Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нина Яковлевнӑна сӗт йышӑнакан пулма шансан, хӗрарӑм пысӑк хастарлӑхпа ӗҫе тытӑннӑ.
Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/
Ҫак пысӑк яваплӑ ӗҫе шансан пуҫра ҫӗнӗ тӗллевсем капланма пуҫларӗҫ.
Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/
Ҫамрӑкрах чухне юрланӑ юрӑсенче Тилли турра-пӳлӗхе, турӑ ҫырнине асӑнать, халӗ вӑл «турра шансан, турат ҫине тӑрӑнан» тет; ӑна халӗ пуп та, мулла та кирлӗ мар, вӑл «ан сун мана эс, пуп, леш тӗнчесем» тет.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Маркелӑн путек пек йыттине шансан…
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ҫамрӑккисене шансан сӗм суккӑр пулӑн, мана эсир кӑна пулӑшма пултаратӑр, — кил хуҫи ҫине чӑр та чӑр пӑхкаласа илчӗ Ярабаев.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Сывлӑх аптрамасть пек, вӑй пур — халӑх шансан бригадирӗнче ҫитмӗл ҫула ҫитиччен те тар тӑкатӑп пуль-ха, ӗҫӗ маншӑн алӑ ҫемми», — ҫапларах каланӑччӗ вӑл пӗррехинче, анчах хайхискер утмӑла кайрӗ кӑна — ӗҫне пӑрахма васкарӗ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ашшӗне шансан, ӗмӗрне те этем пулас ҫук унран.
Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.
Арӑмпа ывӑла шансан тепрер ҫултан ҫап-ҫара тӑрса юлатӑп.
13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Мана шансан усси нумаях пулмӗ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сире шансан… —
Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫын хӑйӗн вӑйне шансан ҫеҫ мӗн те пулин тума пултарать.Если человек верит в свои силы, только тогда он сможет что-то сделать.
Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Сире шансан…
Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Сехре пеккисене шансан, лашасене часах ҫӗклесе тӑратмалла пулать!
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Сире шансан Атӑла пуҫхӗрлӗ сикес пулать.
9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӑна шансан ухӑ тепӗр уйӑхран та пулмасть.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑвӑра шансан сирӗн умра чылай алӑк уҫӑлӗ.Если будете уверены в себе в данный период, многие двери могут открыться перед вами сами собой.
8-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Хӑвӑра шансан чылай ҫул сирӗншӗн уҫӑ пулӗ.Если будете уверены в себе в данный период, многие двери могут открыться перед вами сами собой.
19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ӗҫе пӗлсе пурнӑҫласан, хӑвӑр вӑя шансан сире ӑнатех.Грамотный подход к делу и уверенность в своих силах обеспечат вам успех.
17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Земствӑна ҫеҫ шансан, тепӗр ҫӗр ҫултан та чӑвашсем валли шкул ҫурчӗсем ҫителӗклӗ туса лартаяс ҫук.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫын ҫине шансан, — уйри тыр-пула та чипер пуҫтарса кӗртеймӗн, — тапратрӗ ватӑ Паймук Микихверпе амӑшӗ умӗнче.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
- 1
- 2