Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑнланмалла ӗнтӗ: калӑпӑр, юрату вӑл — арҫынпа хӗрарӑмӑн чун-туйӑм шайӗнчи хутшӑнӑвӗсем.Понятно, скажем, что любовь — это отношения между мужчиной и женщиной на духовном уровне.
Александр Грин тата паянхи ӑру // Арсений Тарасов. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 5–9 с.
Конкурс темисем ҫапларах: «Тӑван енӗм чаплӑ ҫынсемпе пуян» (Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи паллӑ ҫынсем пирки), «Мухтава тивӗҫлӗ ҫынсене чыслар» (Чӑваш Республики шайӗнче паллӑ ҫынсем пирки), «Мухтав сана, ентешӗм» (район е ял шайӗнче паллӑ ҫынсем пирки).
«Упрар тӑван чӗлхемӗре» конкурс иртет // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31237.html
Республика шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-композиторне Олимпиада Агаковӑна халалланӑ.
Олимпиада Агаковӑна халалласа «Сарпике» конкурс иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31232.html
Халӗ ӑна ҫӗршыв шайӗнчи культура эткерлӗхне кӗртесшӗн.Сейчас его хотят внести в реестр культурного наследия страны.
Раҫҫей журналисчӗсем Мӑкӑр кӗперне ӳкернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31071.html
Федераци шайӗнчи, муниципалитетсем хушшинчи тата вырӑн пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫулсерен ҫӗршер ҫухрӑм юсанса ҫӗнелеҫҫӗ, кӗперсемпе транспорт ункисем хута каяҫҫӗ, ҫуртсен картишӗсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Ҫул-йӗр хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/20/news-3958855
Фестиваль валли ирттернӗ 25 минутлӑх видеоурока район шайӗнчи жюри ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗртнӗ.
Чӑваш чӗлхи урокӗ районти фестивальте ҫӗнтернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30638.html
Унти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева «Контактра» ушкӑнри шкул пабликӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем ҫулсеренех район шайӗнчи уроксен фестивальне хутшӑнаса пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаҫҫӗ. Кӑҫал ӑна Сӑрпа Хусан чиккисен хӳтӗлевҫисене халалласа ирттернӗ».
Чӑваш чӗлхи урокӗ районти фестивальте ҫӗнтернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30638.html
Раштав уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Мускавра Тӑван чӗлхе вӗрентекен учительсен ҫӗршыв шайӗнчи XV ӑсталӑх-класӗ иртнӗ.21–22 декабря в Москве прошел XV международный мастер-класс учителей родного языка.
Чӑваш чӗлхи учителӗ Мускаври ӑсталӑх сехетне хутшӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30589.html
Налук органӗсен коронавирус пандемийӗн условийӗсенче хуҫалӑх субьекчӗсен ҫухатӑвӗсене чакарас тӗлӗшпе вӗсене федераци тата регион шайӗнчи пулӑшу мерисемпе тивӗҫтерессинчи пӗлтерӗшӗ уйрӑмах пысӑк.
Раҫҫей Федерацийӗн налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2020/11/20/glava-chu ... aet-s-dnem
Халӑх маскӑпа усӑ курни кӑшӑлвирус чирне 53% чакарма май пани ҫинчен The Guardian пӗлтерет, ҫакна вӑл British Medical Journal журналта пичетлесе кӑларнӑ тӗнче шайӗнчи тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗсем ҫине таянса калать.
Ӑсчахсем маска тӑхӑннин усси пысӑк пулнине палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30279.html
Вӑл - ЧР тава тивӗҫлӗ врачӗ, республика шайӗнчи «Медицина - мое призвание» проектӑн ҫӗнтерӳҫисенчен пӗри.Она — заслуженный врач ЧР, один из победителей республиканского проекта «Медицина — мое призвание».
Анна Любимова: "Ҫут тӗнче илемне кашниех курайтӑр..." // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=892&text=news-publikacii
Чӑваш Енре туса кӑларакан машинӑсемпе техника тӗнче шайӗнчи конкуренцие тивӗҫлипе хутшӑнаҫҫӗ.Производимые в Чувашии машины и техника конкурирует на мировом уровне.
Олег Николаев Машиностроитель кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/09/23/glav ... et-s-dnyom
Хулань — Хэйлунцзян (КХР) провинцинчи ҫумпровинци шайӗнчи Харбин хулан ӑна пӑхӑнса тӑракан хула евӗрлӗ районӗ.
Хулань // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A5%D1% ... 0%BD%D1%8C
Куллен область шайӗнчи «Сямжа марафонӗ» йӗлтӗр ӑмӑртӑвне ирттереҫҫӗ.
Сямжа // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D1% ... 0%B6%D0%B0
Халӑх йышӗ — 2018 ҫулхи кӑтартусем тӑрӑх 294 807 ҫын пурӑнать, ытларах турккӑсем; тинӗс шайӗнчи вӑтам ҫӳллӗшӗ — 820 м.
Чорум // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A7%D0% ... 1%83%D0%BC
Чӑваш Ен тӗп хулинче регион шайӗнчи «Аптека ҫурчӗ, XIX ӗмӗр вӗҫӗ» культура еткерӗн объектне юсама пуҫӑннӑ.
Шупашкарта хулан пӗрремӗш аптека ҫуртне юсама тытӑннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/28815.html
Сирӗн ӑсталӑх Чӑваш Енре Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи фестивальсемпе конкурссене ирттерме, юрӑ-кӗвӗ тата театр проекчӗсене пурнӑҫлама май парать.
Культура ӗҫченӗсен Кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/03/25/glav ... aet-c-dnem
Муркаш районӗнче регионсен шайӗнчи халӑх юрри шӑрантаракансен виҫҫӗмӗш фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.В Моргаушском районе прошел третий межрегиональный фестиваль-конкурс исполнителей народной песни.
«Авалхи юрӑсен сасси» конкурса хутшӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27785.html
Унта тӗнче шайӗнчи балет артисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Ҫулталӑк «Пӗрле!» концертпа вӗҫленӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/27375.html
Республика шайӗнчи зал ҫукки ура хурать.
Ӑста спортсмена хатӗрлеме вунӑ ҫул кирлӗ // Хыпар. «Хыпар», 72-73 №№, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗ, 9 стр.