Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шикленерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле ҫыру тата? — шикленерех ыйтрӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӳрех каламалла: Эрхиппе тӗл пуласран шикленерех парать-ха вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ вӑл пӑрахут ҫине шикленерех кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑҫта сирӗн пуҫлӑх, халех кунта чӗннӗ пултӑр, — текелетӗп шикленерех.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Тоня! — кӑшкӑрчӗ Лена трактор шавне хуплас пек хӑйӗн аякка саланакан сассинчен шикленерех.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Унтан, кӑнтӑрла, ҫимеллисем илме Оля кайрӗ, Володя ӑна кӗтсе тек-текех ҫул ҫине шикленерех пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Мӗн тунӑ вара эпӗ? — шикленерех ыйтрӗ Тихӑн.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Механизаторӑн ҫивӗчрен те ҫивӗч сӑмахне пӗтӗм тӗнче илтмелле ян! та ян! янратма радиора ӗҫлекенсем шикленерех тӑнӑ-тӑр.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хапха алӑкне шикленерех уҫнӑ чух та вӑл Саркайпа Мерчен Мишшине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Трахви укӑлча еннелле таплаттарчӗ — Таранов палланӑ хапха алӑкне шикленерех уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ашшӗ йывӑр чирлени, вырӑнпах выртни ҫинчен хыпар илсен Таранов яла шикленерех кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун патне ҫитетӗн те алӑ тӑсма шикленерех тӑратӑн — шӗвӗр йӗпсем хӑратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Мана ӗненетӗр-и эсир? — шикленерех ыйтрӗ Изамбаев улӑма канӑҫсӑррӑн кӑштӑртаттарса.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Инҫех те мар пуль? — пӗрре шикленерех, тепре савӑнарах каларӗ Санюк.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫапла каласанах, Санюк та йӗме чарӑнчӗ, сӑмсипе нӑш-нӑш турӗ те йӗри-тавралла шикленерех пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Амӑшӗ ачасене ҫул ҫине тухас пирки шикленерех каларӗ пулсан та, ачисем ӑна хаваслансах кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Иван Яковлевич та, шкулти пӑлхавӑр хыҫҫӑн, шикленерех тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл халь, ак, чӑнах та, ман ҫине ӑнланмасӑр, шикленерех пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

— Ҫумра пӑшал-качка пулсан, вӗсем пире ним мар шӑлса пӑрахма пултараҫҫӗ, — шикленерех хушса хучӗ тахӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах юлан утпа килекенсем хӑйсем мӗн курнипе ҫырлахмарӗҫ-ха, вӗсем кӑшт шикленерех лерелле, ял варринелле пӑхрӗҫ: тӗрӗс-тӗкелех ларать-и ял, мӗн курӑнни ун ҫунса пӗтеймен кӗлетки ҫеҫ мар-и?

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех