Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӳречерен (тĕпĕ: чӳрече) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӳречерен Паккань пуҫӗ курӑнчӗ: унӑн пӗчӗк пичӗ типӗтнӗ пан улми пек пӗркеленсе пӗтнӗ, тӑнлавӗсем шурала пуҫланӑ, хура сухалӗ виҫӗ-тӑватӑ пӗрчӗ кӑна, ҫӑварӗнче шӑл тӗпренчӗкӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ; ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗпи ҫухине ярханах янӑ, ырхан мӑйӗ ҫинче тарпа хуралса пӑнтӑхнӑ хӗрес ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Этем мар! — тӗлӗнсе кӑшкӑрашрӗ уҫӑ чӳречерен пӑхса тӑракан ӳсӗр лесник…

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Такам ялава хӑпарса илсен, пӑлхавҫӑсем каллех тепре чӳречерен хӗрлӗ ялав кӑларса ҫакрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗртен пӗр чӳречерен ҫутӑ сахал кӗрет: ӑна садри вӗрене мӗлки хуплать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗрхи ҫил вӗрнипе чӳречерен ҫапсах ҫурӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Сасартӑк чӳречерен упа лӗпӗшӗ вӗҫсе кӗчӗ те тӳрех абажур патнелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи лӗпӗш // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 110 с.

Каҫсерен уҫӑ чӳречерен темӗнле паллӑ мар кӗвӗ тӑнкӑлтатса тухатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Чӳречерен труках хыттӑн шаккани Ҫтаппана шартах сиктерчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтра урам енчи чӳречерен тахӑшӗ: — Ман арӑм пуласси мӗн ятлӑ?! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Павӑлпа Варуҫ чӳречерен пӑхрӗҫ те икӗ каччӑ иртсе кайнине курчӗҫ: пӗри яштака пӳллӗ, тепри лутрарахскер.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл васкаса чӳречерен пӑхрӗ те тӑрантас ҫинчен хуньӑшпе Лукарье аннине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье чӳречерен чӗннипе пӳрт умне ҫынсем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗчӗк чӳречерен кӗнӗ тул ҫутипе урайӗнче пӑлан пек ӗне тӑсӑлса выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахаль чухне вӑл, илемшӗн те чапшӑн, урам енчи чӳречерен курӑнса ларать.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Упӑшки акаран таврӑннине чӳречерен курсанах, Татьяна хирӗҫ васкаса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан тӗпелти чӳречерен пӑхрӗ те, урампа хӑйсен еннелле пилӗк ҫын килнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Картишне тухакан чӳречерен выльӑхсемпе арӑмне асӑрхасан: — Энтрей, тӑхта, эпӗ халех! — тесе кӑшкӑрчӗ те Сахар, пӳртрен вӑркӑнса тухрӗ, Тарье умне ҫитсе те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар вӑраннӑ тӗле чылай ҫӳле хӑпарнӑ хӗвел ҫути пахча енчи чӳречерен кӗрсе кӑмака ҫине ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вовӑпа шӑллӗсем чӳречерен пӑхрӗҫ те, пуҫне чӑпар тутӑр вырӑнне хура шаль ҫыхнӑ амӑшне курсан, тӗлӗнсех кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакна чӳречерен асӑрханӑ арман хуҫи крыльцана хӑй тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех