Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутран (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тултарса пар-ха Сазонтова ман шутран пӗр стакан, — хушрӗ вӑл хулах хуҫине.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫав шутран 57 мӑшӑр суд йышӑнӑвӗпе уйрӑлнӑ, иккӗшӗ — пӗр-пӗринпе килӗшсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралакансем сахал, вилекен йышлӑ // О.ФЕДОТОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/c%d1%83%d1% ... 88%d0%bba/

Кукуруза пуссисем 2571 гектара ҫити сарӑлаҫҫӗ, ҫав шутран тӗшӗлӗх акни – 700. Выльӑх апачӗлӗх культурӑсем – 9722 гектар.

Куҫарса пулӑш

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Ҫав шутран пысӑк пайне (62 процентне) тырӑпа пӑрҫа валли уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Ҫав шутран 32 ҫул ытла Вӑрнарти типографи пуҫлӑхӗнче тимленӗ.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Вӑл шутран 371-шӗ ҫул-йӗре, 162-шӗ коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене, 50-шӗ ача-пӑча площадкисене, 58-шӗ кану вырӑнӗсене юсассипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялсене комплекслӑ аталантарасшӑн // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11306-ya ... ntarassh-n

Ҫав вӑхӑтрах каякан пуҫлӑхсене шутран кӑларма васкани вырӑнсӑр - Правительство ҫуртӗнче вӗсене юрӑхсӑра тухнӑ материал вырӑнне хумаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Ҫав шутран пӗрремӗш класа 243-шӗ килмелле.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗлӳ параҫҫӗ, хӑйсем те ӑсталӑха туптаҫҫӗ // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bf%d1%82/

Вӑл шутран 2198 гектар кӗрхи тулӑ, 683 гектар ыраш, 2188 гектар ҫурхи тулӑ, 3772 гектар урпа, 1096 гектар сӗлӗ, 158 гектар пӑрҫа, 105 гектар вика пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хирсем тырӑран, улӑмран пушанаҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%85%d0%b ... %d0%b0cce/

Вӑл шутран 2238 гектар кӗрхи тулӑ, 683 гектар ыраш, 4377 гектар урпа, 3625 гектар ҫурхи тулӑ, 1270 гектар сӗлӗ,158 гектар пӑрҫа, 125 гектар вика.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, ҫӗртме тӑваҫҫӗ // Р.Басников. http://kasalen.ru/2022/09/09/ce%d1%80%d1 ... %d0%b0cce/

Анчах тухасшӑн мар нихҫан Европа умӗнче шутран, — Тӑвасшӑн мар ятне сиен, — Вольтер патне ҫырать чеен:

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чечек, эс камшӑн, мӗн упран, Иртни сан тухрӗ-им шутран?

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсенче 5698 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх, вӑл шутран 1975 пуҫ ӗне шутланать.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

Ҫав шутран пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ — ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клуба хӗле кӗриччен хута ярӗҫ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... f%d1%80ec/

— Сӑлтавсӑрах килкелекенччӗ те халиччен, халӗ — шутран тухрӑмӑр пуль ҫав, ҫука юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав шутран 25850,441 пин тонни «Татнефчӗн», ӳсӗм 0,3 процентпа танлашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 1 стр.

Роспотребнадзор Чӑваш Енри Управленийӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, йӗркесене пӑсакансене пӗтӗмпе пӗр миллиона яхӑн штраф тӳлеттерме йышӑннӑ, вӑл шутран ҫула ҫитмен ачасене пирус таврашне сутнӑшӑн, саккунсене пӑхӑнмашӑн пӗтӗмпе 220 тенкӗллӗх явап тыттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре Промышленноҫ продукцийӗн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/18/chva ... unsr-avrns

Кӑҫал Чӑваш Республикин ҫул-йӗр фончӗн калӑпӑшӗ 5 миллиард тенкӗпе танлашмалла, ҫав шутран федераци укҫи-тенки – 1,5 миллиарда яхӑн.

В этом году объем Дорожного фонда Чувашской Республики составит не менее 5 млрд. рублей, в том числе федеральные средства – почти 1,5 млрд. рублей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Ӗнер республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулла 36 пин ытла ачана кантарма (ҫав шутран 16 пине яхӑн ачана хула ҫумӗнчи уйлӑхсенче) шухӑшлаҫҫӗ.

Вчера министр образования и молодежной политики республики Дмитрий Захаров заявил, что текущим летом изъявили желание отдохнуть более 36 тысяч детей (включая около 16 тысяч детей на загородных лагерях).

Уйлӑхсене 100 проценчӗпех тултарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31608.html

Пурте чупкаласа алхасса ҫӳреҫҫӗ, уроксенче ыйтнӑ сӑмаха тӗрӗс тавӑрса каламаҫҫӗ, ҫав кунсенче апатсӑр хӑварнисен шучӗ яланхи шутран икӗ хут ытларах пулатчӗ.

Все бегали, бесновались, на уроках отвечали невпопад, и количество оставленных без обеда возросло в эти дни вдвое против обыкновенного.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех