Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӳречерен (тĕпĕ: чӳрече) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳречерен мӗн курнине халӗ ас та тумастӑп ӗнтӗ: пуҫа урӑх шухӑш канӑҫсӑрлантарчӗ манӑнне.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫавӑнпа усӑ курса Алюш икӗ ывӑҫ тусан илет те вӑрттӑн йӑпшӑнса пырса уҫӑ чӳречерен урамалла тинкерсе ларакан Тарье аппана питрен сапать.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Чӳречерен ҫутӑ самай кӗнӗ, кӑмака хыҫне те ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑл кравать ҫине ларчӗ те чӳречерен курӑнакан урамри пӗччен хурӑн тӑррине тинкерсе ачине ӗмӗртме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пуҫа чӳречерен тулалла кӑларса пӑхсан, пулас ҫуртӑн кӑшкарӗ мӗн ҫӳлти хута ҫитичченех курӑнать, ӗҫлекенсене те аванах сӑнама пулать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫав вӑхӑтра чӳречерен шаккаҫҫӗ.)

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Вӑхӑт-вӑхӑт чӳречерен пырса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Маша (чӳречерен пӑхса).

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

— Куртӑм ҫав, чӳречерен куртӑм.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Акӑ халӗ ӑна, чӳречерен кӑмӑллӑн пӑхса тӑраканскере, ҫурхи вӑрман ӑшшӑн саламлать: пике пек хурӑнсем кӑтра шереписемпе, хырӗ-чӑрӑшӗ симӗс лӑссипе алӑ сулаҫҫӗ, юманӗ пӑхаттирле пуҫӗпе пуҫ таять.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лука Павлович, сасартӑк шӗвӗр пӳрнине тӑратса, шӑпланма хушрӗ, пуҫне тайӑлтарса, уҫӑ чӳречерен итлерӗ:

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Яльчиков та чӳречерен пырса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пӑхӑр-ха, пӑхӑр! — чӳречерен кӑтартрӗ Хӗлимун.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара алӑкран шаккарӗ, унтан чӳречерен тӳнлеттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӳречерен темиҫе те пырса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара тухмарӗ, Раман машинӑна мӗнле кӗрсе ларнине, газик кукӑралла пӑрӑнса кӗнине чӳречерен вӑрттӑн сӑнаса тӑчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мухта ӗнтӗ, мухта, — каллех чӳречерен пӑхрӗ Яльчиков, — сӑмаххи ҫеҫ вӑл.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман чӳречерен Тамара ҫине ӑмсанса, тӗмсӗлсе пӑхса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӳречерен шӑл йӗрсе юлчӗ инке: «Хӑрӑм ларсан, тасатма кил», — тет, мур.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫав вӑхӑтра чӳречерен шаккарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех