Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанса (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫитес ҫул шкул тума пуҫлас ыйтӑва татса парасса шанса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Апла пулин те вӗсем шанса панӑ ӗҫе тӑрӑшса туса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Кам мана колхоза шанса патӑр?!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ыттисене пит шанса параймастӑп ку ӗҫе! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл пурте илтмелле.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗр ӗҫӗнче вӑй пухса ӳснӗ хресчен ҫӑкӑр хакне, техӗмне пӗлет, ҫавӑнпа вӑл мелнике кӗрес текен ҫынна арман шанса париччен малтан, пулас кине пӑхнӑ пек, мӗнпур енчен ҫавӑркаласа пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑмӗ пурри пур ман, анчах Укане шанса кам мӗн патӑр?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Йӗтеме сана шанса панӑ вӗт.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван мана шанса хӑварчӗ ку ҫурта!

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Барон аса илеймессе шанса, выльӑх-чӗрлӗхне асӑнмасӑрах хӑварчӗ Юхин.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗн тӑвас пирӗн икӗ витре эрехпе; Кунта тӑватӑ витрелӗхрен те кая мар! — халӑх шутласа илеймессе шанса, пир чӑннипе мӗн хак тӑрассине шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, пир тӑрӑхӗсене тупма пулассине шанса, хӑюллӑн сӑмах чӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ мана шанса ӗненни ман хуйхӑма ҫӑмӑллатрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Цирк хуҫи, кӗрешекенсем ҫӗнессе шанса тӑраканскер, тӑруках хӑраса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа вӑл, хура маскӑшӑн укҫа хурсан ним иккӗленмесӗр выляса илессе шанса, арена ҫине тухрӗ те:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахмет ещӗке вырӑна йӑтса ҫитерсе хӗрӗх тенкӗ илессе ним иккӗленмесӗр шанса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑнсӑртран килсе тухма пултаракан телее шанса, халӑх хушшинелле кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уя тухсан, урӑх никампа та тӗл пулмасса шанса, вӑл канлӗрех утма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь вӗсене татӑк ҫӑкӑрсӑр, такам ҫине шанса хӑварасшӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Константин Малышевӑн пуласлӑхӗ пысӑк пулнӑран, «Ачалӑхӑм» хыҫҫӑн анлӑрах кӗнекесем тухасса шанса, пӗр-ик асӑрхаттару каласа хӑварӑп.

Куҫарса пулӑш

Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html

Хӗрӗх ҫул хушшинче ӑна режиссерсем мӗнле кӑна роль шанса паман пуль?!

Куҫарса пулӑш

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех