Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шалт сăмах пирĕн базăра пур.
шалт (тĕпĕ: шалт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнта кайӑр, — терӗ те алӑка шалт! хупрӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шалт аптраса ҫитрӗмӗр-ҫке.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сан пирки эпӗ уретникпе шалт хирӗҫсе кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев шалт тӗлӗнсе кайнӑ: ҫавӑн чухлӗ укҫа паракан ҫын ку таранччен, вӑл астӑвасса, пулман.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Велосипедӑн шалт аптӑранӑ хуҫи машинине ӑҫта лартас-ши тенӗн пӑхкалать, ирӗкленсе, ахӑртнех, хӑйӗн ҫиллине кӑларасшӑн, анчах полисмен ҫапӑҫтармарӗ.

Остолбеневший хозяин велосипеда уже начал оглядываться, куда прислонить машину, чтобы, освободясь, дать выход своему гневу, но полисмен не допустил драки.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Ҫук вӑл ҫын, — терӗ вӑл, чӳречине шалт хупса.

— Нету такого, — ответила она, захлопывая окно.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫӑра шалт! турӗ.

Замок щелкнул.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Эпӗ месерле выртрӑм, — тӑсрӗ Пенкаль, — мӗншӗн тесен шалт аптӑраса тата хӑраса ӳкрӗм.

— Я лег на спину, — продолжал Пенкаль, — потому что был сражен и напуган.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

— Эсир пӗтетӗр, вилетӗр… — негр шалт ҫапса хуҫас тесе шӑпланчӗ.

— Вы погибли, умрете… — негр сделал паузу с расчетом ошеломить.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Калюков тек пӗр самант та тӑхтаса тӑмарӗ, алӑкран пуҫне йӑпӑрт кӑларчӗ те, такамсем кунталла чупса килнине асӑрхаса, ӑна шалт хупса лартрӗ, вара урайӗнчи вӑрттӑн алӑкран чӑмрӗ, пӳрт айӗпе ҫырмана тухсан, пӗр самант ҫеҫ тавралла пӑхса илсе, тӗмсем хушшине мар, айккине, сылтӑмалла сиксе ӳкрӗ, куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Санюка тытса кайнӑшӑн шалт кулянса ӳкнӗскер тата ҫакӑншӑн хӑй пӗлмен такамсене ҫав тери тарӑхса кайнӑскер, Калюков Сидора тек хирӗҫлемерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑт, шельмӑ, манран пытарать… — терӗ Петр Никифорович шалт аптӑраса.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗлетӗн-и, Филимон Петрович, тепӗр чухне иртнӗ пурнӑҫа тишкерме тытӑнатӑп та шалт тӗлӗнетӗп: мӗн чухлӗ йӑнӑш туса пӗтермен-ши эпӗ хам ӗмӗрте!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫе вырнаҫаймарӑм-ха, вырнаҫасси те пӑхса курӑнмасть, шалт аптӑрарӑм.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хальхинче шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ: Урапа Ваньккине шыраҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урапасен килне кӗрсен кӑна тӑна кӗчӗ, килкартине, пӳрте ухтарам пек туса, кӑшт пӑхкаласа тухсан, шалт аптӑранӑ Тарьепе калаҫкаласа ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Угрозыск ҫыннисем Телегина шыраса ҫӳренине пӗлсен, ял Совет председателӗ Шиков шалт аптӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эп вара… шалт аптрарӑм, тупата, пӗтӗм пурнӑҫа аса илсе тухрӑм ҫак кунсенче, Совет влаҫне хирӗҫ тунӑ пӗр ӗҫ тупаймарӑм, — тесе, Телегин каллех хӑй вырӑнне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Апла… мӗн тӑвас-ха ман? — шалт аптӑрарӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫекӗл те татӑлчӗ, те ункинчен вӗҫерӗнчӗ — шалт! турӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех