Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шарламарӗ (тĕпĕ: шарла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ывӑлӗн тем пекех пӗлес килчӗ пулин те, ашшӗ ӑна хӑй мӗн шухӑш тытнине шарламарӗ: те ӗҫ тухать-ха унӑн, те ҫук.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Усеин-Сеит пирки вӑл нимӗн те шарламарӗ, хӑй вара ӑна ялан князь тесе чӗнме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мамич-Бердей вара шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл хӑй те: «Ҫапла-и, князь?» — тесе ыйтасшӑнччӗ, шарламарӗ: ку элчӗ пит чӑрсӑррӑн калаҫать манпа тесе шутлӗ тата.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхан ӑна туртса кӑларчӗ те казаксене ҫыхакан ҫамрӑксем еннелле пӑхса пуҫне сулкаларӗ: «Ма вӗлертӗр ҫӗрпӗве?» теесшӗн пулчӗ-тӗр те, нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ятламас «Пырса тӗрӗсле ара!» тесе йӗкӗлтесшӗнччӗ, шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна та, кӑна та шарламарӗ турхан, вӑл ҫут тӗнчере Иливан пуррине те манса кайрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхан: «Апла тепре килме шутлатӑр-ха?» — тесе вӑрҫса тӑкасшӑнччӗ, шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эрнепи шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Никама шарламарӗ, анчах ӑшра ҫакӑншӑн та пӗчӗк ача пекех хӗпӗртерӗ каччӑ: Япанча ҫыннисем Тукай урхамахӗн сӑнчӑрлӑ тӑллине те ҫӗмӗреймен.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шигалей темисе кун хушши шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кшиляр ӑна мӗнле те пулин тӳрккес сӑмах каласа тавӑрасшӑнччӗ, шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ахтупай хӑйӗн ывӑлӗ Эрнепи ҫинчен пӗр сӑмах та пулин каласса кӗтрӗ, анчах Иливан амӑшӗ пирки нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл качча тем те пӗр каласа тӑкасшӑнччӗ, анчах чӑтрӗ, шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӗрарӑм та урӑх шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хӗр шарламарӗ, ҫивӗтне пуҫӗпе сӗлтсе каялла ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Коля, кӗнеке ҫинчен пуҫне ҫӗклесе, ун ҫине ҫиллессӗн пӑхрӗ, анчах нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ун ҫинчен шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Михапар турӑх ҫине симӗс сухан кӑна тураса ҫирӗ, ҫӑвас вырӑнне ҫав тирӗкех ӑшӑннӑ сӑрине ярса ӗҫрӗ те арӑмне тӑма калас тесе пынӑччӗ — шарламарӗ.

Михабар накрошил в турых-варенец зеленого лука и выпил; вместо мытья ополоснул чашу пивом и тоже выпил. Хотел сказать Укке, мол, пора, поднимайся, но не стал будить:

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех