Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах Йӑкӑнат, хӑйне ҫул ҫинчен тӗртсе ярасран шикленнипе пулас, сасартӑк ҫӗре ларнӑ.А Игнат вдруг сел на землю, видимо опасаясь, что его просто столкнут с дороги.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Сергей, шикленнипе, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхма чарӑнмарӗ-ха, ҫав хушӑрах Арто, хӗпӗртенипе, хӑлхисемпе пӑяв татӑкне силлентерсе ун ҫине сиккелеме те пуҫларӗ, чупса пынӑ вӑхӑтрах ачана тутинченех ҫуласа илме тӑрӑшрӗ.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
— Мучи шикленнипе шӑппӑнрах калама пуҫларӗ.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Шикленнипе ним ӑнланмасӑр Уча пулеметне ҫӗрелле тытнӑ та вӑрманалла пӑхса тӑрать.Онемев от страха, всеми забытый, Уча стоял, опустив пулемет и глядя в лес.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хуллен яра-яра пусса, шикленнипе каялла ҫаврӑнса пӑхса, мастер тӗттӗм сарай патнелле утрӗ.Осторожно шагая и с опаской оглядываясь, мастер двинулся к темному сараю.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Организаци хавшаннӑ. Халӗ тата раки хутшӑнать. Шикленнипе ӗҫет», — шухӑшларӗ Павӑл.Нерешительность партийной ячейки. А теперь — водка. От страха пьет», — подумал Павле.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Савӑннипе, ҫав хушӑрах тата тем пуласран шикленнипе Чочой та, ура ҫине тӑрса, Нутэскинпа пӗрле кӑшкӑрса ячӗ:
«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Паллах ӗнтӗ, вӑл Король каллех командир вырӑнне йышӑнасран хӑранӑ пулсан, ку вӑл хӑй ун вырӑнне командир пуласран шикленнипе мар, урӑх сӑлтавпа пулнӑ.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл урӑхла шухӑш тытасран шикленнипе васкаса, эпир вӗсене, Варя инкепе иккӗшне ҫичӗ сехетре пыракан поезд патне кӗтсе илме тухасси ҫинчен калаҫса татӑлатӑп, унтан эпир ҫавӑнтах сывпуллашатпӑр та трамвай ҫине ларатпӑр.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кунта халь эпӗ, хам пултарнӑ таран, художник калавне каласа паратӑп; паллах вӑл, ҫырса илнӗскер, ҫын сӑмахӗсене пӗтӗмпех каласа пама ҫуккипе те, хамӑн статья пысӑкланса каясран шикленнипе пӗтӗмпех ҫырмантан та калав пахалӑхӗ нумай чакать.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Начар вӗреннипе инспектор хама гимназирен кӑларса ярасран шикленнипе хӑтлантӑм.Я боялся, что инспектор прогонит меня из гимназии за то, что плохо учусь.
Юлташ пул // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Тен, пирӗн сӗм ҫӗрлерен шикленнипе вут хунӑ вӗсем, э?
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл самантра ку ыйту мана мӗнпурӗ те ун укҫи пуррине вӑрӑ-хурахсем сисмӗҫ-ши тесе шикленнипе ҫеҫ шухӑшлаттарчӗ, вӗсем, ман шутпа, ҫак тусен хушшинче, Хура тинӗсри дельфинсем пекех, темӗн чухлӗн ҫӳренӗн туйӑнчӗ мана.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Васильев машина патне пычӗ, иртнӗ чухнехи пекех вӑл ун ҫинелле пӗшкӗнчӗ, машина ҫав тери хӗрсе кайнинчен шикленнипе унӑн пичӗ самантрах улшӑнчӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Студент, шикленнипе пулас, ҫийӗнчех такӑнчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Сморчковпа Маховшӑн шикленнипе вӑл пӗрмаях утрав еннелле пӑхкаласа илчӗ.Он все оглядывался на остров, тревожась за Сморчкова и Махова.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Провод Таня аллинче пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл: ҫӗнӗ проекта ҫирӗплетнине, Батманов хӑйпе пӗрле Роговпа Карпова илсе пынине, инҫетри участоксемшӗн шикленнипе строительство начальникӗ васканине пӗлсе тӑнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пролив урлӑ нефтепровод хурасси ҫинчен шухӑшланипе, шикленнипе салхулланнӑ Батманов Рогов участокӗнче савӑнни сисӗнчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Тарӑхнипе тата ытларах шикленнипе, Махов ҫул ҫинелле пӑхса тӑчӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Виҫӗ кун хушшинче сводкӑсем пулман, вара фронтра пулма пултарнӑ улшӑнусем ҫинчен Шмелев калаҫнине итлесен, Алексей шикленнипе хӑйӗн чӗри каллех ыратса кайнине туйса илчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.