партнёр может решить, что следует найти себе кого-нибудь другого.

8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хавхалану ҫӑлкуҫӗ шырама юрать.

В этот период можно заняться поиском своего вдохновения.

7-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, «ЛизаАлерт» шырав отрячӗ шырама тытӑннӑ.

Вчера, 24 февраля, к поискам подключился поисковой отряд «ЛизаАлерт».

Вӑрнар районӗнчи хӗрарӑм ҫухалнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34332.html

Дэвенпорт Уолл-стритра ӑсталӑх лаҫҫине уҫнӑ, укҫа-тенкӗ хывма пултаракан ҫынсене шырама тытӑннӑ, Сэмюэл Морзепе паллашнӑ.

Дэвенпорт открыл на Уолл-стрит мастерскую, стал искать инвесторов, познакомился с Сэмюэлом Морзе.

Яланхи токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6250.html

Василий Семенович ҫинчен унӑн юлташӗсем, унпа пӗрле темиҫе стройкӑра ӗҫленӗ гидромеханизаторсем каласа пани ӗҫе чунтан парӑннӑ, ҫӑмӑллине шырама юратман коммунист сӑн-сӑпатне уҫса парать.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Айӑплисене шырама вӗсен вӑхӑт та пулман.

А искать виноватых у них уже времени не было.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Алӑкран кӗнӗ ҫын арестленисем хушшинче хӑйне кирлӗ ҫынна шырама тытӑнчӗ.

Вошедший принялся искать среди арестованных того, кто ему был нужен.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тен, халӗ хулари вӑрттӑн ӗҫлекен комсомола ертсе пыракан паттӑр Ваня юлташа ураран ӳксех шыранӑ пек, полици хӑҫан та пулин вӗсене те тимлесех шырама пуҫлӗ.

И, быть может, придет время, когда их, как теперь товарища Ваню, легендарного вожака подпольного комсомола, будет тщетно разыскивать полиция.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫак чее ҫынсем хуларан пысӑк укҫапа таврӑнакан пуян хресченсене, инкекрен хӑтарма пултаракан адвоката шырама тухнӑ пӗр-пӗр инке арӑма, ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ ҫынсене — пӗр сӑмахпа каласан, хӑйсене укҫаллӑ пулма май паракансене — вӑрттӑн шыраҫҫӗ.

Глаза этих ловкачей старательно выискивали зажиточного крестьянина, возвращающегося с полным кошельком из города, какую-нибудь тетушку, затесавшуюся сюда в надежде найти адвоката, который, как ей сказали, может вызволить ее из беды, подвыпившего мастерового — словом, «клиента», от которого могли бы перепасть какие-нибудь деньжата.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юлашкинчен тинех Цэрнэ вывеска валли материал шырама пуҫларӗ, хӑйне кирлӗ пулакан ӑйӑсем хатӗрлерӗ те ӗҫе тытӑнчӗ.

И вот наконец Цэрнэ принялся выбирать материал, приготовил специальные долотца и приступил к работе.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакӑ кирлӗ кадрсене вӗрентсе хатӗрлеме кӑна мар, ҫавӑн пекех республика аталанӑвӗн наука тӗпчевӗсем ҫинче никӗсленнӗ малашлӑхлӑ ҫул-йӗрӗсене тухӑҫлӑрах шырама та май парать.

Это позволит не только готовить необходимые кадры, но и вести поиск перспективных, основанных на научных изысканиях направлений развития республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ӗҫе пултаруллӑн пурнӑҫламалли мелсемпе усӑ курса яланах ҫӗннине шырама ӑнтӑлмалла тата ҫав пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-хӗле ачасемпе ҫамрӑксене, общество организацийӗсене анлӑн явӑҫтармалла.

Необходимо искать новизну через творческие подходы и обеспечить широкое вовлечение в процесс самих детей и молодежи, общественных организаций.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Мухаров училищӗре ҫӑлӑнӑҫ шырама пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех