Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шурлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
шурлӑх (тĕпĕ: шурлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вырӑнта пултӑмӑр: епресе тӑракан шурлӑх ҫинче унӑн пилотки выртнине куртӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫак кунах ротӑна вӑрттӑн сукмакпа шурлӑх витӗр хамӑрӑннисем патне илсе тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Турат хуҫӑлсан, шурлӑх мана пӗтӗмпех ҫӑтса ярать…

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ҫук, сана хамӑн ҫапӑҫури юлташсене сутма памастӑп! — терӗм те винтовкӑна шурлӑх ҫине хурса тӗллерӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пӗтӗмпех паллӑ: тӗпсӗр шурлӑх мана ҫӑтма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пӑхатӑп та — малта чӗтресе тӑракан шурлӑх.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Чылай утрӑмӑр, анчах ниепле те кирлӗ сукмак тупаймастпӑр, ӑҫта пырса тухмастпӑр — шурлӑх пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Пӗртен-пӗр ҫул — чӑтлӑх витӗр, ҫын иртейми шурлӑх урлӑ хамӑрӑннисем патне тухасси.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Тӗлӗнмелле: мӗнле инкеклӗ пулчӗ шурлӑх тени Савин ҫемйишӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Шурлӑх тӑрӑх нумай ашрӗ унта вӑл, темӗн те курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Шурлӑх ансӑрланнӑ тӗлте кӗпер пур, ун урлӑ каҫсан, каллех вӑрман, ҫакӑн пек вӗҫӗ-хӗррисӗр хыр вӑрманӗ тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ку шурлӑх таҫта ҫитиех тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӑшт канса илтӗмӗр те каллех вӑрманпа пыратпӑр, анчах пирӗн каяс ҫул ҫинче шурлӑх пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Паҫукпа Елена Максимовна та темиҫе хутчен вӑрмана шалалла кайса килчӗҫ, унтан хурӑн кӗпҫипе шурлӑх кӑшкар утисӗр пуҫне нимӗн те тупса килеймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрман та шурлӑх.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӗнтӗ Алендеевӑн та, сарлака ҫӑварне кранк! кранк! кранклатакан шур курак пек карса, сехре сиктернӗ, шуйттанӑнни пек вутлӑ симӗс куҫӗпе «Сталина» тӑрӑннӑскерӗн, ҫан-ҫурӑмӗ ҫийӗн сивӗ чупса иртрӗ, ҫӳҫӗ йӑшӑлл! ҫӗкленчӗ, вирелле тӑчӗ, пичӗ шурсах кайрӗ, юн тарнӑ, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗн сӗмӗ сӑрхӑннӑ тути йӳҫекен шурлӑх пек хӑмпӑланкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Йӳҫек пичӗ-куҫӗ — пӑнтӑх шурлӑх.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Сасартӑк Валентина Ивановна салхуллансах кайрӗ, питне «типӗ», ӑмӑр тӗтре хупласа хучӗ тейӗн, куҫӗ те, чӗрӗлӗхне, йӑлтӑрккине ҫухатса, тӗксӗм шурлӑх кӳленчӗкне ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑрманта, «шур-шур шурлӑх» урлӑ аякра, килсӗр-ҫуртсӑр, хуҫисӗр, ҫӗтсе ҫӳрекен урнӑ йытӑ хом-хом-хом… хомлатнӑ пек те илтӗнчӗ ҫак сасӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кун пекех кайнӑ пулсассӑн, ҫур сехетрен киле ҫитеттӗмӗрех пулӗ, анчах шурӑ хурӑнлӑ, ӑвӑслӑ-чӑрӑшлӑ шурлӑх хӗрринче, пурсӑмӑра та шартах сиктерсе, пӗр ҫын ҫав тери хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех