Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвах пӗлен, ачам, вуттине те ирех ҫурса хунӑ эс кунта, шывне те кӳнӗ.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Акшар чулне пӑчӑртаса, унӑн шывне кӑларнӑ чухнехи пекки.
Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Пӑшӑхнӑ Шӑнкӑрчӑн пӗр ҫӗрлех апатне те ҫиес, шывне те ӗҫес килет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ирхине ҫичӗ сехетре тӑратӑп та пӗр стакан ӑшӑ ҫӑлкуҫ шывне, чей кашӑкӗ пылпа ӗҫетӗп.
Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742
Лемазы юханшыв Ай шывне юхса кӗнӗ тӗлте вырнаҫнӑ.
Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA
1990-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчен Эмшер юханшывӗн ҫутҫанталӑкне чӗртсе тӑратнӑ — унччен чылай вӑхӑт хушши унпа предприятисемпе организацисен каяш шывне юхтарса кӑлармалли вырӑн пек кӑна усӑ курнӑ пулнӑ.
Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97
— Шывне ытлашши ан ӗҫӗр, — асӑрхаттараҫҫӗ аслисем.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ун шывне пӗр ҫӗрте пырса кӗретӗн те, шыв юххи сана ним мар таҫта ҫитиех илсе каять.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Лена трактор ҫинчен ҫумӑр шывне ҫӑтсах ҫитереймен ҫӗр ҫине сикрӗ те тӳрех ахӑлтатса кулакан хӗр ытамне лекрӗ.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Шывне вӑл кашни виҫӗ кунта улӑштарса тӑчӗ, хӑй тӑрӑшса-тимлесе ҫитӗнтернӗ чечек вӑй та шанчӑк парса тӑтӑр терӗ пуль.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Вӑл, тарӑхса ҫитнипе, юхса выртакан ҫӑл шывне аллинчи патакӗпе хыттӑн ҫапать.
Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.
Каснӑ тӗпрен пӑчӑртатса тухакан хурӑн шывне шӗвӗр пӳрнипе сӑтӑра-сӑтӑра илекен пулӑшаканӗ ҫине бригадир пӗр авӑк тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ, унтан хуллен ҫапла хушса хучӗ:
3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хӗпӗртенӗ халӑх, Шывхуҫине мӗн авалтанах курайманскер (сахал мар ҫынна хӑй патне сӗтӗрсе кӗнӗ вӑл!), пӗвене татса шывне юхтарса ярать.
4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Пӗве шывне те кармаксемпех сӗреҫҫӗ, чӑмса та шыраҫҫӗ паттӑр каччӑсем — кӑлӑхах.
1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.
Пӗрре кӑна мар ӳпне выртса ӗҫнӗ вӑл тӗпсӗр ҫӑл куҫ шывне.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Акӑ тӗпсӗр ҫӑл куҫ шывне ӗҫсе пӑх-ха.
Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Ҫав сӑра-эрех вырӑнне халӑх тӗпсӗр ҫӑл куҫ шывне ӗҫме тытӑнсан тем пекехчӗ.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Ҫӑл шывне сапса пӑхар мар-и. Ҫав шыв сиплӗ пек.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Хӗветӗр Хилипччӑ курӑка шыв банкине лартнӑ, шывне пипеткӑпа окуляр айне тумлатнӑ та микроскоппа пӑхать.
Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Шывне пӗчӗк кӗленче савӑтне ячӗ.
Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.