Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗрине (тĕпĕ: чӗре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав самантра ҫӑлтӑр ҫинче, тӗрӗсрех каласан, Ҫӗр ятпа ҫаврӑнакан хамӑн планетӑм ҫинче, пӗтӗм тӗнчене мансах эпӗ Пӗчӗк принц чӗрине лӑплантарма пултаракан сӑмахсем шырарӑм.

На звезде, на планете — на моей планете, по имени Земля — плакал Маленький принц, и надо было его утешить.

VII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Следователь Оля чӗрине епле ыраттармаллине пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак хыпар Палюков чӗрине тутӑхнӑ пӑта пырса лекнӗ пекех ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Магдаль савӑнӑҫлӑн, тунсӑхлӑн, шуххӑн калаҫни унӑн чӗрине нумай ӑшӑтрӗ, савӑнӑҫ ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак шухӑш ун чӗрине йӗппе чикнӗ пекех ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ӑна кашни хутӗнчех ҫулӑм-кӑварлӑ Ҫеҫпӗл чӗнет, йыхрав ярать, хӑй халӑхӗн кун-ҫулне, сӑнне, кӑмӑлӗпе чӗрине уҫса парать.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Хӑшӗ-пӗри унчченхи чӑрмавсене парӑнтарать, теприсем экзамен ӑнӑҫлӑ тытӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем килӗшнӗ ҫыннӑн чӗрине ҫӗнсе илӗҫ.

Кто-то сумеет преодолеть закрытые ранее барьеры, кто-то удачно сдаст экзамен, кто-то завоюет сердце избранника.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унта унӑн чӗрине хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ электрокардиостимулятор вырнаҫтарнӑ.

В столице в ее сердце поместили электрокардиостимулятор, произведенный в нашей стране.

Чӗри минутра 30 хут кӑна тапнӑ: хӗрарӑма вертолетпа Шупашкара илсе ҫитернӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35502.html

Вӑл ҫаплах-ха Унтрее тарӑхтармалли ,ун чӗрине тивертмелли меслетсем шыранӑ…

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

…Милицисем пынӑ чух Энтрей пуҫне йӗпе алшӑллипе яваласа, чӗрине тытса, вилес пек ахлатса выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Хӑвӑра килӗшекен ҫын чӗрине хӑвӑртах ҫӗнсе илетӗр, ку сире тӗллевсене часрах ҫӗнсе илме пулӑшӗ.

Вы легко сможете завоевать симпатию нужного человека, что поможет вам быстрее добиться своих целей.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Самана хушши йывӑр пулнӑ пулсан та, мӑн ҫынсем хуйхӑ-суйхӑпа пусӑхнӑ пулсан та — хӗрача чӗрине ҫутҫанталӑк илемӗ те кӑтӑкланӑ, ӑнлансах ҫитме ҫук ӑрӑмлӑ япаласем те пулнӑ ҫӗр ҫинче уншӑн, хӳхӗм ӗмӗтсем те тин ҫеҫ сӑмсаланнӑ — пӗр ҫынсем ахлатни ҫеҫ чӗрене шар! ҫурнӑ, час та часах хаваслӑ кӑмӑла сирсе сӗвӗрӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӳлӗннӗ ӑшчикне нимпе уҫса яраймасӑр, чӗрине нимпе пусараймасӑр асапланчӗ Славик.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Каллех чӗрине вӗрин сиктерӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славик кухньӑна кӗчӗ те, сӑмсине хир фиалки шӑрши ҫапсан, сасартӑк паҫӑр хӑй музыка чӗлхипе каласа пама хӑтланса асапланнӑ чухнехи туйӑм чӗрине таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Кӗрсе вырнаҫрӗҫ пулать ҫав Логинов сӑмахӗсем Пахом чӗрине.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ку сӑмахсем Пахом Петрович чӗрине ҫӗҫӗ тирӗннӗ пекех ыраттарса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫамрӑксен ушкӑнӗ ташлама чарӑнчӗ кӑна, купӑсҫӑ умне Ҫӗпритун почтальон вӗҫнӗ пек тухрӗ, кӑшт пӗшкӗнчӗ те аттисене, чӗркуҫҫисене, кӑкӑрне ҫат-ҫат ҫапса, илемлӗ кӗвӗ кӑларса тӑчӗ, унтан ҫӗрте кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнма тытӑнчӗ, анчах иккӗ-виҫҫӗ ҫаврӑнсанах ҫӗкленчӗ те, пашкаса, чӗрине тытса, кулкаласа: «Эх, ватӑлтӑм ҫав, ма хӑть хӗрӗхре ҫеҫ мар-ши», — текелесе, хӑй вырӑнне кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ун чӗрине темӗскер тӑрӑнса витӗрех шӑтарнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Эсир киле таврӑнни мана каҫарни, манӑн, ват ҫыннӑн, чӗрине ҫӑмӑллӑх кӳни пулӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех