Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗреллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
чӗреллӗ (тĕпĕ: чӗреллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Казаковпа Степанов коммунистсем ӑна, таса чӗреллӗ Сергее, нихҫан та сутас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук таса чӗреллӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакнашкал кулак чӗпписемпе кӗрешекен вӗри чӗреллӗ, таса чунлӑ ҫамрӑк, — тавӑрчӗ Уҫӑп.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хытӑ чӗреллӗ ҫын пулчӗ ун шӑллӗ Исмаил, пиччӗш умӗнче пуҫ таймарӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр чухне Сафана ӳкӗтлетчӗ-ха тата, кам та пулин айӑпа кӗрсен ӑна: ытла хытӑ чӗреллӗ ан пул, тепринче вӑл сана хирӗҫ тӑмасть тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑвар чӗреллӗ пулма хушнӑ эс пире.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Теприсем ҫирӗп чӗреллӗ, вӗсен вӑй-халӗ тинӗс пек вӑйлӑ та сарлака, вӗсем хӑйсен тӗллевӗ патне ҫитеҫҫех.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Завод директорӗ Владимир Свешников, социаллӑ тивӗҫтерӳсен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Захаров, «Звездопад» АХО-н гендиректорӗ Владимир Яковлев чӑннипех те уҫӑ чӗреллӗ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Ырӑ, уҫӑ чӗреллӗ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Пысӑк чӗреллӗ ҫамрӑк Артур Михайлов «ZOV Вурнары» ушкӑн йӗркеленине ҫырнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнар-Ульяновск: пулӑшу кашни салтак патне ҫитрӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11680-v- ... patne-citr

Пирӗн ертӳҫӗсем чӑннипех пысӑк чӗреллӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ ӗҫпе ҫирӗпленет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11756-ch ... cir-plenet

Алимпи, таса чӗреллӗ хӗр, хӑйӗн савнине епле ҫав тери час манма пултарчӗ-ши? — тесе шухӑшлаттарать ку такама та…

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

- Ытла та ырӑ чӗреллӗ вӑл пирӗн.

— Слишком доброе сердце у нее.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Ыттисем — е хыт чӗреллӗ этемсем, е ырӑ курса тӑраннисем.

Остальные то ли толстокожи и бездушны, то ли везет им во всем.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пулса иртни ма пит хӑратрӗ Хавшак чӗреллӗ ял-йыша.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫавӑн пек ыр чӗреллӗ хӗрача чӗннине мӗншӗн йышӑнас мар?

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗри чӗреллӗ хӗрарӑм икӗ ывӑл ача амӑшӗ, хӑйӗн тӗпренчӗкӗсемшӗн пӗтӗм чунтан тӑрӑшать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ хӗрарӑм пур ӗҫре те хастар // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8926-pultaru ... te-khastar

Алевтина Анатольевна вӗри чӗреллӗ, пур ҫӗре те ӗлкӗрекен пултаруллӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ хӗрарӑм пур ӗҫре те хастар // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8926-pultaru ... te-khastar

— Мӗнле чул чӗреллӗ этем сана асаплантарчӗ, — тесе шур ҫар ҫынни ӑна ытакларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ырзем ку ролӗ ҫӗнтереймӗ, вӑл ҫепӗҫрех те ҫемҫе чӗреллӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех