Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутласа (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пек каланине илтсен Пӗчӗк принц чечек пирки ҫапла шутласа илчӗ: «Тен, ӑна кӑштах сӑпайлӑх ҫитеймест, апла пулин те унӑн илемӗ чуна тыткӑнлать».

Маленький принц, конечно, догадался, что удивительная гостья не страдает избытком скромности, зато она была так прекрасна, что дух захватывало!

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Пуҫӑннӑ проекта тӗплӗ шутласа тумалла.

Пора заняться тщательной и кропотливой проработкой деталей проекта, которым вы занимаетесь.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ ҫӗннине шутласа кӑлармалла, ют ҫӗршывсемпе хутшӑну йӗркелемелле, ҫӗнӗ производствӑсем уҫмалла.

Сейчас можно заняться новыми разработками, налаживанием контактами за рубежом и открытием новых производств.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Булавка вӗҫӗнчен 73 мм шутласа шӑтӑк тӑвӑр та, ҫав шӑтӑка карандаш лартса, тирсе лартнӑ булавка тавра ункӑ ҫавӑрӑр;

Проделайте в линеечке на расстоянии 73 мм от конца булавки отверстие, вставьте в него кончик карандаша и обведите ни вокруг воткнутой булавки окружность.

Полушари карттисене астуса юлмалли ӗҫ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Самолетсем, дирижабльсем, автомобильсем, пӑр ҫӗмӗрекен пароходсем (ледоколсем) шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн пырса кӗме ҫук чи пушӑ вырӑнсене те ҫынсем ҫитсе курма тытӑннӑ.

После изобретения самолетов и дирижаблей, автомобилей и пароходов-ледоколов люди могут пробираться в самые пустынные, самые недоступные места.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫынсем тахҫантанпах тӗрӗс карта тӑвасшӑн пулнӑ, анчах тӗрӗс виҫекен хатӗрсене шутласа кӑларсан тин ӑна тума май килнӗ.

Люди давно стремились сделать карту точной, но это удалось только тогда, когда были изобретены точные измерительные приборы.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Масштаб линейкипе ӳкерчӗк ҫинче кӑтартнӑ япаласен хушшисене виҫме ҫӑмӑл: ӑна ӳкерчӗк тӑрах шутарса пырса, вӑл миҫе хут вырнаҫнине шутласа кӑлараҫҫӗ.

С помощью масштабной линейки удобно определять по чертежу расстояние: ее передвигают по чертежу и подсчитывают, сколько раз она поместится.

Япаласен хушши мӗн чухлине ӳкерчӗк ҫинче мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах эпир ҫав хушша хут сине пӗчӗкрех виҫепе, сӑмахран сантиметрпа, шутласа ӳкерме пултаратпӑр.

Но мы можем изобразить на бумаге это расстояние в более мелких мерах, например в сантиметрах.

Япаласен хушши мӗн чухлине ӳкерчӗк ҫинче мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

6. Пӗр километрта миҫе утӑм пулассине шутласа кӑларӑр.

6. Рассчитайте, сколько шагов в 1 километре.

Тӗрлӗ пунктсен хушшисенӗ (инҫӗшпе ҫывӑхӑшне) пӗлесси // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

4. Пӗр километр кайӑр та хӑвӑр малтан шутласа хунине тӗрӗслӗр.

4. Пройдите километр и проверьте правильность вашего расчета.

Тӗрлӗ пунктсен хушшисенӗ (инҫӗшпе ҫывӑхӑшне) пӗлесси // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

3. Пӗр километр кайма мӗн чул вӑхӑт кирлине шутласа пӗлӗр.

3. Рассчитайте, во сколько времени сможете пройти 1 километр.

Тӗрлӗ пунктсен хушшисенӗ (инҫӗшпе ҫывӑхӑшне) пӗлесси // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кам та кам енсене хӑй епле тӑнинчен шутласа «сылтӑм енӗ», «сулахай енӗ», «мал енӗ», «кай енӗ» тесе шутлать, ҫав ҫын хӑй пӗлмӗн вырӑнта часах аташса кайма пултарать.

Кто определяет направление пути от себя — «направо», «налево», «вперед», «назад», — тот легко может заблудиться в незнакомой местности.

«Сылтӑм ен» е «сулахай ен» тенисем улшӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Таврари вырӑна лайӑх чухлас тесен, енсене тата япаласен хушшисем мӗн чухлине шутласа пӗлме, вырӑнти ҫӗршыв планӗпе усӑ курма вӗренмелле.

Для того чтобы хорошо разбираться в окружающей местности, надо уметь определять направления и расстояния, пользоваться планом местности.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

План ҫине пӑхса темскер виҫсе илчӗҫ, шутласа кӑларчӗҫ те — хулана ҫитме тӑватӑ километр пулать, пӗр сехетрен эсир килте пулатӑр, терӗҫ.

Измерили что-то по плану, подсчитали и сказали, что до города четыре километра и через час, примерно, мы будем дома.

Эпир мӗн пирки аташса кайрӑмӑр // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эсир илтнӗ те пулӗ: медиксем хӑйне уйрӑм аппарат шутласа кӑларнӑ, вӑл тикӗс те пӗр пек ритмпа ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсир йӑнӑш туса хунӑ, Звягинцев, эсир хӑвӑрӑн пур ӗҫӗрсене те тӗплӗн шутласа тунине шута илсен, сире уншӑн каҫарма та ҫук.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьяловпа Ольӑна пӑхӑнман вӑхӑт питӗ хӑвӑрт шурӗ, унӑн сехечӗн ҫутӑлакан циферблачӗ ҫинчи стрелка йӗппи минутсене шутласа пычӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Анчах та хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха, кун пек юрамасть вӗт!

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шутласа тупнӑ та вӗт!

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Владимир Андреевич, хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха: мӗн каламалла пулнӑ ман ӑна?

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех