Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗркуҫҫи сăмах пирĕн базăра пур.
чӗркуҫҫи (тĕпĕ: чӗркуҫҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михха чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтмен ҫӗртен Платун чӗркуҫҫи ҫине персе анчӗ те хурлӑхлӑ сасӑпа йӑлӑнма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тахӑшӗ тӳсеймесӗр ӳсӗрсе ячӗ, ку вара пурне те шартах сиктерчӗ, чӗркуҫҫи айсем чӗтрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл сӑмах калама ӗлкӗриччен Анук ун умне чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ те чун-чӗринчен йӑлӑнма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пур еннелле те кӑнтарса тӑсӑлнӑ тип тураттисем юмӑҫ кил-ҫурчӗн канлӗхне хускатма хӑякансене халь чиксе пӑрахма хатӗр пек курӑнаҫҫӗ, Платун хӑраса кайнипе чӗркуҫҫи айӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс те чӗркуҫҫи таран ҫеҫ тесе ахальтен каламан.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурин те чӗркуҫҫи таран вӑрӑм та шалпар пир кӗпе.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Курӑкӗ чӗркуҫҫи таран.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ҫапӑнсан вӗри ан тивтӗр Чӗркуҫҫи пек ҫут пуҫне.

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

Сухал та чӗркуҫҫи тӗлне ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасартӑк, йӑлтах ывӑнса ҫитнӗскер, ерипен утӑм туса вӑл краватӗн тимӗр уринчен такӑнчӗ, чӗркуҫҫи хаяррӑн ыратса кайнипе вырӑн ҫине пусарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл хӗрлӗ кӗтессе пычӗ, чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ те кӗлтума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗ, Хӗветӗр, пуринчен ытларах кӗҫӗннине — Ваҫилене юрататчӗ, «пӗчӗкскерӗм» тесе чӗркуҫҫи ҫине лартса сиктеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫуркунне, шыв акӑш-макӑш сарӑлнӑ вӑхӑтра, йывӑҫсем хӑйсем те чӗркуҫҫи таран тенӗ пек шывра лараҫҫӗ, вӑрӑм вуллисем ҫилпе силлене-силлене тем ҫыраҫҫӗ шывра.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫыннисем те, йыттисем те чӗркуҫҫи таран юр ӑшне пута-пута утнӑ.

Люди и собаки проваливались в снег выше колен.

Кӑнтӑр полюсӗ патне кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сасартӑк урисем унӑн чӗркуҫҫи таран шыва анса кайрӗҫ.

Вдруг чувствует, что ноги ее по колена в воде.

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл ҫырмана анчӗ те, шӑлаварне чӗркуҫҫи таран тавӑрса, тӑп-тӑрӑ шывпа урине ҫурӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ хӑрах йӗмпӗҫҫи те ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех ҫурӑлса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Вӑл, чӗркуҫҫи таран шывра тӑраканскер, кӗреҫипе торф ӑсса илет те — тачка ҫине ывӑтать.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех