Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ильмир Борисович ачасене пушар машини шалтан мӗнле курӑннине, шыв тулакан бак ӑҫтине, пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе усӑ курнине, пушар сӳнтернӗ чухне кирлӗ ытти хатӗрсемпе мӗнле усӑ курнине кӑтартнӑ.
Ача сачӗн воспитанникӗсем пушар чаҫӗнче хӑнара пулнӑ // Марина Иванова . https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ln-3771403
Магазинсене шалтан та, тултан та хӑтлӑхпа илемлӗх кӗртнипе пӗрлех ҫынсене пулӑшу памалли урӑхла йышши майсем те ӗҫе кӗртсе пынӑ.
Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/
Шалтан епле-ши ку пӳрт-ҫурт?
Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
2020 ҫулта культура ҫуртне шалтан юсанӑ: урайне ҫӗнӗрен сарнӑ, тӳпене юсанӑ, ҫӗнӗ сцена тунӑ, унсӑр пуҫне электричество, хутса ӑшӑтмалли тытӑмсене ҫӗнетнӗ, алӑксемпе чӳречесене улӑштарнӑ.
Клуб хӑтлӑланнӑ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11882-klub-kh-tl-lann
Паллӑ авторсен кӗнекисене вуласа тухни Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсем ҫине шалтан пӑхма тата Ҫӗнтерӳ хакне ӑнланма пулӑшӗ.
Пишпӳлекри тӗп библиотека Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесен куравне йӗркеленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... en-3757125
Тул енчен те йӗплет, шалтан та.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Унччен хӑйӑлти саслӑн тиклетсе шакканӑ сехетӗн чӑкӑр-чӑкӑр куккукӗ, Ваҫук таврӑннине курма васканӑн, таҫтан шалтан, хӑйӗн йӑвинчен вӗҫсе тухрӗ те хавассӑн: «Кук-кук! Кук-кук!» — тесе саламларӗ.
11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Унашкал сӑмаха, ывлӑм, ват пек йӳҫӗ куҫҫуль юхтарнипе те, чышкӑ чӑмӑртаса хӑлаҫланнипе те шалтан, чунран хӑваласа кӑларма ҫук.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Анчах та ҫакна сӑнарӑм: эпӗ шалтан ҫӗннине йышӑнма хатӗр мар пулсан, хуть те мӗн кала, усӑсӑр.
«Пирӗн йӗри-тавра информаци пайтах…» // Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/1728
— Ку пӗтӗмпех таҫтан шалтан килет.
Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896
Вӑл шалтан та, тултан та илемленчӗ, ҫӗнӗ кӗнекесемпе пуянланса пырать.
Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/
Ҫавӑнпа инҫете каякан ҫырӑвне тулаш енчен те, шалтан та хитре хайлама тӑрӑшрӗ вӑл.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫимун пӑрланнӑ алӑка шалтан тапса уҫрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Юрӗ, Сантӑркка, — терӗ вӑл шалтан тухакан наркӑмӑшлӑ сассипе.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Нимех те пулма-и-ҫке, — таҫтан шалтан илтӗннӗ унӑн яланхи пекех йӑваш сасси.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Шалтан, ӑш-чикрен чӗтретекен пӑшӑрхану туйӑмӗ, хӑрани тухнӑ май мана каллех силле пуҫларӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Аякра пурӑнакан чӑвашсем ун чухне пирӗншӗн аваллӑха упраса пурӑнакан, чӑвашӑн асамлӑ пурнӑҫне шалтан пӗлекен, чӑваш халӑхӗн философине тӗплӗн ӑнланакан йӑхташсем пек туйӑнатчӗҫ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
— Атя, Куля, кӑтарт кун ҫутипе тунӑ хӑвӑн ӗҫне, — таҫтан шалтан тухакан сассипе калаҫрӗ амӑшӗ пахчана утнӑ май.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Алӑка тата ытларах уҫӑр-ха, — илтӗнчӗ шалтан Санькка аппа сасси.
Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.
Хӗр ун патне ҫывхарнӑ вӑхӑтра алӑкӗ уҫӑлчӗ те шалтан темӗнле тимӗр «алӑсем» кирпӗч тултарнӑ контейнера кӑларса лартрӗҫ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.