Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шая (тĕпĕ: шай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑ маларах асӑннӑ шкулсенчи вӗренекенсем тӗрлӗ шайри олимпиадӑсенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче тата ытти тӗрлӗ мероприятисенче мала тухса округ, республика чысне ҫӳллӗ шая ҫӗклени те лайӑх ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Чиновниксен шучӗпе, пӗрлешни инженерсене хатӗрлес ӗҫе ҫӗнӗ шая ҫӗклеме, укҫа-тенкӗпе тухӑҫлӑрах усӑ курма пулӑшмалла-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Фестивалӗн тӗллевӗ — ҫак опыта пӗрлештересси, аталанура ҫӗнӗ шая тухасси, республикӑн туризм илӗртӳлӗхне ӳстересси», — палӑртнӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

«Сантӑр вӗскӗртрӗ. Малтан калаҫса татӑлсах хирӗҫтерсе ятӑмӑр сана. Шутламан та ӗҫ ҫавӑн пекех шая каясса. Юрать-ха, хӑтӑлтӑн. Каҫар», — тет.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унӑн мӑнкӑмӑллӑхӗ этеме тивӗҫлӗ шая ҫӗкленчӗ, ҫавна май вӑй-халӗ хушӑнчӗ, пултарулӑхӗ аталанчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн продукцине тиесе ӑсатассин калӑпӑшӗ чи ҫӳллӗ шая ҫитрӗ.

Пиковых значений достигла отгрузка продукции Вурнарского завода смесевых препаратов.

Олег Николаев Химик кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/28/ole ... nem-himika

Информаци кунӗнче пӑхса тухмалли тӗп ыйтусенчен пӗри вӑл — ҫул-йӗр пахалӑхне кирлӗ шая ҫитересси.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа тӗл пулчӗҫ, округри ӗҫсемпе паллашрӗҫ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b0/

Харпӑр хутшӑнура туйӑмсем ҫӗнӗ шая куҫӗҫ.

В личной жизни возможен переход на новый, лучший уровень развития.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пушарпа ҫӑлав спорчӗпе ӑмӑртни пушар сӳнтерекенсемпе ҫӑлавҫӑсене хатӗрлемелли шая ӳстерет, ҫавӑн пекех сывӑ пурнӑҫ йӗркине упрама хистет.

Куҫарса пулӑш

Пушарпа ҫӑлав ӑмӑртӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61155

Конкурса хутшӑнакансен ӗҫӗсене хакланӑ май тӳресем Раҫҫейре ҫамрӑксен журналистики ҫӳллӗ шая ҫӗкленнине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

«Професси ӑсталӑхӗн» чемпионачӗн тӗллевӗ – рабочи специальноҫӗсен сумне анлӑ сарасси, пысӑк квалификациллӗ специалистсен ҫӗнӗ ӑрӑвне ӳстересси, професси пӗлӗвне ҫӗнӗ шая ҫӗклесси.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх чемпионатне хутшӑнаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60769

«Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗн тӗллевӗсенчен пӗри - пӗрремӗш пулӑшу парассине тивӗҫлӗ шая ҫӗклесси.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12492-ya ... -k-sav-n-c

Сирӗн умра ҫӗнӗ майсем уҫӑлма, хальхи хутшӑнусем ҫӗнӗ шая куҫма пултарӗҫ.

И здесь перед вами могут открыться новые перспективы, текущие отношения могут перейти на новый уровень развития.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӑван ҫырулӑхсӑр ҫак чӗлхепе калаҫакан халӑхсене, ӗмӗрхи тӗттӗмлӗхрен хӑпса, ку чухнехи шая ҫитиччен ӳсме май пулман та пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Вӑл пирӗн самана ҫуратнӑ паянхи пурнӑҫ ҫынни тулли те витӗмлӗ сӑнарне сцена ҫине илсе тухмалӑх, чӑн-чӑн героикӑллӑ, романтикӑллӑ драма ҫырас шая хӑпарса ҫитеймен-ха.

Куҫарса пулӑш

9. Драматурги ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Раҫҫейри чӑвашсен федераци наци культура автономийӗн ӗҫ-хӗлне ҫӗнӗ шая кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

ХХ ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчи чӑваш прозин чи паллӑ тӗпчевҫисенчен пӗри Г. Федоров та Н. Мартынов калавӗ-повеҫне яланах Хв. Уяр, А. Артемьев, Ю. Скворцов, В. Игнатьев пултарулӑхӗпе пӗр шая лартса тӗпченӗ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Ҫакӑ учительсем ҫине тата та ытларах тимлӗх уйӑрма, вӗсен пархатарлӑ ӗҫне ҫӳллӗрех шая ҫӗклеме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Республикӑн Культура министерствинче палӑртнӑ тӑрӑх, Ирина Меньшикова — хӑй ӗҫӗнчи чӑн ӑста, вӑл ертсе пынипе музей ҫӗнӗ шая тухнӑ.

Как указывается в сообщении Министерства культуры республики, Ирина Меньшикова — настоящий мастер своего дела, под руководством которой музей вышел на новый уровень.

Ирина Меньшикова 55 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34568.html

Ҫавна пулах пуль халӗ тантӑшӗсенчен ытларахӑшӗнни пекех, Ула Тимӗр сӑн-питӗнче те ҫамрӑк, вӗри юн выляни, тапса тӑракан вӑй-хал палӑрсах каймасть, пӗвӗ те пурӑннӑ ҫулӗсен шутне тивӗҫлӗ шая ӳссе ҫӗкленеймен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех