Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шайне (тĕпĕ: шай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Вӗрентӳ сферинчи специалистсен ҫӳллӗ шайне вӗсен вӗренекенӗсен пӗлӗвӗ кӑтартса парать тесе шутлатӑп. Йӑлана кӗнӗ конференци вӑхӑтӗнче эсир ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли тӗллевсене палӑртрӑр, тунӑ ӗҫсене пӗтӗмлетрӗр», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/

Ҫак фактсем хӑйсемех Петр Николаевич чунне парса ӗҫленине, халӑх хуҫалӑхне аталантарассишӗн, ҫынсен пурнӑҫ шайне аванлатассишӗн тӑрӑшнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Ҫапах вӗсем ялсенчи санитарипе гигиена шайне ҫӗклеме чун хавалтан тӑрӑшнӑ, хресченсене тасарах пурӑнма вӗрентнӗ, халӑхра медицина пӗлӗвӗсене сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Мобильлӗ ФАПа кирлӗ оборудованипе - юн пусӑмне тӗрӗслемелли аппаратпа, стетофонендоскоппа, портативлӑ электрокардиографпа, юнри гемоглобин шайне тӗрӗслемелли анализаторпа, автоматлӑ дефибрилляторпа, ӳпкесене искусствӑллӑ вентиляци тумалли алӑ системисемпе - тивӗҫтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Район больницисен автопаркӗсем куҫса ҫӳрекен ҫӗнӗ ФАПсемпе пуянланаҫҫӗ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... an-3389012

Кӑнтӑрла хыҫҫӑн хӑрушлӑхӑн «сарӑ» шайне палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Ҫак тапхӑрта вӗсене тӗрлӗ ҫӗрте вӗрентрӗмӗр, профессии шайне ӳстертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Пӗлтӗр республика пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас енӗпе пуҫлаа 850 пин тӑваткал метр шайне хӑпарнӑ, кӑҫал та ҫак позицирен чакмалла мар.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

«Кирек епле тытӑмшӑн та строительство пайӗ питӗ кирлӗ, кулленех вӗсем ҫынсен пурнӑҫ шайне лайӑхлатса пырассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Сӑмах май, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатассипе пулса пыракан мероприятисем пирки те пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Ҫапла вара, культурӑ учрежденийӗсен ӗҫне ҫынсене анлӑн явӑҫтарса пыни вӗсене тӗрлӗ енлӗ пӗлӳсем илме, ӗҫ-хӗл шайне ӳстерсе пыма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ял культурине майӗпен хула культури шайне ҫитерес, ҫӗнӗ районсенче культурӑна хӑвӑрт аталантарса пырас тесе, ҫӗршыв территорийӗнче культурӑ учрежденийӗсене пӗр пек вырнаҫтарса тухассине пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчах та, кашни ҫын культурӑпа пӗлӳ патне туртӑннине кирлӗ пек тивӗҫтермесен, ҫамрӑк ӑрӑва пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем парассине ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пымасан, ӗҫлекен халӑхӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата культурӑпа техникӑ тӗлӗшӗнчи пӗлӗвӗн шайне ӳстерсе пырассине кирлӗ пек йӗркелемесен, ку ҫителӗксӗр пулать-ха.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Культурӑллӑ революцин юлашки тапхӑрӗнче мӗн пур рабочисемпе хресченсене пӗлӳлӗх тӗлӗшӗнчен интеллигенци шайне ҫитереҫҫӗ, халӑха вӗрентес ӗҫӗн пӗтӗм системинче ӗҫпе вӗренӗве пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарса туса пыраҫҫӗ, ҫапла вара ӑс-тӑн ӗҫӗпе вӑй-хал ӗҫӗ хушшинчи уйрӑмлӑхсем пачах пӗтсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Э-э, астурӑм: ялта пушартан сыхланассине лайӑхлатас ӗҫе ҫӳллӗ сыпӑка хӑпартса унӑн шайне ӳстересси ҫинчен сӳтсе явасси, терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ҫамрӑксен професси шайне ӳстерме, вӗсене валли спортпа туслашма, юратнӑ ӗҫе тупма е хӑйсен ӗҫне уҫма, ҫурт-йӗр туянма, ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстерме мӗнпур условисем йӗркелетпӗр.

Делаем все для того, чтобы вы могли в полной мере реализовать свои таланты и способности в профессиональной сфере, творчестве или спорте, найти любимую работу, открыть свое дело, приобрести жилье, создать семью и растить детей.

Олег Николаев Ҫамрӑксен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2023/06/24/oleg- ... -molodezhi

Тухӑҫлӑх ӳссе пыни – халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатса пыма витӗм кӳрет.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki

«Георгий Федоров хайлавӗсенче полемика – лирикӑллӑ геройӑн шалти хирӗҫӗвӗпе ҫӗннине шырани палӑрать. Вӑл чӑваш литературинче феномен, ӑна никампа та танлаштарма ҫук. Хайлавӗсенче тӗссен палитри питӗ вӑйлӑ. Ҫыравҫӑна ӑнланас тесен ун шайне ҫӗкленмелле. Паллах, поэт пултарулӑхне тӗпчемелли пайтах», – терӗ критик.

Куҫарса пулӑш

Георгий Фёдоровӑн «Суйласа илнисем» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Анчах та хӑшне-пӗрне сывлӑх шайне, ҫемьери лару-тӑрӑва, ӳсӗме кура ҫара кайма чарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Строительство процессӗн пахалӑх шайне ӳстерес тесессӗн, ҫӗршыв Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевсене вӑхӑтра тата туллин кӗртсе пырас пулсан, пурин те яваплӑха туйса, саккунсене пӑхӑнса таса чунпа халӑх ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлемелле», – палӑртнӑ сӑмаха ҫавӑрнӑ май Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Раҫҫей Федерацийӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палатин ятӗнчен Сергей Катырин Пӗтӗм Раҫҫейри «Зауралье-2023» инвестици сабантуйӗн V юбилей шайне хутшӑнакансен ячӗпе саламлӑ ҫыру янӑ.

Куҫарса пулӑш

Сергей Катырин Пӗтӗм Раҫҫейри "Зауралье-2023" инвестици сабантуйне хутшӑнакансене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3272144

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех